Саппунсен ытларах пайне историпе экспозицие йĕркеленĕ культура центрĕн тĕп специалисчĕ, «Шевле» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи Светлана Матвеева тĕрленĕ тата юсанă.
– Пирĕн республикăра пуçа тăхăнмалли хатĕрсем тăвакан ал ăстисем нумай. Саппунсем çĕлесе илемлетекенсем вара сахал. Чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи пулнă май ытларах хĕрарăмсен кĕписем сыхланса юлнине куратăп. Саппунĕсем - сахал. Манăн чăваш эрешĕсемлĕ авалхи пир-авăр пултарулăхне çĕнĕрен пуçарса ярас килчĕ, - каласа парать выставка йĕркелес шухăш епле çурални çинчен Светлана Матвеева.
Курава ытти ăстасем те хăйсен чĕрçиттийĕсене илсе килнĕ. Татьяна Захарова çемьере упранса юлнă авалхи тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Серафима Сафронова пилĕк хĕрне те хăй аллипе çĕлесе, тĕрлесе тăхăнтартнă амăшĕн япалисене илсе килнĕ.
– Эпĕ 80 çулта. «Шевле» пултарулăх ушкăнне çÿретĕп. Унта эпир тăван халăх юррисене шăрантаратпăр. Ансамбль халăх юррисене çеç мар, авалхи тумтире упраса хăварма та пулăшать. Эпĕ чăваш центрне çÿреме питĕ юрататăп. Кунта час-часах чăвашсен икĕ енлĕ тĕррине тĕрлеме, тухья тата хушпу ăсталама, авалхи кĕпесемпе саппунсене çĕнетме вĕрентекен мастер-классем иртеççĕ, - тет Татьяна Захарова.
ПР Туслăх çурчĕн филиалĕ шутланакан чăваш историпе культура центрĕнче темиçе авалхи саппун упранать. Пĕрне хăйĕн килĕнче музей йĕркеленĕ Елена Степанова (Сихун ялĕ) парнеленĕ.
Хăйне евĕрлĕ выставкăн пĕрремĕш кураканĕсем ял шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Вĕсем чăваш халăх историне упракан тĕрлĕ тĕслĕ кăткăс тĕрĕсене интересленсе хак пачĕç. Юлия Матвеева саппун çинчи тĕрĕсем пушкăрт халăхĕсеннипе пĕр майлăрах пулнине палăртрĕ. Темиçе ĕмĕр хушши пĕрле пурăнса, паллах, пĕр-пĕринчен курмалли, вĕренмелли сахал пулман ĕнтĕ. Сабрине Илларионован вара тĕрлеме вĕренес ĕмĕт çуралнă.
– Çакăн пек саппунсем упранса юлни питĕ лайăх. Эпир авалхи япаласемпе паллашма, вĕсене тытса пăхма пултаратпăр, – тет 7 класс вĕренекенĕ Святослав Кузнецов.
Надежда РОДИОНОВА.Кармаскалă районĕ,
Суук-Чишма ялĕ.