Урал сасси
+24 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
28 Июлӗн 2021, 12:02

Утçи - утă çулнă вăхăт

Ĕлĕкхи вăхăтра утçи экономикăпа хуçалăх тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Чăвашсен утă çулассипе çыхăннă авалхи йăли-йĕркисем сахал мар. Утă çулма тухнă пĕрремĕш кун чăн-чăн пысăк халăх уявĕ пекех шутланнă.

Утçи - утă çулнă вăхăт
Утçи - утă çулнă вăхăт

Утçи пуçланиччен малтан утă чÿкĕ ирттернĕ. Кашни ял çывăхĕнче асăннă йăла-йĕркене ирттермелли ятарлă вырăн пулнă. Кашни çулах пурте пĕрле пуçтарăнса вăкăр туяннă, пĕр кил хуçалăх така ÿстернĕ. Çавăн пекех халăхран кĕрпе, çу пуçтарнă. Хăшĕ-пĕрисем килти кайăк-кĕшĕкне хăваласа килнĕ. Чÿк йăлине хисеплĕ ватă ирттернĕ. Утă чÿкĕ хыççăн, çанталăкĕ лайăх тăрсан, утта тухнă.
Атăлçи чăвашĕсен утă çулмалли çаранĕсем Атăл шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Ытти вырăнсенче пысăк тата пĕчĕк çырмасен йăлăмĕсенче çулнă. Утă çулмалли вырăнсем общинăн е ялăн шутланнă. Çавăнпа утта канашласа ялĕпех тухнă. Паллах, инçе çула тата утă турттарма лашасемпех кайнă. Каччăсемпе хĕрсем, арçынсемпе хĕрарăмсем çулнă, ватă çынсем утă çавăрнă, çулакансем валли апат пĕçернĕ. Утçинче пурин валли те ĕç тупăннă.
Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче тата каç пулсан пулă тытнă, çырла пуçтарнă. Утçине уява тухнă пекех чи лайăх тумсем тăхăнса тухнă. Ĕçрен пушаннă вăхăтра çамрăксем вăйă карти йĕркеленĕ, вăйăсем вылянă. Вăйă картине темиçе ял çамрăкĕ те, юнашар çулакансем, пуçтарăннă. Вăйăсем тĕттĕмленичченех пынă. Атăл леш енче чăвашсен çеç мар, марисен уйĕсем те пулнă. Çавăнпа та чăваш тата мари çамрăкĕсем пĕрле вăйăсем ирттернĕ, чăваш тата мари юррисене юрланă, пĕр-пĕрин ырă йăлисене, чĕлхине вĕреннĕ, юлташсем тупнă. Ахальтен мар чăваш тата мари чĕлхисенче, тĕрлĕ ушкăна кĕреççĕ пулин те, пĕрпеклĕхсем сахал мар. Çулнă тата типĕтнĕ утта пысăк купана хывнă та шăпа янă. Кашнине хăйĕн пайĕ лекнĕ. Çапла пĕрлĕхлĕ утта пĕр-пĕрне кÿренмесĕр пайланă. Шăпа ямалли мелсем тĕрлĕрен пулнă. Ытларах çын шучĕ чухлĕ пĕр пек патаксем касса кăларнă та вĕсем çине ăру-йăх паллисем лартнă. Патаксене миххе чикнĕ те пăтратнă. Унтан пĕр те пĕр утă купи патне пырса патак туртса кăларнă. Паллă тăрăх утă кама лекнине пĕлнĕ. Курăк вăйлă ÿснĕ çулсенче ытлашши купасене хăварнă. Вĕсене спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене, пĕр те пĕр чее тупмалли юмахсен тупсăмĕсене пĕлекенсене, юмах ăстисене панă.
Уйăрнă утта тÿрех капана хывнă. Нумай чухне капенсене хĕллечченех уй-хирте хăварнă. Юр çусан çунапа турттарса таврăнма çăмăлрах пулнă. Çитменнине тата утçи вĕçленнĕ тĕле вырма ĕçĕсем те пуçланнă.
Надежда АЛЕКСЕЕВА хатĕрленĕ.

Утçи - утă çулнă вăхăт
Утçи - утă çулнă вăхăт
Утçи - утă çулнă вăхăт
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: