Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
11 Июлӗн 2023, 12:00

Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ

Июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрмере, чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн тăван ялĕнче, Раççейри чăвашсен черетлĕ Уявĕ иртрĕ. Ăна 1993 çултанпа йĕркелеççĕ, çавăнпа та вăл кăçал хăйĕн картине тĕрлĕ халăхсене вăтăрмĕш хут пухрĕ. Çак мероприятие 15 пине яхăн ватти-вĕтти пухăнчĕ.

Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ

Хăнасемпе пуян Уявăн географийĕ те анлă. Кунта Тутарстанри районсемпе хуласемсĕр пуçне кÿршĕллĕ Чăваш Енпе Пушкăртстан, Мари Элпа Удмурти республикисенчен, Ульяновскпа Самар, Эрĕнпур облаçĕсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен, Красноярск крайĕнчен, Челябинскпа Новосибирск, Сарă тупа Тюмень, Пензăпа Чулхула тăрăхĕсенчен йышлă делегацисем килсе çитнĕ. Авалхи мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине пăхăнса пурте хĕрÿ ĕççи пуçланиччен савăнса кулма, канма пухăннă.
Уяв вăл – чăваш культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă праçник. Унăн тĕп никĕсĕ йышпа вăйă картине тăрса юрласа ташласси, выляса куласси пулса тăрать. Асăннă уяв акнă тыр-пул шăтса тухсан пуçланать те утă çулма тухас умĕн, Питравччен, тăсăлать. Çак вăхăтра чăваш халăхĕ тыр-пул ăнса пулма, çумăр çума ыйтса çут çанталăкпа калаçнă, вăйă картине тăрса савăннă, ачасем тĕрлĕ вăйă вылянă.
Пĕтĕмĕшле Уявра çичĕ лапам ĕçлерĕ. Вĕсен шутне – Тĕп сцена, «Янра хут купăс», «Уяв пики», «Ача-пăча лапамĕ», «Апат-çимĕçпе ĕçме лапамĕ», «Ăстаçăсен лапамĕ» тата «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем» (поэзипе тата прозăпа çыхăннă). Пушкăртстан делегацийĕ Тутарстанăн хаклă кÿрши пулнă май çÿлерех асăннă икĕ лапамра хăйсемпе паллаштарма пултарчĕ.
«Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» лапам «Хусанкай урамĕнче» вырнаçнă. Чăваш çыравçисем шăпах çакăнта пухăнчĕç, Тутарстанпа Пушкăртстан, Чăваш Ен, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсен сăмах ăстисем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, паллах, сăвăсем вуларĕç. Кунти сцена çинче Шупашкарти аслă шкулсен ăсчахĕсем те тухса сăмах каларĕç, пухăннисене саламларĕç. Пирĕн республикăран кăçалхи литература каçалăкне Алексей Емельянов (Пелепей хули), Марина Яковлева (Пишпÿлек районĕ) «Шуратăл» литература пĕрлĕшĕвĕн хастарĕсем тата «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов хутшăнчĕç (вĕсем сăн ÿкерчĕкре), уяв сцени çинче сăмах каланă май сăвăсем вуларĕç, дипломсене тивĕçрĕç.
Тутарстан Республикин культура министрĕн çумĕ Дамир Натфуллин кăçал Иван Яковлевич Яковлев çутта кăлараканăмăр çуралнăранпа 175 çул çитнине тĕпе хурса Уява ăна халалланине аса илтерчĕ.
– Юбилейлă датăна паллă тăвасси Тутарстанра пулса иртрĕ, анчах та паянхи мероприятие те унăн ячĕпе çыхăнтарнă. Паллах, хамăрăн тепĕр мухтавлă ентешĕмĕре Петĕр Хусанкая та манмастпăр, – терĕ Дамир Данилович.
Сиктĕрмери уявра 80 ытла фольклорпа этнографи ушкăнĕ (вĕсенчен иккĕ виççĕмĕш пайĕ Тутарстанран) хăйсен пултарулăхĕпе çĕршер куракана савăнăç парнелерĕç, пухăннă халăха ташă картине тăма кăмăла çĕклерĕç. Чăваш Енрен вунна яхăн ансамбль килнĕ.Тĕп сцена çинче Ĕпхÿри «Элем» юрă-ташă ансамблĕ (ертÿçи – Елена Степанова) «Тăван патне килнĕ чух» юрă шăрантарса мероприяти дипломне тивĕçрĕ.
Çавăн пекех Уявра сумлă хăнасен шутĕнче ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева тата ПР чăваш наципе культура автономи пуçлăхĕн çумĕ Владимир Яковлев хутшăнчĕç.
Сиктĕрмери Уяв пирки кĕске сăмаха вĕçленĕ май вулакана тепĕр ырă хыпара та пĕлтерсе хăварасшăн. Кунта хальхи вăхăтра «Çĕнĕ Сувар» архитектурăпа этнографи енĕпе туристсен комплексне йĕркелеме пуçланă. Чылай ĕçсене пурнăçланă: хăна çурчĕ, 150 вырăнлă «Уяв» ресторан, «СССР-100 çул» парк, шывпа тата çилпе ĕçлекен армансем, пăлхар-сувар вăхăтĕнчи ултă метрлă башньăсем, çĕр пÿртсем тата ытти те. Тĕплĕнрех интернет урлă пĕлме пулать. Кĕскен каласан куçпа курмалли, иртнĕ пурнăçа хак памалли вырăнсем Сиктĕрмери турист комплексĕнче çителĕклех. Кану çул çÿревне тухма çыннăн кăмăл тата хавхалану çеç пулмалла.
Юрий СНЕГОПАД.
Тутарстан, Элкел районĕ, Сиктĕрме ялĕ.

Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Сиктĕрмери Уяв иккĕмĕш хут кĕрлерĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: