Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
25 Июлӗн 2023, 11:08

Ача-пăча вăййисем

Мӗн тӗрлӗ кӑна вӑйӑ вылямаҫҫӗ пулӗ ачасем! Кашнин юратнӑ вӑййи (е вӑййисем) пур. Вăйă вăл – савăнăç, туслăх, вăй-хал, юлташсемпе хутшăнни, сывлăха çирěплетни. Халě эпир, шкул ачисем, ытларах спорт тата компьютер вăййисене килěштеретпěр. Футболла, теннисла выляма юрататпăр.

Ача-пăча вăййисем
Ача-пăча вăййисем

Ĕлěк-авал пирěн асаттесемпе асаннесем мěнлерех вăйăсем вылянă-ши? Çак ыйту çине хуравлас тесе эпě нумай чăваш вăййипе паллашрăм. Хама килěшекеннисене суйласа илсе пěчěк йăмăкăма выляма вěрентрěм. Аттепе аннерен, асаннерен вӗсем пӗчӗккӗ чухне мӗнле вӑйӑсем выляни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.
Манӑн асанне, Александра Ивановна, 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл хаваспах мана хӑйӗн ачалӑхӗ ҫинчен каласа пама килӗшрӗ.
– Эпир ытларах лапталла, çара çерçилле, пуканелле выляттӑмӑр, – терӗ вӑл. Паян ача-пӑча валли вылямалли тӗрлӗ тетте, япала туса кӑлараҫҫӗ. Авал вěсене ашшӗ-амӑшӗ, аппӑш-пиччӗшӗ е ача хӑй туса хатӗрленӗ. Йывӑҫран, тӑмран, тиртен, ҫӑмран, пиртен, пушӑтран тунӑ теттесемпе вылянӑ. Эпир те пуканене улӑмран ҫыхса тӑваттӑмӑр. Ҫӳҫне сурӑх ҫӑмӗнчен туса майлаштараттӑмӑрччӗ. Кивӗ кӗпе ҫӗтӗкӗсенчен кофтисене, юбкисене, тутрине, саппунне ҫӗлеттӗмӗр. Пуканелле ҫулла ҫерем ҫинче выляттӑмӑр, хӗлле – пӳртре. «Çěрě памалла» вăйă та выляма юрататтăмăр. Хěр-тантăшсем йěркипе ларса тухаттăмăр та ертсе пыраканě çěрě валеçетчě. Çěррине пěрне çеç парать. Вара вěçěнче ларакан ача патне пырать те аллине çапать. «Çěрě камра?»-тесе ыйтать. Лешě хуравлать. Тěрěс каласан вăл çěрě валеçекен вырăнне йышăнать, пěлеймесессěн хăй вырăнěнчех юлать, вăйă малалла тăсăлать. Арҫын ачасем ухӑпа пемелле ӑмӑртатчӗҫ. Вӗсем ҫӗмӗрт, хурама, ҫӳҫе турачӗсене касса илетчӗҫ те ухӑ тӑватчӗҫ, ухӑ йӗппи ӑсталатчӗҫ. Çӳлерех е инҫерех пемелле вылятчӗҫ», – тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне асанне.
Халӗ ачасем ухӑ пемелле те, ҫара ҫерҫилле те вылямаҫҫӗ. Ку вӑйӑсем манӑҫа тухнӑ тесен те юрать. Анчах та пуканелле вылясси паянхи кунччен сыхланса юлнӑ. Паллах, пуканийӗсене ашшӗ-амӑшӗсем халӗ ачисем валли магазинтан кӑна илсе параҫҫӗ. Укҫу ҫеҫ пултӑр, тем тӗрлине те суйласа илме пулать.
Манăн пěчěк йăмăкăм та пуканелле выляма юратать. Унăн Машук ятлă юратнă пуканийě пур. Вăл ăна ыталать, питěнчен чуптăвать. Юрла-юрла çывăрттарать, чěвěл-чěвěл чěлхипе унпа калаçать. Питěнчен кулă каймасть. Куçěсем çуталса кăна тăраççě. Ача садěнче сас паллисем вěренсе килет те тăрăшсах вěсемпе пукание те паллаштарать. Шкулла унпа вылять. Çывăрма та хăйěн юратнă пуканийěпех çывăрать.
«Нянине-паппине, ачине-сăпкине.
Лăштăр-лăштăр ярăнма, шăппăн-шăппăн çывăрма», – илтěнет пӳлěмрен. Часах йăмăкăм ыйха путать те ирччен тутлăн мăшлатса çывăрать.
Юрататăп-çке эпě хамăн пěчěк чиперукăма!
Атте мана хӑйсем пӗчӗккӗ чухне «Кӗт-кӗтесле» выляни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫулла – пурара, хӗлле пӳртре вылянӑ.
Пиллӗкӗн выляҫҫӗ. Тӑваттӑшӗ пӗрер кӗтесре тӑрать, пӗри- хуралта (варринче). Варринчи хушсан, вылякансем хӑй кӗтесӗсенчен тухса тепӗр кӗтес патне чупаççě. Ҫав хушӑра варринче тӑраканӗ те вырӑн тупма тӑрӑшать. Кам кӗтессӗр юлать, вӑл – хуралҫӑ.
– Эпир ача чухне кěсье телефонě те, компьютер та пулман, – терӗ атте. Хӗллехи кунсенче окоп чаваттӑмӑр, крепость туса юрпа перӗшеттӗмӗр. Ҫуркунне ҫитсен хутран е турпасран кимӗ ӑсталаттӑмӑр та ҫырма тӑрӑх юхтарма класӗпех вěçтереттěмěр. Камӑн кимми мала тухать, ҫав ҫӗнтерет, – тесе каласа пачӗ атте.
Анне ача чухне «черталла» тата «суккăр такалла» выляма юратнӑ.
– «Суккӑр такалла» вӑййа ачасем халӗ те хушӑран вылякалаҫҫӗ, анчах та сӑвӑ каламаҫҫӗ. Эпир сӑвӑ-такмак каласа выляттăмăр. Пěр-пěр ачан куçне тутăрпа çыхаттăмăр та «Тан-тан, тан алӑк, ҫыртма йӗмлӗ ачасене тӗпелелле ан ирттер!» тесе вăййа тытăнаттăмăр. Эх, пуçланатчě вара çуйхашу- кăшкăрашу! Шыраканě аллисене сарса хăвалать, пěри пěр еннелле, тепри – тепěр еннелле чупаççě. Пуçтахраххисем «суккăр такана» е çурăмěнчен, е аллинчен пырса сěртěнеççě. Правуртараххи айккинелле тарса хăтăлать, пăрăнса ěлкěрейменни тыткăна лекет. Тытнӑ ача кам иккенне хыпашласа пӗлмелле», – терě анне.
Тăван чěлхене сыхласа хăварас, ăна аталантарас тěлěшпе пирěн шкулта кашни çулах чăваш чěлхипе литература эрни иртет. Чăваш чěлхи питě илемлě, вăл ачаш, янăравлă та çепěç. Сăвăсем каласа, юрăсем юрласа, вăйăсем выляса эпир унăн илемне туйма вěренетпěр. Шăпах тěрлě вăйăсемпе паллашса, пěр-пěринпе хутшăнса, калаçса эпир хамăра тирпейлě тытма хăнăхатпăр. Вăйăри сăвă-такмак пире аттепе анне чěлхине юратма, ăна упрама вěрентет.
Владислав ГЛУХОВ. Авăркас районĕ.
Треппел ялĕ.

Ача-пăча вăййисем
Ача-пăча вăййисем
Ача-пăча вăййисем
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: