Сивĕ çиле пăхмасăр ачасен, ашшĕ-амăшĕсен сăн-пичĕсем кулăпа тата савăнăçпа çиçрĕç. Кашни класс йĕркеленĕ сĕтелсем çинче пĕçерсе хатĕрленĕ мĕн тĕрлĕ апат çукчĕ пуль. Тĕрлĕ икерчĕсен шучĕ çеç çĕре яхăнччĕ. Кашниех çак ярмарккăра хăйне кирлĕ çимĕçе тутанса пăхма тата туянма пултарчĕ. Мĕншĕн тесен çемьери ытти юратнă та хаклă çынсене те çак тутлă çемçе кучченеçе ас тивтерсе пăхассисем килчĕç.
Хĕле ăсатнă самантра чăн-чăн хĕлле пулса кайрĕ, юр вĕçтерме пуçларĕ. Уяв кĕрекине пухăннисем Хĕл Çуркуннене парăнасшăн пулманнине туйрĕç. Анчах та кашни класс ачисем тата гимнази çумĕнчи ача садĕнчи шăпăрлансем хатĕрленĕ савăнăçлă юрă-ташă, вăйă-кулă çуркунне çывхарнине туйма пулăшрĕ, хавхалантарчĕ. «Çăварнирен çăварниччен ырă-сывă пурăнар» - пĕтĕмлетÿ турĕç çак мероприятие хутшăнакансем, вăхăта усăллă та тухăçлă ирттернишĕн савăнса килĕсене саланчĕç.
Полина КИРИЛОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.