Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе аслă ăру çыннисем çурта çутса Раштав кĕллине (вăл православи тĕнĕпе килĕшÿллĕн Турă çуралнă кунпа пĕр килет) вуларĕç. Çамрăксене пехилленĕ хыççăн наци тумĕ тăхăннă тăватă мăшăр сурхури ташши ташлама тытăнчĕ. Çамрăксем мĕнле хускалнине пăхса тăракан шăпăрлансем тÿсеймесĕр ташша ячĕç. Сурхури ташшин 12 пайĕнчен пĕр «çăлкуç» (ручеек) пайне ташларĕç. Хĕл каçĕсем юмăç яман пулсан питĕ те кичем пулĕччĕç! Епле-çке яш каччăсемпе хĕрсем хĕрÿ те савăк кăмăлпа пулас мăшăрĕсем çинчен пĕлесшĕн çунчĕç! Уяв «Шурă хурăн» ансамблĕн юррипе вĕçленчĕ.
Фильм ÿкернĕ çĕре хутшăннă çынсене: Красноярский ял Канаш пуçлăхне М.Г. Николаева‚ Косяковкăри шкул директорне С.А. Симакована‚ И.Г. Беловапа М.Н. Яковлева ватăсене‚ «Колокольчик» ача сачĕн воспитанникĕсене (воспитателĕ Н.П. Давыдова)‚ мероприятисене ялан хутшăнакан хĕр-каччăсене‚ «Шурă хурăн» ансамбль пайташĕсене (ертÿçи Г.Н. Шишкова)‚ уйрăмах С. Авакумова повара пире тутлă апат пĕçерсе çитернĕшĕн тата 27 çул хушши шкулта чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕçлекен Т.М. Васильевана тав сăмахĕ каласшăн.
Светлана ПРИВАЛОВА, тĕп библиотекарь.
Çтерлĕ районĕ, Косяковка ялĕ.