Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
25 Августӑн 2021, 11:08

Нурлатра чăваш туйĕ кĕрленĕ

Тутарстанри Нурлатра чӑваш туйӗ иртнӗ. Кристина тата Михаил Гавриловсем тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тесе ҫак асра юлмалли уява чăвашла йĕркеленĕ.

Нурлатра чăваш туйĕ кĕрленĕ
Нурлатра чăваш туйĕ кĕрленĕ

Мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Нурлат хулинчи депутатсен Канашĕн председателӗн ҫумӗ Владимир Кашкаров, саламланӑ. Вӑл ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурӑнма, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑлармалла маррине, аслисене хисеплемеллине вӗрентсе каланӑ.
- Ҫирӗп те телейлӗ ҫемье - нумай ачаллӑ ҫемье. Ҫиччӗ мар пулин те пилӗк ача та пулин пултӑр, - суннӑ вӑл.
Туя чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.
Чăваш халăх сайтĕнчен.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: