Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
27 Ноябрӗн 2019, 13:21

Туйра ултă чăваш ушкăнĕ кĕрлерĕ

Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи Культура керменĕнче авалхи наци туйĕсен йăли-йĕркине сăнласа паракан «Ĕлĕк туйсем вылянă» республика шайĕнчи фестиваль-конкурс иртрĕ.

Фестивале республика Пуçлăхĕ Пушкăртстан Республинчи патшалăх тата тăван чĕлхесене аталантарас тĕллевпе грант пулăшăвĕ паракан укçа-тенкĕпе йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – республикăра пурăнакан халăхсен туй йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртсе упраса хăварасси, çамрăк ăрăва вĕрентесси.
Аваллăхпа çыхăннă уява пултарулăх ушкăнĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Благовещенск, Архангельск, Авăркас, Пишпÿлек, Дуван, Тÿртÿллĕ, Иглин, Кармаскалă, Краснокамск, Куюргазă, Мияки, Мелеуз, Салават, Татăшлă, Çтерлĕ районĕсенчен - килсе çитнĕ. Сцена çинче туй йăли-йĕркине кăтартса паракан артистсене ПАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, филологи наукисен докторĕ, халăх юррисене шăрантаракан Розалия Султангареева ертсе пыракан сумлă жюри членĕсем хак пачĕç. Çав шутра филологи наукисен докторĕ, ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, ПР наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Карпухин профессор-фольклорист; ПР Халăх пултарулăх центрĕн Кумертау хулинчи уйрăмĕн директорĕ Альфия Грязнова; Пушкăртстанри искусство колледжĕн куçăн мар уйрăмĕн ертÿçи Наталья Порхун, ПР мăкшă наципе культура центрĕн ертÿçин çумĕ Алевтина Карпова пулчĕç.
Фестивале Çтерлĕ район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Ильдар Газизовпа ПР Культура министерствин специалисчĕ Рустэм Кучуков уçрĕç.
Пурĕ сцена çине 25 ушкăн тухрĕ. Çав кун тĕрлĕ халăх туйĕсен йăли-йĕркине курса савăнма май пулчĕ: пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш, украин, мăкшă. Конкурс программине пăхăнса туй юрри-ташшине кăна мар, сыпăкĕсене те, хĕр килĕшни, арçын туйĕ, хĕр йĕрри тата ыттине те тăван чĕлхепе кăтартса памаллаччĕ. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ те тыткăна илет ĕлĕкхи туй йăли-йĕрки! Хам ача чухне курнă туйсене аса илсе лартăм: хĕр пытарни, шырани, хӗр тупри ҫинче ларни, туй арӑмӗсем юрлани-ташлани, пуса каччисем илемлӗ пушӑсемпе мăнаçланни. Килсерен ҫӳретчӗ туй, кӳрше туй килсен куракансем пуҫтарӑнатчӗҫ, хушпуллӑ хӗрарӑмсем миҫен пулнине шутлаканччӗ. Мӗн тӗрлӗ илемлӗхе, пуянлăха ҫухатса пыратпӑр!
Туй апат-ҫимӗҫне фойере ас тивме май пулчӗ. Унта шӑрттан таранччен пурччӗ. Тутанса та куртӑмӑр, питӗ тутлӑ! Ӑна хатӗрлекенӗ - Кармаскалӑ районӗнчи Йӑмран ялӗнчи Вера Николаевна Герасимова. «Пĕçерсе пӑхас терĕм», - тет ӑстаҫӑ. «Пӗрремӗш икерчӗ кумкапа пулать» текен каларăш тӗрӗслĕхпе тÿр килмен. Апат-ҫимӗҫе ӑста хӗрарӑм пур енчен те пултарать: тӗрлӗ алшӑллисем, мăй ҫыххисем, чӑваш сурпанӗсем (ӗлӗкхи тӗрӗсене пӑхса) ӑсталать. Унпа пӗр ялтах тепӗр ӑста алӑллӑ хӗрарӑм, Халӑх академикӗ ята тивĕçнӗ Любовь Александровна Иванова пурӑнать. Вӑл пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм çынсем валли хушпусем ҫӗнетет, кӗпесем ҫӗлет.
Тепӗр ӑстаҫӑ-шӑпӑрҫӑ - Мияки районӗнчи Ҫӗнӗ Хурамал ялӗнчи Виталий Николаевич Захаров. Вӑл шӑпӑра мӗнле хатӗрленипе паллаштарчӗ. Шел, пирӗн хушӑра ун пек ылтăн алăллă çынсем питӗ сахал. Çамрӑксем çак ĕçе тума вӗренсе юласшӑн пулманни пăшăрхантарать.
Апат-ҫимӗҫпе сӑйланса сӑрине те сыпрӑмӑр. Чӑнах та, ӗлӗк халӑх хӑна пӑхма та, савӑнма та пӗлнӗ. Кашни халӑхӑн хӑйӗн пуянлӑхӗ, чун ӑшшине парса ӑсталанӑ илемлӗхĕ. Чӑннипе те “асамлӑ” арча пулнă пирӗн кукамайсемпе асаннесен. Чи хаклӑ япаласем упраннӑ унта.Тата ҫавна каласшӑн, чӑваш халӑхӗн кӑна мар, ытти халăхсен те.
Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе çыхăннă фестиваль-конкурс вӗҫленчӗ. Мĕнпур ушкӑн та парнесене тивӗҫрӗҫ. Жюри членӗсем кашни ушкӑнăн ҫитменлӗхĕсене палăртрĕç, çĕнтерÿçĕсемпе паллаштарчĕç.
«Ĕлĕк туйсем вылянă» республикăри фестиваль конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Гран-прие Çтерлĕ районĕнчи «Вастома» мăкшă фольклорпа этнографи ансамблĕ (ертÿçи – Н.Е. Артамонов) тивĕçрĕ.
Жюри членĕсем чăвашсене те кÿрентермерĕç. Пултарулăхне кура парнеллĕ вырăнсемпе чысларĕç: 1 степень лауреачĕ Кармаскалă районĕнчи «Пилеш» фольклор ушкăнĕ (ертÿçи – В.Г. Иванова); 3 степень лауреачĕ Çтерлĕ районĕнчи «Палан» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (Л.Н. Кудрявцева) пулса тăчĕç. Çавăн пекех 1 степень дипломне Кармаскалă районĕнчи «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (А.Л. Степанова) тата Мияки тăрăхĕнчи «Сувар» чăваш халăх фольклор ушкăнĕ (М.Р. Павлова) çĕнсе илчĕç.
Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пултарулăх ушкăнĕсене «Халăх йăли-йĕркисене упранăшăн», «Туй юррине чи илемлĕ шăрантарнăшăн», «Туй йăли-йĕркисене халăх хушшинче сарнăшăн», «Туй йăли-йĕркине чĕртнĕшĕн» номинацисенче дипломсем пачĕç. «Туй апат-çимĕçĕ» номинацире 3 вырăн дипломне Кармаскалă районĕнчи «Пилеш» фольклор ансамблĕ тивĕçрĕ.
Фестиваль-конкурса ултă чăваш ушкăнĕ - Авăркас районĕнчи Шланлă, Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿлпе Йăмран, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал, Çтерлĕ районĕнчи Ямансас, Пишпÿлек ялĕ – хутшăнчĕ. Вĕсем пурте чăваш ятне ямасăр, асамлă арчана тивĕçрĕç!
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: