– Николай Семенович, çак халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă пĕлÿ çăлкуçне кун çути кăтартма мĕн хистерĕ сире? Тĕрĕсрех каласан мĕн хавхалантарчĕ?
– Эпĕ юрă-кĕвĕсĕр пурăнаймастăп. Уйрăмах халăх юррисемсĕр. Вĕсем мана вăй-хăват, хавхалану параççĕ. Шел пулин те, йăла-йĕрке сăмахлăхĕ манăçа тухса пырать. Халĕ çамрăксем кăна мар, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çуралнисем те Çимĕк каçĕсенче, Нартукан уявĕнче, урамри вăйă картисенче вĕсене юрлама пĕлмеççĕ. Мĕншĕн тесен сăмахĕсем те, кĕввисем те манăçа тухса пыраççĕ. Кĕнекене шăпах çак пуянлăха упраса хăварас, ăруран ăрăва куçарас тĕллевпе пухса хатĕрленĕ. Кашни юрă хыççăн ăнлантарса панă йĕркесем те çырнă.
– Кĕнекере юрăсен сăмахĕсене çеç мар, кĕввисене те нотăллă стан çине куçарнă.
– Ку ĕçе тума мана Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче ĕçлекен ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Людмила Петухова пултаруллă хĕрарăм пулăшрĕ. Иртнĕ çулхи февраль уйăхĕнче кĕнекене кĕнĕ юрăсене юрласа патăм, вĕсене Людмила Валерьевна çыртарса илчĕ. Унтан почта урлă сăмахĕсене ярса патăм. Сентябрь уйăхĕнче Шупашкара кайсан Людмила Валерьевнăпа тĕл пулса кашни юрă сăмахĕсене, кĕввине тĕрĕслерĕмĕр, ăнлантару тексчĕсем хатĕрлерĕмĕр. Нота çине куçарассине вăл хăйĕн çине илчĕ.
– Вулакан эсир хатĕрленĕ ĕçре мĕнле юрăсемпе паллашма пултарать?
– Виççĕ-тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем валли виçĕ юрă кĕртнĕ. Ачасем сцена çинче утса çÿресе юрлама кăмăллаççĕ. Çак юрăсене 40-мĕш çулсенче пур ялта та шăрантаратчĕç. «Икĕ кайăк» юрра юрлама икĕ пĕчĕкрех хĕр ача суйласа илетчĕç, вĕсен хул пуççи çине шурă çăм шелсем хурса кайăк çунатти пек тăватчĕç. Халĕ вара кайăк тумне костюм пек те туса сутаççĕ.
Кĕнекере Владимир Разумов çырнă «Эп çуралса ÿсрĕм Пушкăртстанра» юррăн сăмахĕсем те, ноти те пур. Çак юрра 1944 çулта Ташлăкÿл ялĕнче Треппелтен килнĕ икĕ вĕрентекен шăрантарчĕç. Ăна кам хăш ялтан пулнине кура улăштарса юрлаççĕ. Çак юрă районĕпе анлă сарăлнăччĕ. Сăмахĕсем пĕлтерĕшлĕ, сăвви çăмăл вуланать. Анчах юрлакансен хăйсен ял ячĕсене тата вырăнти сăрт-ту, юхан шыв ячĕсене каласа юрламалла. Эпĕ кăшт улăштарса «Пушкăртстан», «Урал тăвĕ», «Шурă Атăл» сăмахсем кĕртрĕм, Владимир Васильевич ÿпкелешмĕ терĕм. Вăл Треппел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ, нумай сăвăсем çырнă тата пĕр поэма. «Эп çуралса ÿсрĕм Пушкăртстанра» юрра Муртаза Зарипов композитор кĕвве хывнă.
Кĕнекене пурĕ 23 юрă кĕнĕ. Вĕсене ĕлĕк-авал хĕр тата арçын туйĕсенче, хăтана кайсан, уявра, вайăра, Нартуканра, Çимĕкре, салтака кайнă чухне юрланă. Çавăн пекех ача-пăча юррисем те пĕлÿ çăлкуçĕнче вырăн тупнă.
– Николай Семенович, юрăсен пуххин ячĕ мĕнле çуралчĕ?
– Кĕнеке ятне Людмила Петухова шыраса тупнă. «Кун пек юрăсем питĕ сахал сыхланса юлнă, халĕ вĕсем – пуянлăх», – терĕ вăл. Вăт çапла «Авăркас тăрăхĕнчи иксĕлми пуянлăх» вулакан патне çитрĕ. Унăн тиражĕ 100 экземплярпа танлашать. Çак ĕç чăваш халăхĕ хушшинче анлă сарăлса чăваш фольклорĕпе ĕçлекен çынсене, вĕрентекенсемпе вĕренекенсене тата халăх юррисемпе поэзине кăмăллакан йăхташсене усă парасса шанатăп.
Юрий СНЕГОПАД калаçнă.
Авăркас районĕ.
Утаркÿл ялĕ.