Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
22 Ноябрӗн 2022, 13:30

Çтерлĕри вулавăшра кĕрхи тухăçа чысланă

Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекăра «Ал ĕçне хăнăхтарасси» («Открывая ремесло») проект витĕмĕпе тата культура пуçарăвĕсене Президент фончĕ пулăшнипе «Кĕр сăри» тыр-пул уявĕ ирттертĕмĕр.

Çтерлĕри вулавăшра кĕрхи тухăçа чысланă
Çтерлĕри вулавăшра кĕрхи тухăçа чысланă

Авал чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çĕнĕ тухăçа чысласа «Кĕр сăри» уявне паллă тунă. Малтан уява хатĕрленсе çĕнĕ тыр-пултан салат туса сăра вĕретнĕ, апат-çимĕç пĕçернĕ. Хатĕрленсе çитсен тăванĕсене (пĕчĕк йышпа) ăрури сумлă ватăсен килне чĕннĕ. Сăра асăннă йăла-йĕркене ирттермелли тĕп атрибут шутланнă.
Хальхи вăхăтра Пушкăртстанри чăвашсем сăрана ытларах пысăк уявсем умĕн хатĕрлеççĕ. Ĕлĕк çак ĕçмене çĕр ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа тата туй валли вĕретнĕ.
«Кĕр сăри» мероприятине уçса Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Оксана Федорова пурне те ăшшăн саламларĕ. Вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш, мăкшă халăхĕсен кĕрхи уявĕсем мĕнле иртнине, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене уçса пачĕ. Ĕпхÿри наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕсем Анастасия Федоровапа Анфиса Салихова уяв историйĕ пирки вырăсла тата чăвашла каласа пачĕç. 3№ пушкăрт лицей-интернатĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Григорий Химиченко чăваш тумĕн историйĕпе паллаштарчĕ, авалхи чăваш арçыннисен кĕпине кăтартрĕ.
Пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем апат-çимĕç пĕçерме питĕ ăста. Сĕтел ури хамăр халăхăн ĕçми-çимипе авăнса ларать. Тем те пур кунта. Людмила Маркина ĕлĕк тăванĕсемпе юлташĕсем пуçтарăнса пысăк савăтсемпе ыраш сăри вĕретни пирки каласа пачĕ. Пыл пулсан ăна та хушнă. Л.С. Павлова тăпăрчăпа, çырлапа тата пыл хушса хуран кукли пĕçернĕ. Л.В. Трифонова чăвашсен пĕр уявĕ те йăвасăр иртменнине палăртрĕ, пуçтарăннисене хăй рецепчĕпе паллаштарчĕ. Ĕлĕк асаттесемпе асаннесем аптекăри эмелпе мар, тĕрлĕ курăксемпе сывлăхĕсене çирĕплетни, чирсенчен епле майпа сывални пирки Н.П. Емельянова тĕплĕн каласа пачĕ.
Çтерлĕ хулинче пурăнакан сăвăçă тата çыравçă Геннадий Челпир хăйĕн çĕнĕ сăввисене вуласа пачĕ пулсан, хула культура çуртĕнчи «Тавах» эстрадăпа фольклор ансамблĕн (ертÿçи – Ольга Иванова) хастарĕсем «Кĕр сăри» каçне чĕререн тухакан ĕлĕкхи юрăсемпе пуянлатрĕç.
Валентина ЗОРИНА, вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: