Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
31 Июлӗн 2019, 16:26

Чăвашлăх лапамĕнче

Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Юматово чукун çул станци çывăхне Пушкăртстанри чăвашсем чÿклеме ирттерме пуçтарăнчĕç.

Кунта, улах вырăнта, Леонидпа Юрий Михайлов пĕр тăвансем чăвашлăх лапамĕ йĕркелесе янă. Ку лапам çинчен çакна каласа хăвармалла: калинккерен пырса кĕрсенех сулахай енче ултă кĕтеслĕ пысăках мар пурăнмалли çурт ларать. Ун çамки çине «Турăпа пĕрле çÿрĕр» текен сăмахсем çырса çапнă. Килĕштерсе тунă тăрă айĕнче çулла ларса апатланмалли вырăн пур, юнашарах Леонид Павлович чăваш эрешĕсемпе касса илемлетнĕ Киремет юпи (2011 ç.) вырнаçнă. Малалла иртетĕн те – Киремет йывăççи. Сылтăм енче мунча тата ялта хуçалăх ĕçĕсене тумалли хуралтă. Вĕсем хушшинче, лапам варринче, пăрăхсенчен шăратса тунă чăвашсен эреш символĕсем. Территорин виççĕмĕш пайĕ кӳлĕ айĕнче. Кӳлĕ витĕр çăлкуç юхса тухать. Мунчара çапăннă хыççăн чăмса тухма та аван. Асăннă вырăнтан 30 метрта Тим (Дема) юхан шывĕ юхса иртет.
Чÿк халăхĕ пуçтарăннă вăхăта Александр Герасимов самаях пысăк такана пусса тирпейлеме, Лена Магасумова шеф-повар кăвайт çине какай шÿрпипе пăтă çакса яма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Йĕркелÿçĕсем - Леонид Павлович Михайловпа Владимир Федорович Иванов (Ĕпхÿрен ирхи 6 сехетре килсе çитнĕ) - кун йĕркине палăртатчĕç.
Пÿрт стенисем çинче тата çулла ларса апатланмалли тăрă айĕнче - чăваш орнаменчĕсен плакачĕсем. Вĕсен айне чăвашла тата вырăсла пĕлтерĕшĕсене çырса хунă. Суук-Чишмаран килнĕ Людмила Прокопьева, Надеждăпа Виталий Янтугановсем, Юматовăри Любовь Елисеева, Нижегородкăри Людмила Иванова, Веселовкăри (Треппел паççулкки) Людмила Филиппова, Ĕпхÿри Калинин районĕнчи вырсарни шкулĕнчи Зайтуна Галимова сĕтел çи хатĕрлеççĕ. Вĕсем темиçе тĕрлĕ чăваш апачĕ пĕçернĕ (какай шӳрпи, 4 тĕрлĕ апат-çимĕçрен тăракан пăтă, тултармăш) тата 6 тĕрлĕ ĕçме хатĕрленĕ (сăра, кăрчама (пылпа) тата ыт.те). Чей ĕçме çĕнĕ пыл илнĕ, вĕллисем тепĕр лаптăкра лараççĕ.
Арçынсем те айккинче пăхса тăмаççĕ. Çтерлĕ хулинчен килсе çитнĕ Юрий Петров пулă тытать, Чăваш Кăпавĕнчи Николай Исаев кăвайта асăрхаса тăрать. Сергей Игнатьевпа Николай Дмитриев (иккĕшĕ те Ĕпхÿрен), Владимир Коротков (Треппелте çуралса ÿснĕ, Зубовăра пурăнать) ветврач вĕсене пулăшаççĕ. Владимир Иванов çемйипех килнĕ, ывăлĕ пулă тытса савăнчĕ. Пулли питĕ çăмăл лекет.
Унсăр пуçне çакна та палăртма кăмăллă: нумайăшĕ хăйсемпе пĕрле ачисемпе тăванĕсене илсе килнĕ.
Чÿк пуçлама мăчавара суйланă Иван Ефимов «Аслă Киремете чĕнсе калани» кĕлĕ вуларĕ. Ун хыççăн Леонид Михайлов йĕркеленипе чÿк халăхĕ карталанса тăрса Танкăр турăран каçару, çăмăллăхсем ыйтса пуç тайрĕ, авалхи чăваш халăх гимне «Алран кайми аки-сухи» юрра пухăннă çынсем пĕтĕм чун хавалĕпе çĕкленсе шăрантарчĕç. Леонид Павлович чăвашсен Танкăр турри (Тенгрианство) (Аслă турă, Çÿлти турă, Атте турă) çинчен каласа пачĕ.
Çак вăхăтра халăха апат пиçни çинчен пĕлтерчĕç, тулăх хатĕрленĕ сĕтел хушшине йыхравларĕç. Кĕреке хушшине ларсан пурне те кăпăкланса тăракан чăн чăваш сăри сĕнчĕç. Чи аслисенчен пĕри - Виталий Янтуганов - сăра курки çĕклесе чăвашлăха манмасăр асаттесен авалхи йăли-йĕркисене тытса пыма чĕнчĕ.
Малалла тунă тата тумалли ĕçсем çинчен калаçу пычĕ. Леонид Павлович чăваш орнаменчĕн паллисем мĕне пĕлтернине ăнлантарса пачĕ, Иван Васильевич Киремет тата чÿк тунин йĕрки çинче чарăнса тăчĕ. Ваттисене асăнма та манмарĕç.
Асăннă уяв - мăн асаттесенчен пыракан йăла-йĕрке - кашнин чĕринче ырă йĕр хăварасса, малашне те вĕсен ырă йăлисене тытса пырасса шанас килет.
Иван ЕФИМОВ.
Ĕпхÿ районĕ, Юматово.
Читайте нас: