Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
29 Ноябрӗн 2022, 11:30

Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ

Мĕн ĕлĕкренех йăлана кĕнĕ йĕркепе Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕнчи Чăваш культура центрĕ хăйĕн кĕрекине яшсемпе хĕрсене улаха пуçтарчĕ. Унта хулари студентсемпе аслă классенче вĕренекен шкул ачисем пухăнчĕç.

Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ

Малтанах çамрăксене «Илем» халăх ансамблĕн хастарĕсем çăмпа ĕçлес йăла-йĕркепе паллаштарчĕç: çăм чавни, арлани, пĕтĕрни, хутăрлани, çăмхалани, çыхни. Çăм ĕçĕн çак тапхăрĕсем çинчен ансамбль ертÿçи Нина Никитина тĕплĕн каласа пачĕ. Унпа пĕрле ачасем хавхалансах хутăртан çăмха йăваларĕç.
Сăмах çăмхине малалла сÿтнĕ май центр ертÿçи улахри хĕрсен тепĕр юратнă ĕçĕпе, тĕрĕ ĕçĕпе, паллаштарчĕ. Уйрăмах чăваш хĕрĕшĕн пысăк вырăн йышăннă çулăк е кĕрÿ тутри çинче (жениховый платок) чарăнса тăчĕ. Ăна мĕн сăлтавпа тĕрленĕ, мĕнле çĕвĕсемпе усă курни çинчен каласа пачĕ. Çакăн пек пĕлÿ саманчĕ хыççăн яшсемпе хĕрсем хаваслансах «Тутăрла» ятлă вăййа вылярĕç.
«Уяв» тĕслĕхлĕ фольклорпа инструментсен ансамблĕн ертÿçи Валентина Яковлева чăваш хĕрĕн çивĕчĕ çинчен каласа пачĕ: çÿçе çивĕтлени мĕне пĕлтерет, пĕр çивĕт е иккĕ. Ун хыççăн вара улахри хĕрсем икĕ ушкăна пайланса çав тери килĕшÿллĕн лентăсенчен «çивĕт çивĕтлерĕç».
Ĕлĕкрех каччăсем те улахра ахаль ларман. Çăпата хуçнă, вĕрен-кантра явнă, хăмăт-пăяв ăсталанă. «Илем» ушкăн хастарĕ С.Никитин ачасене чăваш çăпати çинчен кăсăк япаласем каласа пачĕ. Эх, ун хыççăн вара, ачасем çăпата çийĕн хавхалансах сикрĕç!
Çаплах улахра ытарайми чăваш юррисем шăранчĕç, хаваслă халăх ташшисем пулчĕç.
Марина ДЕНИСОВА, Чăваш центрĕн ертÿçи.
Пелепей хули.

Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ  – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Кĕркуннехи-хĕллехи ĕçсен манăçми илемĕ – яш-кĕрĕмпе хĕр упраç улахĕ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: