Сурхури çитрĕ, куртăр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Хапха уçса хутăр-и?
Çакăн пек юрăпа, вĕрÿ-сурупа, хуçисене ырă суннипе пуçларĕ уява «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ.
Январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ĕпхÿри культура тата халăх пултарулăх центрĕнче «Сурхури» уявĕ иртрĕ. Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ. Ăна мăн асатте-асеннесем тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлă пултăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, кил-йышра ырлăх-сывлăх хуçалантăр тесе ирттернĕ. Асăннă уявра хаваслă юрăсем, ташăсем, вăйăсем, юмăç яни пысăк вырăн йышăнаççĕ. Каçпа кил тăрăх мыскараллă тумланнă çынсем çÿренĕ. Çур çĕр çитеспе юмăç яма пуçланă. Çамрăксем хăйсене çĕнĕ çулта мĕн кĕтессине, мĕнле улшăнусем килсе тухассине, мăшăрĕ еплерех пулассине пĕлес тенĕ. «Хĕр сăри» каçĕнчи яш-кĕрĕм тĕттĕм картана кĕрсе сурăха ураран ярса тытнă. Çапла майпа çамрăксем мăшăрĕ хура е сарă çÿçлĕ пулассине пĕлнĕ. Юмăç ямалли майсем те тĕрлĕрен пулнă.
«Нарспи» ансамбль хăнасемпе куракансене халăх вăййисемпе, ташшисемпе, йăла-йĕрке юррисемпе иртекен «Хĕр сăри», «Улах», «Нартукан» композицийĕсене кăтартса пачĕ. Уяв программине «Тавах анне, тавах анне» Ю.Жуковăн юрри, Серафима Егорова («Тăван çĕршыв» хулари сăвăсен конкурсĕн лауреачĕ) вуланă П.Хусанкайăн «Анне» сăвви илем кÿчĕç. Хăнасем шутĕнче Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем пурри те кăмăла çĕклерĕ. Ачасем «Нарспи» ансамбль ирттернĕ уява кăсăкланса сăнарĕç. Чылайăшĕн сцена çинче ашшĕ-амăшĕ те пурччĕ.
Уяв ăнăçлă иртрĕ. Унта хутшăннисене те, курма килнĕ хăнасене те пысăк тав!
Галина КИРИЛЛОВА,
«Нарспи» ансамбль ертÿçи.
Ĕпхÿ хули.