Урал сасси
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
19 Сентябрӗн 2023, 14:40

«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă

Сургут районĕнчи Барсово поселокĕнче наци туйĕсен округри фестивалĕ иртнĕ. Унта пухăннă хăнасем ĕлĕкхи йăласемпе паллашнă, наци апачĕсене ас тивсе пăхнă, çамрăксем авалхи йăласемпе килĕшÿллĕн мăшăрланнине хăйсен куçĕсемпе курнă.

«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă
«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă

Кăçал йĕркелÿçĕсем уява «Валикас» кану базинче йĕркелеме шут тытнă. Фестиваль хăй тавра тĕрлĕ наци тата культура, тĕне ĕненекен 500 яхăн çынна пухма пултарнă. Вĕсене пурне те çемье ăшши пĕрлештерет.

Кану базин территорийĕнче 15 тематика кĕтесĕ ĕçленĕ. Обществăлла организацисен представителĕсем вĕсенче Раççейре пурăнакан халăхсен йăли-йĕркисене, кулленхи пурнăçне тăратнă. Уявăн хăйне евĕрлĕхĕ туй йăли-йĕркисемпе паллаштарни пулса тăнă. Кунта çамрăк мăшăрсем ĕлĕкхи вăхăтра пăхăннă йăласене кăтартса панă. Сăмахран, Узбекистанра «пылак çăвар» тесе куçакан ĕлĕкхи йăла пур. Хунямăшĕ кинне пылпа хăналани вĕсен хушшинчи çыхăнусем лайăх пулассине сăнланă.

Чăваш халăхĕн туйне вара «туй пуçĕ» е туя ертсе пыракан уçнă. Вăл каччă енчи ушкăнпа пĕрле хĕр çуртне килнĕ, нухайккапа усалсене хăваланă, ачасене вак укçа ывăтса панă. Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ ăна çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.  

Наци туйĕсен фестивальне курма килнисем «хырăм уявне» те лекнĕ, вĕсем  чăваш хуплăвне, кавказ хинкалине, узбек пловне çисе, сăмавартан чей ĕçсе курнă.

Сургут район пуçлăхĕ Андрей Трубецкой асăннă фестиваль пирвайхи хут çакăн пек анлă иртнине палăртнă. Мероприятие ЮГРА муниципалитечĕсенче пурăнакансем кăна мар, Раççейĕн ытти субъекчĕсенче тымар янисем те – Пушкăртстан Республикипе Свердловск облаçĕ – хутшăннă.

 - Нацисем хушшинчи килĕшÿпе çыхăннă ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унччен маларах мероприяти пирĕн район шайĕнче çеç иртетчĕ, кăçал унăн территорийĕ анлăланчĕ, округ шайне тухрĕ. Пурне те вăхăта усăллă, интереслĕ ирттерме сунатăп,  - тенĕ Сургут район пуçлăхĕ Андрей Трубецкой.

Чун хĕлĕхĕсене пырса тивекен пулăмсенчен пĕри 35, 40, 45 тата 50 çул пĕрле пурăннă 15 çемьене чыслани пулса тăнă. Çав шутра тăватă «ылтăн юбиляр» пулнă. Аллă çул пурнăç сукмакĕпе утакансем «Эхо любви» кĕвĕпе вальс ташланă. Фестивальте чаплă лару-тăрура хăйсен туйăмĕсене хут çине çыртаракансем те пулнă.

 - Çакăн йышши мероприятисем Раççей территорийĕнче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркисене ăша хывма пулăшаççĕ. Вĕсенче тĕрлĕ халăх представителĕсем наци культурин уйрăмлăхĕсене ăнланаççĕ, кураççĕ,  - тенĕ вырăнти «Туслăх» чăваш наципе культура центрĕн ертÿçи Татьяна Толстова.

 Наци туйĕсен фестивалĕ этно-дискотекăпа вĕçленнĕ.  

«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă
«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă
«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă
«Туй пуçĕ» тата «Пылак çăвар»: Хантă-Манси автономи округĕнчи наци туйĕсен фестивалĕнче йăласен вăрттăнлăхне уçса панă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: