Авалхи йăласемпе çыхăннă уява Ямансас ялĕнчи «Палан» халӑх тата Косяковкăри «Селяночка» фольклор ансамблӗсем илем кÿчĕç. Çавăн пекех хӑнара Çтерлĕ хула администрацийĕн обществăлла институтсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай специалисчĕ Рафаэль Абуляев, хулари Культура керменĕн методика пайĕн ертÿçи Рамиля Назырова, пирӗн çывăх тус тата яланхи спонсор С.Ф. Прохорова, «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн яваплӑ секретарӗ Г.В. Челпир, волонтер клубĕн ертÿçи Л.С. Павлова, Усăллă ялӗнчи библиотека ĕçченĕ тата историпе этнографи музейӗн ертÿҫи О.С. Патраева пулчĕç. Йĕркелÿçĕсем республикăри чăвашсен кун-çулне çутатса паракан «Урал сасси» хаҫата ҫырӑнтарас ĕçе те йĕркеленине палăртса хăвармалла. Асăннă ĕçе яланхи пекех Н.П. Емельянова илсе пычĕ.
Уява хатĕрленсе О.В. Степанова тӗрлӗ ҫырласенчен питӗ тутлӑ торт, А.П. Петрова кукӑль-пÿремечсем пӗҫерсе, Е.М. Маркелова кӑпӑклӑ сӑра, сӗлӗ кӗселӗ вĕретсе, Н.П. Емельянова сиплӗ чей хатĕрлесе килнӗччĕ. «Кĕр сăрине» пухăннисем авалхи йӑласене асра тытса вилнисене сӑрапа, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе асӑнчĕç, Турра çӗнӗ тыр-пулшӑн, пахча ҫимӗҫшӗн тав турĕҫ. Унсăр пуçне тӗнчери тăнăçлăхшăн кӗлӗ вуларӗҫ.
Çакăн хыççăн мероприятие ертсе пыракан Ольга Иванова алĕç ăстисем курава тăратнă ĕçĕсемпе паллашма сĕнчĕ. Кунта И.П. Орлован алă ĕçĕсене, В.Г. Петрован сак-пукансем çине сармаллийĕсене, С.А. Николаеван шурă чăвашсен пилĕкне çыхмалли илемлĕ яркăчĕсене курма пулчĕ. Н.В. Яковлева кĕрхи çулçăсенчен Кĕр пики тумне хатĕрлени вара пурне те тыткăна илчĕ. Курава хутшӑнакансене пурне те Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.
Пĕтĕмĕшле уяв питӗ кӑмӑллӑ иртрӗ, тӗлпулу чуна ӑшӑтрӗ. Çакăн йышши мероприятисем пĕр-пĕр йăх, ăру çыннисен, тус-юлташсен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшать. Пухăннисенче чăвашлăха упраса хăварас туйăма çĕклет.
Людмила МАРКИНА.
Çтерлĕ хули.