Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче Куюргазă район центрĕнче, Ермолаево салинче, «Манăн халăхăн эрешĕсем ал шăллисенче» («Узоры моего народа в полотенцах») халăх пултарулăхĕн тата ал ĕçĕсен уçă фестивалĕ иртнĕ. Унта Куюргазăпа Федоровка, Çтерлĕпуçпа Мелеуз, Мишкинпа Кушнаренково тăрăхĕсенчи тата Эрĕнпур облаçенчи Октябрьски районĕнчи ушкăнсем, ал шăллисем тĕрлекен ăстаçăсем хутшăннă. Çапла майпа «Йэшлек» Культура керменĕ умĕнчи лапамра 1000 ытла çын пухăннă. Фестивалĕн хисеплĕ хăнисем хушшинче республикăри Халăх пултарулăхĕн центрĕн Кумертау хулинчи уйрăмĕн ертÿçи А.Х. Грязнова, «Урал» этноцентрăн аслă методисчĕ Х.Х. Давлетова пулнă.
Мероприяти тĕрлĕ наци халăхĕсем ал шăллисемпе усă курса йăла-йĕркесене театрла майпа кăтартса панинчен пуçланнă. Наци йăли-йĕркисемпе тата культурипе пĕр тĕвве çыхăннă фестиваль хăнисем «Туслăх» картине тăнă. Ăна наци тумĕсене тумланнă тĕрлĕ халăхсем хăйне евĕрлĕ колорит кĕртнĕ.
Фестиваль программипе килĕшÿллĕн виçĕ конкурс лапамĕ ĕçленĕ. Ал шăллисем тĕрлес енĕпе йĕркеленĕ куравра ал ĕç ăстисен ĕçĕсемпе паллашма май пулнă. Унсăр пуçне кунта алăпа тата çĕвĕ машинипе тĕрĕсем тăвассипе мастер-классем иртнĕ. «Фольклор ялĕ» картишсен куравĕ кулленхи пурнăçра усă курнă ĕлĕкхи япаласенчен, наци кухнинчи апатсенчен тăнă. Паллах, кунта ал шăлли тĕп вырăн йышăннă. Курава çемье реликвийĕсене – пĕр ĕмĕрхи ал шăллине – курма пулнă. «Туслăх ал шăллийĕ» пултарулăх ăмăртăвĕнче ушкăнсем тĕрлĕ йăла-йĕркесем кăтартнă.
Асăннă фестивале Федоровка тăрăхĕнчи Урал ялĕнчи «Тус-тăван» халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи – Светлана Юдина) хутшăннă. Виçĕ конкурсра та наци сăнне тухăçлă уçса панă, парнеллĕ вырăнсем йышăннă. «Фольклор ялĕ» картишсен курав-конкурсĕнче чăваш ушкăнĕ 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче çамрăка салтака ăсатнине чуна пырса тивмелле кăтартнăшăн Диплом илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне ал шăллисем тĕрлес енĕпе йĕркеленĕ куравра Валентина Федорова (сăн ÿкерчĕкре) 2 степень лауреачĕ пулса тăнă. Валентина Ипатьевна выставкăна пĕр ĕмĕрхи ал шăлли тăратнă.
Хăйне евĕрлĕ те илемлĕ фестиваль кашнин чĕринче ăшă та ырă аса-илÿ хăварнă. Коллективсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни малашнехи ĕç-хĕлшĕн хавхалану вырăнне пулĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ,
Ермолаево сали.