Йăлана кĕнĕ тăрăх, Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн çумĕ Алексей Данилов тата районти чăвашсен Канашĕн председателĕ Сергей Михайлов фестивале хутшăнакансен умне тухса сăмах каланă. Вĕсем «Кĕр сăрине» пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, конкурсра çĕнтерме суннă.
Культура керменĕн фойинчи наци апачĕпе тулнă сĕтелсем авăнса ларнă. Вĕсене хăйпултарулăх ушкăнĕсем хатĕрленĕ. Кунта кашнийĕ чăваш кухнин апачĕпе ĕçмине тутанса пăхма пултарнă: шÿрпе, шăрттан, хуплу, хуран кукли, сăра тата ытти те. Сăмахран, тарават хушăлкасен сӗтелĕ 33 тĕрлĕ, кистенлĕсен 25 тĕрлĕ апатпа йăтăнса анасла ларнă . Уявăн ятне пăхăнса сăйлава пӗр курка сăраран пуҫланă. Ĕлĕкхи йăла хушнипе хӑнасене умлӑн-хыҫлӑн виҫӗ сыпкӑм ӗҫме суннă.
Чи интереслĕ конкурссенчен пĕри чăваш ĕçмине вĕретме пĕлекен ăстаçăсен хушшинче иртекенни шутланнă. Вĕсен ĕçне уяв хăнисем хак панă, чи тутлă сăрана тупса палăртнă. Çапла майпа «Чăваш сăрине вĕретме пĕлекен чи лайăх ăста» конкурса вунӑ ӑстаҫӑ хутшăннă. Акӑ вӗсем, чӑваш сăрине вĕретме пĕлекенсем – Лариса Васильева («Солнышко»» ача сачӗ – Пăслăкри К. Иванов ячĕллĕ вӑтам шкул филиалӗ), Тамара Андреева (Çирĕклĕри ял клубĕ), Любовь Андреева (Кистенлĕри культура çурчĕ), Ирина Иванова («Асанне арчи» Ситекри наци культура центрӗ), Лидия Яробаева (Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕ), Татьяна Райко (Хушăлкари культура çурчĕ), Клавдия Егорова ( Пишпÿлекри Культура керменĕнчи «Мерчен» халӑх фольклор ансамблӗ), Елена Иванова (Ситекри культура çурчĕ), Наталья Плотникова (Ситекпуçĕнчи культура çурчĕ), Лариса Еремеева (Ăхпуçĕнчи ял библиотеки).
Конкурс пĕтĕмлетĕвне шута илсе жюри членĕсем йышăну тунă, унта хутшăнакансене дипломсемпе сертификатсем парса хавхалантарнă. «Кĕр сăри» район конкурсĕнче пăслăксен сӗтелĕ I степеньлӗ Диплома тивӗҫнĕ, çапла вӗсем «Тарават ăстаçăсем» пулса тӑнă. «Чăваш сăрине вĕретме пĕлекен чи лайăх ăста» номинацире «Мерчен» халӑх фольклор ансамблӗн пайташне Клавдия Егорована çитекенни пулман. Иккӗмӗш степень Дипломне Татьяна Райко хатӗрленӗ чăваш ĕçмийĕ йышăннă.
Пултарулăх ушкăнĕсемпе солистсем хаваспа юрланă тата ташланă. Сцена çинчен тăван çĕре юратнине, хисепленине сăнлакан юрăсем янăранă. Çак кун хăйне евĕрлĕ сцена тумĕсем, наци колоричĕ, уява хутшăнакансемпе хăнасен хавас кăмăлĕ тарăн йĕр хăварнă. Артистсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илни çунат хушнă. Куракансем вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хак панă. Фестиваль хăнисем чунĕсемпе каннă.
Чăваш ĕçмипе çыхăннă уяв наци культурин, халăх йăли-йĕркин хăйне евĕрлĕхне, чăвашсен йăли-йĕрки сыхланса юлнине тата аталаннине кăтартса панă.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.
Пишпÿлек районĕ.