Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
4 Майӑн 2023, 17:45

Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать

Салтак хĕсметрен ырă-сывă таврăнтăр тесен мĕн тумалла-ха? Çак тĕлĕшпе Раççейре пурăнакан халăхсен хăйсен йăли-йĕркисем пур: ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахса хăварни, асăнмалăх турат хуçни, çуртран çурăмпа малалла тухни тата ытти те.

Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать
Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать

Çакна тĕпе хурса Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕнчи клубра «Эпир Раççее ĕненÿпе тата таса чун-чĕрепе хÿтĕлĕпĕр» («Мы будем верою и правдой служить России») пуян мероприяти иртнĕ. Ăна «КЛУБ’оk XXI века» республика конкурсĕ шайĕнче ПР Культура министерствипе республикăри Халăх пултарулăх центрĕ йĕркеленĕ. Конкурс виçĕ тапхăрпа ял хутлăхĕсен территорийĕнче вырнаçнă тата пуçаруллă ĕç-хĕл илсе пыракан культура учрежденийĕсем хушшинче иртет. Çĕнтерÿçĕсене икĕ номинаци – «Чи лайăх ял клубĕ» тата «Ялти чи лайах культура çурчĕ» – тăрăх палăртĕç.

Мероприятие илемлĕ чăваш, пушкăрт тата вырăс тумĕсем тăхăннă ертÿçĕсем уçнă. Вĕсем куракансене вырăнти чăваш тата пушкăрт халăхĕн фольклорĕпе килĕшÿллĕн салтака çара ăсатмалли йăла-йĕркепе паллашма сĕннĕ, вăхăта усăллă ирттерме хавхалантарнă. Унтан Кривле-Илюшке ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Игорь Ворошилов пухăннисен умĕнче тухса сăмах каланă, конкурсантсене ăнăçу суннă. Ĕпхÿ хулинчен килнĕ жюри членĕсем те, республикăри Халăх пултарулăх  центрĕн директорĕн çумĕ Альбина Юлдашева тата клуб ĕçĕсен методикин тĕп специалисчĕ Зиля Магадеева, сцена çине хăпарнă, ĕçсене тивĕçлипе хак пама, вĕсенчен мĕн кирлине тума шантарнă.   

Павловка ял клубĕн ĕçченĕ Ирина Игнатьева ертсе пыракан «Янрав» ушкăн  вырăнти ĕлĕкхи йăлана пăхăнса салтака çара ăсатнине туллин кăтартса панă. Хĕсмете каяканăн рольне - Николай Кириллов, унăн ашшĕпе амăшĕнне Софья Степановапа Иван Игнатьев вылянă.  Ĕлĕк Павловка ялĕнче салтака каякана ташласа, юрласа, савăнса ăсатма тăрăшнă. Çакă 2-3 куна тăсăлнă. Çамрăк каччă тăванĕсемпе ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă темелле. Çавăнпа вăл тăван ялти кашни киле çитме тăрăшнă. Тус-юлташĕсемпе тăван-пĕлĕшĕсем çара ăсанаканăн çуртне пухăнсан йăласем пуçланнă, каччăсем рекрут юррисене юрланă…

Салтака ăсатмалли йăла-йĕркен чи пĕлтерĕшлĕ пайĕ çамрăк каччăн икĕ хулпуççи урлă ал шăллисем çыхассипе çыхăннă. Çакна амăшĕ пурнăçланă. Ытти тăванĕсем тĕрленĕ пир татăкĕсем, хĕрсем ал тутрисем парнеленĕ. Салтак йăлана пăхăнса юлташĕсемпе пĕрле яла виçĕ хут çаврăнма тăрăшнă. Хуçасем пухăннă ял-йыша сĕтел хушшине лартса хăналанă, унтан тухсан такмаксем каласа ташланă. Ашшĕпе амăшĕ, аппăшĕ-йăмăкĕсем, хĕресне амăшĕ салтак валли кутамкка пухнă. Çакăн хыççăн салтак ашшĕпе амăш умне чĕркуççи çине ларнă, аслисем ăна пил сăмахĕсем каланă. Каччă ялтан тухсан е кĕпер урлă иртсен вакă укçа пăрахнă. Халĕ те çамрăксем çак йăлана пăхăнаççĕ, Арслано-Амекачево тата Павловка ялĕсенче ăна типтерлĕ упраççĕ.  

Унсăр пуçне Ирина Игнатьева клубăн фойинче «Тăван çĕршывăн паттăр ывăлĕсем» курав йĕркеленĕ. Кăмăл тăвакансем хăюллă салтак-ентешсен шăписемпе паллашма пултарнă.  

Ирида НОВИКОВА.

Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ. 

   

          

Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать
Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать
Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать
Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать
Йăла-йĕрке. Вăл салтака та телейлĕ шăпа сунать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: