Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
7 Мартӑн 2023, 11:30

Асанне арчинчи вăрттăнлăхсем

Нумаях пулмасть Ҫтерлӗ хулинчи культура керменӗнче «Тавах» ансамблĕн ертӳҫи Ольга Иванова «Асанне арчин вӑрттӑнлӑхĕ» ятлӑ илемлӗ кану каҫӗ йӗркелесе ирттерчӗ.

Асанне арчинчи вăрттăнлăхсем
Асанне арчинчи вăрттăнлăхсем

Асаннесен арчинче мӗнле вӑрттӑнлăхсем пуррине пӑхса килентĕмĕр. Унта чӑвашсен пиртен ҫӗленӗ кӗписем, чӑнкӑр-чӑнкӑр хушпусем, хӗр пикисен тухйисем, сурпансем, йӗленсем, ума ҫыхмалли саппунсем, чӗрҫиттисем, пиҫиххисем, туя кайсан хӗрсене ташлаттармалли пуса каччисен нухайккисем тата тӗрлӗ нумай япала курса савӑнтӑмӑр. Асаннесен арчисем мӗн авалтанах пулнӑ.
Ӗлӗкхи вӑхӑтра хӗрсене качча тухнӑ чух арча парса янӑ. Унта вара туллиех япала пулнӑ. Япаласене шăпах çавăнта упранӑ.
Асаннесен арчин вӑрттӑнлăхĕсене пӑхса тухсан «Тавах» ансамбль ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарчӗ, ҫавăн пекех илемлӗ сӑвӑсем те янăрарӗҫ. Унсăр пуçне хăйпултарулăх артисчĕсем ĕлӗкхи йӑлапа хӑнасене, туй халăхне мӗнле кӗтсе илнине кӑтартса пачӗҫ. Авалхи йӑла-йӗркесемпе ҫамрӑксене паллаштарни питӗ усӑллӑ та вырăнлă.
Кану каҫӗнче тӑван чӗлхене юратни, чӑвашла калаҫни, чӑваш юрри-ташшисене пӗлни, халăхăн йӑли-йӗркисене тишкерсе ӑша хывни питӗ килӗшрӗ.
«Тавах» ансамбле, унăн ертӳҫине Ольга Иванована çак пархатарлă ĕçе тума ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Чӑвашсен культурине, йӑли-йӗркине пирӗн ҫамрӑк ӑрăвăн манмалла мар, ӑна малалла аталантарма тӑрӑшмалла, вара чӑвашлӑх пӗтмӗ.
Ольга НИКИТИНА,
Ӗпхӳ наукăпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 1-мĕш курс студентки.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: