Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
2 Нарӑсӑн 2022, 10:34

Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать

Пишпÿлекри тĕп библиотекăн Пушкăртстанри чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи Надежда Тарасова «Чăваш сăпка юррисем» мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Унта Çирĕклĕ, Ситек, Ăхпуç, Хушăлка, Ситекпуç ялĕсенчи библиотека ĕçченĕсемпе вулаканĕсем хутшăннă.

Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать
Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать

– Чăваш культурин истори пилĕнче çичĕ пиллĕх ăнлав пур. Çын çав çичĕ пиллĕхпе килĕшсе тăрать пулсан ăна тĕрĕс воспитани илнĕ тесе шутлама пулать. Ачасене мĕн пĕчĕкрен «сахал пупле, нумай итле», «юлхав ан пул, çынран ан кул», «шÿт сăмахне çĕкле, пуçна вара ан çĕкле» тесе вĕрентнĕ, – çак сăмахсемпе пуçларĕ мероприятие вулавăш ĕçченĕ.
Малалла сăмах ачана воспитани парас енĕпе сăпка юррисем те пысăк пĕлтерешлĕ пулни çине куçрĕ. Хресчен çуртĕнче пепке валли çакнă вырăна сăпка теççĕ. Ăна куç пек упранă, вăл ăруран ăрăва куçса пынă. Ачана çуралнă кунах сăпкана вырттарман. Пепке темиçе кун «сăпка ыйтиччен» пуракра (лукошко) выртнă. Малтан сăпкана кушакка вырттарнă. Енчен те унта усал-тĕсел пулсан кушакка куçтăр тенĕ. Çавăн хыççăн тин ачана вырнаçтарнă. Пĕчĕкскере усал çыпçăнмасса, хăратмасса сăпкана сыхлакан кĕлĕллĕ (молитва) ал шăлли тĕрленĕ. Сăпка çине алшăлли, шăнкăрав (погремушка) çакнă, пĕчĕк турăш хунă. Сăпкана маччаран çакнă. Ĕлĕк-авал ача сывлăшра çакăнса тăрсан пурнăç вăйне хăвăртрах пухать тенине ĕненнĕ.
Сăпка юрри халăх сăмахлăхĕн авалхи тĕсĕсенчен пĕри шутланать. Ытларах чух çынсем ачана çывăрттарса яма кĕвĕ е юрă ĕнĕрлеççĕ. Сăпка юррин тĕллевĕ – пĕчĕк ачана çывратса ярасси. Юрăсенче пурнăçа вĕрентни куç умĕнче: телейпе савăнăç, йывăрлăхсене тата чăрмавсене çĕнтерме пĕлни, çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнни палăрса тăрать. Сăпка юрри юрланă чухне пирĕн мăн асаннесем ачан телейлĕ пурнăçне «программăланă» тата пĕчĕкскере инкек-синкекрен хÿтĕленĕ. Амăшĕ е асламăш-кукамăшĕ кĕл туни, юрлани çут çанталăк вăйĕсенчен, Турăран, ачасене хÿтĕлекен Пирĕштирен пулăшу ыйтни шутланать. Амăшĕ е асламăш-кукамăшĕ çеç чăн-чăн сăпка юрри юрлама пултарнă.
Сăпка юррисене ача сăпкара выртнă чухне, кăкăр çинĕ чухне юрлаççĕ. Пĕчĕкскер сăмахĕсене те ăнланмасть-ха, анчах амăшĕ, асламăшĕ е кукамăшĕ юрланă сăпка юррисене итлесе лăпланать е çывăрса каять.
Асăннă ялсенчи библиотекăсен вулаканĕсем – Надежда Григорьевна Иванова, Екатерина Васильева, Оксана Ильмурзина, Пелагея Елисеева, Ольга Павлова, Лариса Павлова – сăпка юррисене юрларĕç çеç мар, хăш-пĕр самантсене театрализацилесе те кăтартрĕç. Çакă мероприяти сĕмне тата та вăйлăлатрĕ.
Мероприятийĕн виççĕмĕш пайне чăваш наци апат-çимĕçне халалларăмăр. Мĕнпе сăйланă-ха хăнасене? Чăваш çурчĕ евĕр импровизациленĕ пÿлĕмре сĕтел çине мероприятие хутшăннисем хатĕрленĕ шăрттан, пÿремеч-йăва, икерчĕ, кăмака улмипе çăмарта лартнă. Малалла сăмах пуян сĕтел çинчи апат-çимĕçе мĕнрен тата мĕнле хатĕрлени пирки пулчĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла. Хăнасем хушшинче Пелепейри механизаципе электрофикаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕн пĕрремĕш курс студенчĕсем те пулчĕç. Фольклор уявĕ «Пушкин картти» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ.
Наталья ТАРАСОВА, Пишпÿлекри
тĕп библиотекăн ĕçченĕ.

Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать
Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать
Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать
Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать
Сăпкари ача пурнăç вăйне хăвăртрах пухать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: