Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
26 Июлӗн 2022, 11:32

«Уяв» халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет

Июль уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Авăркас район центрĕнчи Толбазă ялĕнче, регионсем хушшинчи «Уяв» чăваш культура фестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ.

«Уяв»  халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет
«Уяв» халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет

Пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие Авăркас район администрацийĕ, Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕ, регионти чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ тата Авăркас районĕпе Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕсем йĕркеленĕ.
«Уяв» чăвашсемшĕн мĕн авалтан сумлă праçниксенчен пĕри шутланнă. Ăна ака вĕçленсен утта тухиччен, çĕр каннă вăхăтра, ирттернĕ. Унта халăх йышпа юрласа-ташласа савăннă, спорт вăйисенче вăй виçнĕ, тутлă апат çимĕçе астивнĕ, кăпăклă та тĕхĕмлĕ сăра ĕçнĕ.
Фестивале республикăри хуласемпе районсенчи тата Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи юрă-ташă коллективĕсем (вĕсем 30 яхăн), уйрăм юрăçсемпе (çав шутра Мускавпа Санкт-Петербургран та) хут купăс ăстисем килсе çитнĕ. Пĕтĕмĕшле мероприяти икĕ пине яхăн çынна пуçтарчĕ. Çавăн пекех унăн программине Чăваш наци конгресĕн (ЧНК) президенчĕ Валерий Клементьев хăйĕн хастарĕсемпе, Чăваш Республикинчи Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕ Николай Хорасьев тата ытти сумлă хăнасем илем кÿчĕç.
Сăмах май, «Уяв» пуçланиччен авăркассем шупашкарсемпе кулленхи пурнăçра туслă та пĕр-пĕрне пулăшса пурăнасси çинчен калакан килĕшĕве çирĕплетрĕç. Ăна пĕр енчен Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов,тепĕр енчен Николай Хорасьев алă пусрĕç.
«Уяв» фестиваль унăн хапхинчен кĕрсе тĕп сцена патне çитиччен коллективсен йышĕпе утса тухассинчен пуçланчĕ. Малта халăх инструменчĕпе, шăпăрпа, калакансем тата хут купăсçăсем пычĕç, вĕсем хыççăн куçа илĕртекен пуян та капăр наци тумĕ тăхăннă хăйпултарулăх ансамблĕсем утрĕç. Вĕсем сцена умне çитсен карталанса çаврăм турĕç. Ун хыççăн Мăчавар (жрец) сăмах илсе çÿлти Турра тав туса унран ĕçчен чăвашсене пур ĕçре те пулăшса пыма ыйтрĕ, çав шутра «Уяв» фестивале те йĕркеллĕ ирттерсе яма. Мăчавар тивĕçĕсене 90 çулхи чăваш халăх академикĕ Николай Васильев пурнăçларĕ.
Уявăн тĕп лапамĕ çине хуçасемпе сумлă хăнасем – Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, районти депутатсен Канашĕн председателĕ Минулла Худайбердин, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ Николай Хорасьев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская – тухрĕç. Кашниех пухăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунса пултаруллă чăваш арĕсемпе хĕрĕсене тивĕçлĕ наградăсем парса чысларĕ.
Çакăн хыççăн уявăн тĕп сцени юрă-кĕвĕ айне путрĕ. Юрă çаврăмне пуçарса яраканĕ Çтерлĕри театрпа концерт пĕрлешĕвĕн «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ пулчĕ, анчах та вĕсем конкурса хутшăнса мар, пухăннă халăха праçникпе саламласа юрă шăрантарчĕç. Ытти пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсен вара пĕр-пĕрин хушшинче тупăшма тÿр килчĕ. Вĕсен ăсталăхне ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Зинаида Семенова (Сурпан) çыравçă ертсе пыракан сумлă жюри хак пачĕ.
«Уяв» программинче çавăн пекех «Выля, чăваш хут купăсĕ» конкурс, вăй виçессипе йăлана кĕнĕ «Кĕрешÿ», халăх ваййисем пулчĕç. Шел пулин те, купăсçăсен ăмăртăвĕнче ăмăртас текенсем сахал пулчĕç, анчах та сцена çине Федоровка районĕнчен килнĕ Валерий Семеновпа Марс Хайбуллин, пĕри хут купăспа тепри шăпăрпа, тухсан халăх ташша яра пачĕ. Ахăртнех, икĕ кĕвĕ инструменчĕ пĕрле янрани куракансен чĕрисене пырса тиврĕ пулмалла.
Пухăннă халăх ал ĕç ăстисен ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравсемпе тĕлĕнсе те савăнса паллашрĕ. Уçланкă хĕрринче Верăпа Илья Волковсем, Надежда Яковлевапа Владимир Макаров чăваш хастарĕсем пысăк хурансенче какай шÿрпи тата пăтă пĕçерчĕç. Вĕсемпе пĕрле Меселпуç ялĕнчи Иван Ефимов «шур сухал» та канăçа çухатрĕ, поварсене вăхăтра кирлĕ савăт-сапапа, хатĕрсемпе тивĕçтерме тăрăшрĕ. Уявăн какай шÿрпипе пăттине пурте астивсе пăхма пултарчĕç. Кунта Авăркас районĕнчи «Мичурин» ООО директорĕ Александр Александров, «Таштамак» СПК председателĕ Алексей Сидоров, Çтерлĕ хулинчи «Грантметалстрой», «Хавас» ОООсен ертÿçисем Николай Федоровпа Алексей Петров тата куçман пурлăх (недвижимость) тата ипотека агентствин пуçлăхĕ Марина Александрова спонсорла пулăшу панине палăртма кăмăллă. Тавах вĕсене пархатарлă ĕçĕсемшĕн, чăвашлăхпа çыхăннă мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн.
Республикăри чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем те «Уявран» пăрăнса юлмарĕç. Ĕпхÿрен чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Виталий Викторов, чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Людмила Мурманская, чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Çтерлĕрен чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин хăйсене пулăшакан чăваш хастарĕсемпе килсе çитнĕ. Районсемпе хуласенчи чăваш организацийĕсен ертÿçисем те праçнике йĕркелеме пулăшни сисĕнчĕ, уйрăмах Çтерлĕ хулинчи тата Авăркаспа Пелепей районĕсем.
«Уявра» юрă-ташă шавĕпе пĕрле ĕçлĕ калаçу та пулса иртрĕ. Унăн пуçаруçи ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев пулчĕ. Сехете тăсăлнă тĕлпулу вăхăтĕнче чăваш хастарĕсем мĕнпур чăваш организацийĕсене пĕрлештерсе пĕр пĕрлĕх тăвассине сÿтсе яврĕç, хускатнă ыйтушăн сасăларĕç. Пĕр-пĕрин хушшинче ăнлану пулсан, республика шайĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕ малашне «Канаш» чăваш наципе культура автономийĕ» ятпа çÿреме пултарĕ. Паллах, çак сĕнĕве пурнăçа кĕртес тесен çăмăлах мар йĕркелÿ ĕçĕсем туса ирттерме тивет. Кунта Устава çĕнетмелле, съезд е конференци ирттермелле, ертÿçĕ тата автономин канашне суйламалла тата ытти те.
Пĕтĕмĕшле «Уяв» савăнăçлă та кăмăллă, лăпкă иртрĕ. Вăл хамăр халăха пĕр çĕре пĕрлештерчĕ, авалхи йăла-йĕркесене асра тытмаллине асăрхаттарчĕ. Çакна çынсен пичĕсенчи йăл кулă тата чун-чĕрисенче çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм пурри çирĕплетрĕ. Çакăн евĕр фестиваль тепĕр икĕ çултан (йĕрке тăрăх çапла палăртнă – авт.) каллех ĕçчен чăваш халăхне тата унпа туслă ытти наци çыннисене пĕр кĕрекене пухасса шанса тăратпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.

«Уяв»  халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет
«Уяв»  халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет
«Уяв»  халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет
«Уяв»  халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет
«Уяв» халăха пĕрлештерет, авалхи йăласене упрама хистет
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: