Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
19 Июлӗн 2022, 14:12

Ял ĕçченĕ – чысра, Питравка уявĕ – хисепре

Архангельск районĕнче Казанка ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи лапамра Питравка ятлă фольклор уявĕ иртрĕ.

Ял ĕçченĕ – чысра, Питравка уявĕ – хисепре
Ял ĕçченĕ – чысра, Питравка уявĕ – хисепре

Христиансен тĕнĕпе килĕшÿллĕн çуллахи чи шăрăх вăхăтра, июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Петĕрпе Павăл çветтуйсен кунне, Питрав праçникне уявлаççĕ. Чăвашсемшĕн çуллахи уявсем Питравра чÿк тунипе вĕçленеççĕ. Ку вăл килтисемпе, ял-йышпа утта тата вырма ĕçĕсене тухас умĕн тунă юлашки чÿк. Питрав умĕн çамрăксем пуç кăшăлĕсем явнă. Тепĕр çуллаччен юлашки хут ирччен вăйăра çÿренĕ. Ирхине ирех хресченсем шурă тумсем тăхăнса утă çулма тухнă. Ватăсем чÿк туса така пуснă, турăсенчен пулăшу ыйтса кĕлĕсем вуланă. Çапла утçи вăхăчĕ пуçланнă.
Питравка уявне Казанкăна Ĕпхÿ, Кармаскалă, Авăркас районĕсенчен хăнасем килсе çитрĕç. Пухăннисене Инзер ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Павел Голубев саламларĕ. Уяв Мăчавар кĕлĕ вуланинчен пуçланчĕ. Кармаскалă районĕнчи Сукк-Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева ертсе пынипе «Шăнкăрав» чăваш фольклор ушкăнĕпе «Шевле» халăх фольклор ансамблĕ авалхи Питрав уявĕн йăли-йĕркине кăтартса пачĕç, ĕлĕкхи вăйă, утçи юррисене шăрантарчĕç.
Елена Степанова куракансемпе хăнасем валли «Чăваш эрешĕсем» (пир тĕртессипе), Светлана Матвеева «Икĕ енлĕ тĕрĕ» мастер-класс ирттерчĕç. Куракансем фольклор коллективĕсен, Арина Улимаева юрăçăн, районти культура çурчĕн артисчĕсен концерт номерĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Мероприятире сăн ÿкерчĕксем тума юратакансем те тимлĕхсĕр юлмарĕç. Культура ĕçченĕсем вĕсем валли ятарласа чăваш стилĕпе фотозона хатĕрленĕ.
Питравка уявĕн иккĕмĕш пайĕнче пурте пĕрле ларса чей ĕçрĕç, юрăсем юрларĕç. Пухăннă халăх килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕ.
Надежда ОСОКИНА,
культура çурчĕн ертÿçи.
Архангельск районĕ,
Казанка ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: