Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
11 Кӑрлач 2023, 13:30

Сурхури, Сурхури…

Январь уйăхĕн 7-19-мĕшĕсенче чăвашсем хĕллехи чи паллă уявсенчен пĕрне, Сурхурие, уявлаççĕ. Сурхурие тырă, выльăх ăнса пултăр тесе ирттернĕ.

Сурхури, Сурхури…
Сурхури, Сурхури…

Паян-ыран Сурхури тенĕ чухне ача-пăча, яш-кĕрĕм сăвă-такмак каласа килĕрен киле çÿренĕ. Сурхури ирттерме ĕçме-çиме, салат-хăмла, кĕрпе-çăнăх пуçтарнă. Вĕсене пурне те уяв ирттерме палăртнă киле кайса панă.
Атьăр тухар, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр.
Килрен киле çÿрĕпĕр,
Кукăль-çимĕç пухăпăр,
Сурхури-тĕк Сурхури,
Чаплă пултăр Сурхури.
Çитрĕ, çитрĕ сурхури!
Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитрĕ курăнать.
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çӳрĕпĕр,
Килĕрен кукăль чӳклĕпĕр.
* * *
– Мучи, пире кĕртетни?
Кĕртмесессĕн каятпăр.
– Кĕртет, кĕртет, ан кайăр.
– Кинемей, пире кукăль пар.
Паратни те памасни?
Кукăль памасан каятпăр.
– Парать, парать, ан кайăр.
* * *
Сурăхсем путек туччăр-и,
Арăмсем ача туччăр-и,
Хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и?
Кĕрпе пур-и, çу пур-и?..
Сак тулли ача-пăча,
Урай тулли путекки,
Пĕр вĕçĕ шывра пултăр,
Тепĕр вĕçĕ – картара!
– юрланă Сурхури ачисем.
Сурхури каçĕсенчен пуçласа Кăшарниччен юмăç янă, çĕнĕ çулта мĕн пулассине пĕлме тăрăшнă. Хĕрсемпе каччăсем çулталăка мĕнле пурăнса ирттерессине пĕлесшĕн пулнă. Хĕрсем çав çул качча тухаççĕ-и, кайсан ăçта? Çывăха-и, инçете-и? Мăшăрĕ мĕнле пулать? Каччăсем ку çул çемье çавăраççĕ-и? Хĕрĕ мĕн ятлă пулать? Уйрăмах Кивĕ Çĕнĕ çул каçĕ (революцичченхи календарь тăрăх январь уйăхĕн 13-мĕшĕнчен 14-мĕшне) юмăç яни тÿр килет тесе шутланă. Шăпана пĕлмелли мелсем нумай пулнă.
Анлă сарăлнисенчен пĕри сурăх ури тытни шутланнă. Çурçĕр тĕлне улах ларакансем картана тухса сурăхсене кайри урисенчен тытнă та вĕсене лента çыха-çыха янă. Ирхине кашни хăй мĕнле сурăх тытнине пăхнă. Шурă пулсан мăшăрĕ çутă, хура пулсан тĕксĕм çÿçлĕ пуласса пĕлтернĕ. Сăрă сурăх лексен мăшăрĕ ватă пулать тенĕ. Куçĕ чалăш пулсан чалăш куçлă е сусăр арăм, упăшка лекессе пĕлтернĕ.
Çавăн пекех Кивĕ Çĕн çул каç пÿрте чăхсем тытса кĕнĕ. Урайне шăпăр, шыв, тырă, укçа, тĕкĕр, çăкăр хурса тухнă. Шăпине тĕрĕслес шутлă хĕр чăхха ирĕке ярать. Пулас упăшки мĕнле çын пулассине чăх мĕне пырса такканинчен пĕлнĕ. Енчен те чăх шăпăр урлă каçса кайсан, хĕр инçете, вăрман урлă качча каяссине, шыв пырса сăхсан пулас упăшка эрех ĕçме юратакан çын, тĕкĕре таккасан каччă капăр та чипер пуласса, тырă, укçа, çăкăр сăхсан, пуян çĕре качча каясса пĕлтерет. Чăх пÿрт тăрăх лăпкăн утса çÿрет пулсан мăшăрĕ те ăслă-тăнлă, лăпкă пулать теççĕ. Чăх çÿлелле вĕçсе хăпарсан çатăлти пулассине пĕлтерет. Çамрăк чăхха тытнă пулсассăн мăшăрĕ те çамрăк пулать. Автан лексессĕн упăшки çар çынни пулать теççĕ.
Хапха урлă атă е çăм атă ывăтмалли йăла та пур. Атă-пушмак сăмси хăш еннелле ÿкет, мăшăрĕ çав енчен пулать теççĕ.
Авал çăпата ывăтнă. Вăл кĕлли çине ÿксессĕн çынни пурăнать, çаврăнса ÿксессĕн вилет тенĕ. Хăш-пĕр вырăнта ун кантрисем епле выртнине пăхнă. Тÿрĕ выртсассăн çăпата хуçи качча каясса е авланасса, урлă-пирлĕ выртсассăн мăшăрланасса кĕтмелле.
Тепĕр йăлана та асăнса хăварар. Каччăсем пуçĕсене витре тăхăннă. Маларах уçса хунă хапха алăкĕнчен тухсассăн авланать, çапăнсассăн вăрахчен пĕччен çÿрет тенĕ.
Пĕчĕк чухне аслисем сад пахчи картине хăлаçласа тытнине ас тăватăп. Унтан миçе хăма лекнине шутлаççĕ. Хăма шучĕ мăшăрлă пулсан çак çул çемье çавăрассине пĕлтерет.
Çывăрма выртас умĕн çăвара виçĕ пĕрчĕ тăвар хыпса выртаççĕ. Çак каç мăшăр пуласси шыв ĕçтерме килмелле имĕш.
Январь уйăхĕн 14-мĕшĕнчен çветке пуçланнă. Эрнипех çÿренĕ вара. Сурхури йăлисенчен нумайăшĕ паянхи кун та сыхланса юлнă.
Сăнавсемпе ĕненÿсем
Сурхури ачисене çиллентерсен, вĕсем путексем шăнса вилччĕр тесен, путексем чăнах та шăнса вилеççĕ тесе калакансем пур.
Сурхури кун шултра юр çусан тепĕр çул мăйăр нумай пулать теççĕ.
Сурхури каç сивĕпе чÿрече çине эрешсем ÿкерĕнмесен тырă начар пулать теççĕ.
Сурхури каç юр çусан, тăман тустарсан мăйăр нумай пулать теççĕ.
Сурхури кун ирпе çынсем куриччен улмуççисене силлесе çÿресен улма лайăх пулать тесе калаççĕ.
Сурхури кун кĕрпе çусан пăрçа лайăх пулать теççĕ.
Сурхури кун пăрçана çатмапа ăшаласа çисен пăрçа ăнса пулать.
Сурхури кун хутăр хутăрсан кантăр вăрăм пулать теççĕ.
Сурхури пăттине килти выльăхсене çитерсен выльăхсем ĕрчеççĕ теççĕ.
Сурхури сăри тунă чух вуттине вăрламасан сăри хаяр пулмасть теççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.

Сурхури, Сурхури…
Сурхури, Сурхури…
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: