Унăн тĕп тĕллевĕ ял-йыша усал-тĕселсенчен, чир-чĕрсенчен тата шуйттансенчен тасатасси пулнă. Çакна сĕрен сăмахăн пĕлтерĕшĕ те уççăмăнах çирĕплетет. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, авалхи тĕрĕк чĕлхинче «сӳр» сăмах «хăвалас, тустарас» тенине пĕлтерет. Каярах чăваш чĕлхинче вăл «сĕрен» сăмах пулса тăнă. Анатри тата анат енчи чăвашсем çак уява «сĕрен», «сĕрем» теççĕ пулсан, тури е вирьял чăвашĕсем ăна «вирĕм», «вир-вир», «вирми», «вирмече» тесе калаççĕ. Пушкăрт чăвашĕсем хушшинче çак уяв «сĕрен» ятпа çирĕпленсе юлнă.
Христос тĕнне йышăниччен чăвашсем сĕрене Калăм кунĕ (вилнисемпе çыхăннă) хыççăн уявланă. Христиан чиркĕвĕн чи паллă праçникĕ Мăнкун умĕн юн кун малтан вĕсем Калăм кунне ирттернĕ, кĕçнерни кун ваттисене асăннă, çав кунах каçпа е тепĕр кун сĕрен хăваланă. XVIII ĕмĕрте православи тĕнĕ çĕнтерсен, Калăм кунĕпе Мăнкун пĕрлешсе кайнă, ăна чăвашсем вара Мăнкун теме пуçланă. Анчах та ĕлĕкхи йăлана тытса тĕне кĕмен чăвашсем юн куна «чăваш мăнкунĕ», вырсарни куна «вырăс мăнкунĕ» теме пуçланă. Тепĕр кун (тунти кун) вара сĕрен хăваланă.
Сĕрене чăвашсем пур çĕрте те пĕр кунта ирттермен, хăшĕсем ăна Мăнкун умĕн шăмат кун (Мăнкун каç), теприсем Мăнкунта (вырсарни кун), хăшĕсем Мăнкун хыççăн тунти кун, хăшĕсем çу кунĕсем çитсен, Учук умĕн, Çимĕкре е Питрав кунĕ умĕн ирттернĕ. Кĕскен каласан, кашни тăрăхра сĕрене чăвашсем хăйсен календарьне пăхăнса йĕркеленĕ. Кăнтăр Урал тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем сĕрене ĕлĕк те, халь те Аслă Мăнкун иртсен тунти кун ирттереççĕ.
Сĕрен хăвалама яланах арçынсем – авланман яшсем тата çамрăк ачасем тухнă. Вĕсене «сĕрен ачисем» тенĕ. Йăлана тĕрĕс тытмашкăн тата вĕрентсе пымашкăн вĕсемпе пĕрле авланнă арçынсем тата ватă мучисем те тухнă. Вĕсенчен чи ваттине «сĕрен пуçĕ» е «сĕрен пуçлăхĕ» тенĕ. Сĕрен ачисем те хăйсен хушшинче пуçлăхсем суйланă. Пĕрне старшина тунă, иккĕмĕшне – писарь, виççĕмĕшне – староста, тăваттăмĕшне – сотник, пиллĕкмĕшне – десятник. Хăш-пĕр ялсенче сĕрен ачисене çар званийĕсене панă: полковник, подполковник, майор, капрал, казак тата ытти те. Унсăр пуçне вĕсен хушшинче апат тата сăра пуçтараканни, сĕрен ачисене сыхлаканни, хулăсем йăтса пыраканни, шăпăр е купăс калаканни пулнă. Ял пĕчĕккĕ пулсан сĕрен ачисем пĕр ушкăнпа çӳренĕ, аслă пулсан – темиçе ушкăна пайланнă. Хĕрсемпе хĕрарăмсене сĕренте çӳреме юраман.
Усалсене хăвалама сĕренçĕсен кашнин аллинче пилеш е шăлан хуллисем пулнă. Мĕншĕн тесен вĕсем усал-тĕселсене хăратакан йывăçсем шутланнă. Пилешпе шăлан хуллисене çамрăк ачасем сĕрен умĕн пĕр кун маларах вăрмантан е çырма-çатрасенчен касса килнĕ. Тата вĕсен аллисенче йывăçран тунă хытă сас кăларакан хатĕрсем (трещоткăсем) пулнă. Вĕсене шатăрма, шатăрмак, çатăрмак, çатăрка е çатăркан тенĕ. Хăшĕсем шатăрмасем вырăнне аллисене пушăсем (чăпăрккасем) е тимĕр питлĕхсем илнĕ. Сĕрен ачисем хушшинче сунарçă пулсан, вăл пăшал йăтса тухнă, хушăран сывлăша пăшалпа пенĕ. Мĕншĕн тесен, чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, усал-тĕселсемпе чир-чĕрсем пилешрен кăна мар, хытă сас кăларакан хатĕрсенчен те хăранă. Çавăнпа сĕренçĕсем çав кун вăйлă сас кăларма тăрăшнă: хытă кăшкăрашнă, шатăрмисемпе шатăртаттарнă, питлĕхĕсемпе шакканă, чăпăрккисемпе шаплаттарнă, пăшалĕсемпе пенĕ тата ытти те. Ĕлĕкхи вăхăтра сĕренçĕсем хушшинче аллисене пушăсем тытнă юланутçăсем те пулнă теççĕ.
Сĕрен хăвалакансем ял тăрăх пĕр килĕрен тепĕр килле куçса çӳренĕ, хăйсен çулĕ çинчи пĕр кил-çурта та кĕмесĕр хăварман. Çурт патне çитсен, вĕсем «Сĕрен! Сĕрен!» тесе кăшкăрнă, шатăрмисене çавăрса сас кăларнă, хуллисемпе хӳмесемпе хапхасене çапнă, чӳречесене шакканă. Унсăр пуçне вĕсем «Ик çăмарта, пĕр пӳремеч!», «Пĕр икерчĕ, ик çăмарта, виç пус укçа!», «Сĕрен! Сĕрен пырĕ типнĕ!» тесе кăшкăрнă. Çапла каласа хуçасенчен вĕсем ĕçмелли-çимелли ыйтнă. Хуçисем урама е кил умне тухсан, вĕсене «Чир-чĕр кайтăр!» тесе пур енчен те хупăрласа илсе хулăсемпе «ачашланă». Енчен те çуртра чирлĕ çын пулсан, вăл сĕрен ачисенчен хăйне хулăпа çаптарнă. Вырăнпа выртакансене сĕренçĕсем киле кĕрсе хулăпа çапнă.
Чир-чĕртен тасатнăшăн тата шуйттансене хăваласа янăшăн хуçасем сĕрен ачисене пӳрте кĕртсе сăйланă е хапха умне тухса икерчĕ, çăмарта, йăва, кукăль, пӳремеч, канфет-пĕремĕк, сăра, сăмакун панă. Ĕçме-çиме панăшăн, хапăл пулнăшăн, сĕрен хăвалакансем хуçасене тĕрлĕрен ырă сăмахсем каласа хăварнă: «Выльăх-чĕрлĕх ан чирлетĕр» «Пахча çимĕç ăнса ӳстĕр», «Чăхсем çăмарта туччăр», «Ĕнесем сĕт паччăр», «Арăмсем ачаллă-пăчаллă пулччăр» тата ытти те. Енчен те хуçа тухмасан, хыт кукар пулса ним те памасан, вĕсем ăна «Выльăхусем чирлеччĕр!», «Ĕнӳ сĕт пама пăрахтăр, хĕсĕр пултăр!», «Чăххисен кучĕсем хупланса ларччăр!» тесе ятласа хăварнă. Çапла шăв-шав кăларса, хулăсемпе çапса, сăмах каласа сĕрен ачисем тепĕр киле куçнă.
Çавнашкал майпа пĕтĕм яла иртсен, сĕрен ачисем ушкăнĕпе масар патне кайнă. Унта вĕсем çерем çинче кăвайт чĕртсе пилеш хуллисене тата шатăрмисене çунтарса янă. Вĕсене пĕрне те хăварма юраман, мĕншĕн тесен шуйттансем çавсем çинче çакланса юлаççĕ тенĕ. Икĕ-виçĕ ватă кăвайтран айккинерех кайса уй-хир енне çăмартапа пӳремеч кустарса янă. Çав вăхăтра вĕсем пурте илтмелле «Чир-чĕр кайтăр! Сĕрен хăваласа кăларатпăр, усал-тĕсел кайтăр!» тесе кăшкăрнă. Хăш-пĕр тăрăхра ватăсем çавăн пекех Пӳлĕхçе, Киремете асăнса кĕлĕсем каланă, çĕр çине икерчĕпе кукăль татăкĕсене тата-тата пăрахнă.
Сĕрен уявĕнче пуçтарнă ĕçме-çимесене каялла илсе килме юраман, ялти выльăх-чĕрлĕх вилсе пĕтет тенĕ. Çавăнпа юлашки апат-çимĕçе масар çине кĕрсе Масар пуçлăхĕпе хуралçине асăнса хывнă е çерем çине кайăк-кĕшĕк валли купаласа хăварнă. Шурăмпуç çывхара пуçласан усал-тĕселсенчен тасалас шухăшпа «Чир-чĕр кайтăр!» тесе пурте вут урлă виçĕ хут сиксе каçнă та килĕсене таврăннă. Яла таврăннă чухне каялла çаврăнса пăхма тата сăмах калама юраман. Енчен те пĕрер çын каялла çаврăнса пăхать е калаçать, вăл килес çулччен вилет тенĕ. Урăх çĕрсенче сĕрен ачисем ял укăлчи таран ăмăртса чупнă. Кам укăлча патне кая юлса çитет, çавна усалсем çакланаççĕ тенĕ.
Сĕрен ĕлĕкрен килекен йăла пулсан та, хăш-пĕр ялсенче çак уява халь те манăçа кăларман-ха. Хальхи вăхăтра Пушкăртстан çĕрĕ çинче Сĕрене Асавпуç, Çĕньял, Кăтаймас (Авăркас районĕ) тата Йĕркен (Мелеуз районĕ) ялĕсенче ирттереççĕ.
Асавпуç ялĕнче сĕрене кăçал апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Аслă Мăнкун хыççăн тунти кун уявларĕç. Ăна сĕрен хăвалакансем (ытларах çулланнă вăй питти арçынсем тата авланман çамрăксем) ĕлĕкхи йăлана пăхăнса турĕç. Малтан вĕсем икĕ ушкăна пайланса ялти кашни киле кĕрсе тухрĕç. «Сĕрен! Сĕрен! Чир-чĕр кайтăр!» тесе хапхасене, калинккесене, картасене, мунчасене, кил карти таврашĕсене пилеш хуллисемпе çапса тухрĕç. Хуçисем тухсан çак сăмахсенех каласа вĕсене те чир-чĕрсенчен сиплерĕç. Йăлине туса ирттерсен, вĕсен аллинчен тĕрлĕ сăйсем пуçтарчĕç. Пилеш хуллисемсĕр пуçне усалсене вĕсем шатăрмасемпе те хăваларĕç. Шатăрмапа шатăртаттаракансем сĕренçĕсем умĕн малта иккĕн пычĕç.
Ял витĕр тухсан, икĕ ушкăн (пĕр 25-30 çын) масар патĕнчи уçланкăра пуçтарăнчĕç. Çавăнтах вĕсем кăвайт чĕртрĕç, вара усал-тĕселсенчен тасалас тесе ушкăнĕпе вут урлă виçĕ хут сикрĕç. Çакăн хыççăн чи ваттисем (икĕ-виçĕ çын) хăйсемпе пĕрле сăмакун, сăра, икерчĕ, çăмарта, кукăль илсе масар карти патне кайрĕç. Унта вĕсем Масар пуçлăхĕпе хуралçине тата ял-йышран тухнă вилесене асăнса хывнине туса ирттерчĕç – кашни апата çерем çине тата-тата пăрахрĕç, унтан çапла майпах çĕр çине сăмакун, сăра, шыв тăкрĕç. Татнă май вĕсенчен ăшă çумăрсем, тулăх пурнăç, сывлăхпа ырлăх ыйтрĕç. Тата ял-йыша хĕн-хуртан, чир-чĕртен, нумай вилесенчен сыхласа тăма чĕнчĕç.
Юлашкинчен пуçласа сĕрен хăвалама тухакансене «тĕне кĕртрĕç». Тĕне кĕрекенни çиелти тумне хывса çарамас чи ватти умĕнче (ăна хĕресне атте теççĕ) пĕшкĕнсе тăчĕ. Лешĕ унăн пуçĕ тата çурăмĕ тăрăх виçĕ хутчен сăра сапрĕ. Çак йăлана туса ирттерни килес çулхи Сĕрене хутшăнма ирĕк пани шутланать.
Урăх ялсенче Сĕрене çавăн пекех ирттереççĕ. Анчах вĕсенче хăш-пĕр уйрăмлăхсем те пур. Сăмахран, Çĕньял ялĕнче ăна кашни урам уйрăм хăй ирттерет тата унти уява пĕчĕк ачасемпе хĕрарăмсем те хутшăнаççĕ. Кăтаймас ялĕнче сĕрене хĕрарăмсем анчах хăвалаççĕ, анчах унти уйрăмлăхсене тата та тĕплĕнрех тĕпчес пулать. Çӳлерех асăннă ялсенче пурăнакансем Сĕрене мĕнле ирттерни çинчен хаçата е ман пата çырса ярсан питĕ лайăх пулĕччĕ.
Игорь ПЕТРОВ, истори наукисен кандидачĕ.
Ĕпхÿ хули.