Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен
Акатуя пĕрле тухатпăр.
Карталанса пĕрле юрлатпăр
Чун каниччен пĕрле ташлатпăр.
«Курсам, тĕнче! Пуçна тайсам!» – тесе пуçларĕç Акатуй уявне ертсе пыракансем. Чăн малтан кашни класс илемлĕ кĕпесем тăхăнса, шарсемпе пĕчĕк ялавсем тытса тĕрлĕ енчен черетпе пырса хăйсен вырăнне йышăнчĕ. Утнă май ачасем вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче тунă çитĕнÿсене илтсе хавхаланса пычĕç. Пурте пĕр çĕре пухăнсан чăваш халăх гимне итлесе Акатуй ялавне çĕклерĕç.
Малалла уява авал мĕнле паллă тунине тата хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейĕпе кашни çулах Акатуй ирттернине пĕлчĕç.
Çакăн хыççăн кашни класăн çичĕ уçланка çитсе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçласа балсем пухмалла пулчĕ. Юрă уçланкинче (ертÿçи – П.Г. Кирилова) кашни класс хăй пĕлекен юрăсене шăрантарчĕ. Сăвă станцинче (В.К Алексеева) гимназире вĕренекенсен тăватă чĕлхепе сăвăсем каламалла пулчĕ. Ăслăлăх уçланкинче (Е.В. Михайлова) кăсăклă ыйтусем çине хуравлама тÿр килчĕ. Ăмăрту уçланкинче (А.А. Емельянов) шкул ачисен хăйсен хăвăртлăхне тата вăй-хал çирĕплĕхне кăтартма тиврĕ. Вăйă уçланки (В.Г. Макарова) чăваш халăх вăййисене аса илме хистерĕ. Çут çанталăк станцинче (Р.А. Хусаинова) ачасен хамăр тăрăхра ÿсекен сиплĕ курăксен ячĕсене пĕлмелле тата мĕнле курăк ярса вĕретнĕ чей пулнине чухламалла пулчĕ. Таврапĕлÿ уçланкинче (Г.Р. Григорьева) вĕренекенсем республикăри паллă вырăнсемпе çынсен ячĕсене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç.
Уяв лапамĕнче хавхалану, кулă-шÿт, ташă-юрă хуçаланчĕ. Гимнази ачисем çÿрекен «Уяв» ансамбль Акатуя илем кÿчĕ. Мероприяти вĕçĕнче гимнази директорĕ Е.М Петрова кашни класа Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ. Уяв ялавне çĕнтерÿçĕ-класс антарчĕ. Сывă пул, Акатуй – 2022! Аван-и, çуллахи каникул!
Полина КИРИЛОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Пелепей хули.