Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
14 Кӑрлач , 14:00

Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă

Сурхури умĕнхи каç Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсем «Хĕлхем» театр ушкăнĕн пайташĕсемпе пĕрле ял тăрăх тĕлĕнмелле çул çÿреве кайнă.

Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă

– Кашни çулах, январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче ял çыннисене Сурхури уявĕ ячĕпе саламласси йăлана кĕнĕ. Малтанах театр сценарийĕ, костюмсем хатĕрлетпĕр, рольсене палăртатпăр. Ан паллаччăр-ха тесе рольсене кашни çулах урăх çынсене пама тăрăшатпăр. Пĕр те пĕр кил умне çитсен малтан юрлатпăр, Çветке ирттерме ирĕк ыйтатпăр. Хуçисем ирĕк парсассăн пÿртне кĕрсе килĕнчи кашни çын ячĕпех çветке юррисем юрлатпăр. Хăшĕ-пĕрисем пирĕн çинчен манса ан кайăр тесе малтанах асăрхаттарса хураççĕ. Нумайăшĕ «Сурхури умĕнхи кун мĕн чухлĕ ытларах çын килет, çулталăк çавăн чухлĕ ăнăçлăрах пулать тенине» ĕненеççĕ, – тет Культура çурчĕн методисчĕ Алена Андреева.
Кăçал та тĕрлĕ тумтир тăхăннисем тавралăха савăнăçпа тултарса çула тухнă. Ял тăрăх çаврăнса унта пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă, йăлана кĕнĕ Сурхури юррисем юрланă, çемьесене ырлăх-сывлăх, тухăç ăнса пулма, сывлăх тата телей суннă. Хуçисем хăнасене хаваспах кĕтсе илнĕ, пылак кучченеçсемпе сăйланă.
Кашни çулах тĕрлĕ тум тăхăннисен ушкăнĕ хаваспах ял пуçламăшĕнчех пурăнакан Галина Афанасьева патне çÿрет. Çав вăхăтра хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвакан Марина Максимована та уйрăмах ăшшăн саламлаççĕ.
Раштав умĕнхи каç ялта савăнăçлă лару-тăру хуçаланчĕ. Çветке çÿреме кайнисем вара килĕсене кучченеçпе тулли сумкăсемпе таврăнчĕç.
Светлана ПРОКОФЬЕВА. Пелепей районĕ.

Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Слакпуçсем Сурхури çул çÿревне кайнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: