. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл пурте пĕрле вăйă карти йĕркеленинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн юрă-ташă ушкăнĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма тытăнчĕç. Уява Авăркас районне кĕрекен Шланлă ялĕнчи «Тăван кĕвĕсем» чăваш юррисен ансамблĕ, Меселпуçĕнчи культура çурчĕн «Шăпчăксем» фольклор ансамблĕ, Çтерлĕ хулинчи «Телей» чăваш юрă ансамблĕ, Çтерлĕ районĕнчи уйрăм юрăçăсемпе ушкăнсем илем кÿчĕç.
Кăмăл тăвакансенчен кашниех ача-пăча теттисем хатĕрлеме вĕрентекен мастер-класа хутшăнчĕ. Ачасем хăйсен аллипе пĕчĕк пукане хатĕрлеме, ăна асăнмалăх хăйсемпе пĕрле илсе кайма пултарчĕç.
Куракансем хаваспах артистсене саламларĕç, вăйă карти туса вĕсемпе пĕрле юрларĕç. Концерт программинче чăваш юррисем çеç мар, вырăс юррисем те пулчĕç.
Мĕн авалтанпа пыракан чăваш халăх историйĕ питĕ анлă, хăйне майлă тата интереслĕ. Иртнине манакан халăхăн малашлăхĕ çук. Ун йышшши уявсем наци йăли-йĕркисене упрама, халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан тĕслĕх шутланаççĕ.