Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
21 Кӑрлач 2025, 10:39

Çтерлĕ чăвашĕсене ырри çеç кĕтет

Нартукан – чӑваш йӑли-йӗркине кӗрекен уяв, Сурхури ярӑмӗн пӗр каҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ вӑхӑта лекет – кăрлачăн 1-мӗшӗчченхи эрнине. Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш номерлӗ вулавӑшра Нартукан ярассипе çыхăннă уяв иртрӗ.

Çтерлĕ чăвашĕсене  ырри çеç кĕтет
Çтерлĕ чăвашĕсене ырри çеç кĕтет

Мероприятие вулавăш ертÿçи Валентина Зорина йĕркелерĕ. Нартукан яма чӑваш наципе культура автономин пайташӗсем (ертӳҫи – Оксана Федорова), чӗннӗ хӑнасемпе вулавӑш ӗҫченĕсем, «Тавах» чăваш халăх фольклорпа эстрада ушкăн пайташĕсем (Ольга Иванова) пуçтарăнчĕç.
Валентина Юрьевна килнисене Нартукан ярассипе çыхăннă йӑла-йӗркепе паллаштарчӗ. Нартуканра шӳт, юрӑ, вӑлту, камит нумай. Уява пуҫланӑ тата вӗҫленӗ, ҫавӑн пекех ҫырмаран таса шыв ӑсса килнӗ май кӗлӗ калаççĕ.
Нартукан уявӗнче хӗрсем юмӑҫ пӑхаҫҫӗ – пысӑк савӑта çĕрĕсем ярса «тӗрӗс ҫӗрӗсемпе» «суя ҫӗрӗсене» шыраса пулас телее, пурнӑҫ хӗвелне пӗлме ӑнтӑлаҫҫӗ.
Надежда Афанасьевапа Степан Тимофеев шыв «ӑсса» килсе чӳлмеке ҫӗрӗсем ячӗҫ. «Тавах» ансамбль хӗрӗсем тӗрлӗ юрӑсем юрласа кашни ҫӗрӗ хуҫине Ҫӗнӗ ҫулта мӗн кӗтессине пӗлтерчӗҫ. Чӑннипе те вӗсем ыррисем кӑна пулчӗҫ. Йывăç çĕлен ҫулӗ хулари чӑвашсемшӗн интереслӗ, пӗлтерӗшлӗ, халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ уявран пуҫланчӗ. Ҫĕнĕ çул çӗнтерÿ илсе килтĕрччӗ, пирĕн салтаксем килĕсене ырă-сывă таврăнччĕр!
Чăн та, кӑмӑла каякан, чун-чӗрене хавхалантаракан уяв иртрӗ тесе калама пулать. Вулавӑш хуҫине Валентина Зоринана пире ялан хапӑл туса кӗтсе илнишӗн, тĕрлĕ мероприятисене явăçтарнăшăн тав сӑмахӗсем калатпӑр.
Людмила МАРКИНА, Çтерлĕ хулинчи
чăваш наципе культура автономи пресс-секретарĕ.

Çтерлĕ чăвашĕсене  ырри çеç кĕтет
Çтерлĕ чăвашĕсене  ырри çеç кĕтет
Çтерлĕ чăвашĕсене  ырри çеç кĕтет
Çтерлĕ чăвашĕсене  ырри çеç кĕтет
Çтерлĕ чăвашĕсене  ырри çеç кĕтет
Çтерлĕ чăвашĕсене ырри çеç кĕтет
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас