«Чирлесен салтака каяймастăн вара», – тенине час-часах илтме пулать. Вун сакӑр çула çитнĕ тĕле каччăсен сывлăхне çар комиссариатĕнче тĕрĕслеççĕ. Салтака кайма сывлăхĕ çителĕклĕ пулсан, вун саккӑр тултарсан вара çав-çав кун ҫичĕ сехет тĕлне çар комиссариатне çитмелле тесе повестка параççĕ.
Манӑн икĕ пичче те халĕ салтакра (техникумпа институт пĕр ҫулта вĕренсе пĕтерчĕҫ). Астӑватӑп-ха паянхи пекех анне каланӑ сӑмахсене: «Мĕн авалтан салтака каякан çамрăксене пĕтĕм тăванĕсем, кÿршисемпе тус-юлташĕсем пĕрле пуçтарăнса ăсатса янă». Эпир те пĕлтĕр ыран хĕсмете каймалла тенĕ кун хамӑр пата ҫывӑх тăвансене, кÿршĕсене, пиччесен тус-юлташĕсене чĕнтĕмĕр. Хӑнасем киличчен салтаксене сĕтел хушшине вырнаçтарса лартсан, анне вĕсен хул пуççийĕ урлă ал шăлли çакрĕ. Ялти ватăсем каланă тăрăх, ал шăллие амăшĕн çыхса ямалла. Ăна сулахай хул пуççи урлă ярса сылтăм аякĕсем çине çыхрĕ. Салтака каякан пиччесем малтан çăкăр чĕлли касрĕҫ те пĕр пайне хăйсем çирĕҫ, теприне вара анне Турă кĕтессине хучĕ. Вăл вара унта салтак каялла киличчен упранмалла. Акӑ, пиччесем салтака кайни пĕр ҫул ҫитсе килет. Ҫав çăкăр чĕллисене эпир ҫулталӑк тӑршшĕпе сăнасах тăтӑмӑр: тав Турра, пĕрре те улшӑнмарĕҫ вĕсем, типрĕҫ çеç анчах. Апла, салтаксен пурнăçĕ тĕрĕс-тĕкел иртет, кӑвакарнӑ пулсан вара йывăррине пĕлтернĕ пулĕччĕ.
Пилленĕ хыҫҫӑн аттепе анне ҫамрăксене ял тăрăх çаврăнса килме сĕнчĕç, кам-кам патне кĕрсе тухмаллине аса илтерчĕҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн çамрăксем карталанса тăчĕҫ те пĕр-пĕрне хулпуççичен ыталаса тытса ял урамĕсемпе купăс каласа, юрласа утрĕҫ (пирĕн ялта ĕлĕкхи йӑла-йĕркесем сыхланса юлни савӑнтарать). Ку ĕнтĕ салтака каякан тăван ялпа сыв пуллашни пулать. Çав вăхăтрах тата салтак ачи мĕнпур тăванĕсене хăй ыран хĕсмете каясса пĕлтерет, хăнана пыма чĕнет. Салтак ачисен картине тăмалăх ÿсеймен пĕр-пĕр ачана (ку пирĕн кÿршĕ ачи пулчĕ) вара ĕçме-çиме чикнĕ сумка тыттарчĕҫ те пиччесем хыççăн çÿреме хушрĕҫ. Урам тăрăх утнă май вĕсем салтак юррисем юрларĕҫ:
«Вун иккĕллĕ явнă чĕн нухайкка
Мĕншĕн сÿтĕлмелле явнă-ши?
Халиччен те пĕрле пурăннине
Мĕншĕн уйрăлмалла пулчĕ-ши?
Кайăк хурсем каяççĕ
карти-карти,
Кайри мала тесе ан калăр.
Кайăк хурсем кайĕç, калле килĕç,
Эпир пĕр кайсассăн килес çук» – тата ыттисем те. Ку юрăсенчен чылайăшĕ авалтан упранса юлнă.
Нумайрах вырăсла юрларĕҫ вĕсем: «Через две, через две зимы», «Расцветали яблони и груши...» тата ыттисем те.
Ял тăрăх çÿренĕ май пиччесемпе вĕсен юлташĕсене тăвансем, юлташсен çемйисем хăйсен килне кĕртсе кăларчĕҫ, хăналарĕç, пиллерĕҫ, ал шăлли çакса ячĕҫ, укçа пачĕç. «Халĕ эпĕ сана парне (е укçа) паратăп, салтакран килсен çак парнене мана каялла тавăрса памалла пултăр», – теççĕ. Ку ĕнтĕ «каялла ырă-сывă таврăнса пире хăнана чĕнмелле пултăр» тени пулать. Астӑватӑп-ха, салтаксем, пиччесем, кил хуçисемпе пĕрер çавра ташă ташланине, унтан каллех карталанса тăрса тухса малалла кайнине. Ӗлĕкрен килнĕ: пÿрте кĕрсен сĕтел хушшине хĕвеле май çаврăнса кĕрсе ларнă, каялла тухнă чухне те хĕвеле май çаврăнса тухнӑ. Ҫак йӑлана та асра тытрĕҫ вĕсем. «Салтак чупакансен» йышĕ пысăк пулнӑ май, кашни киле пурте кĕмерĕҫ. Пĕрисем пĕр киле, теприсем тепĕр киле черетпе кĕчĕҫ. Ыттисем вăл вăхăтра урамра тăчĕҫ, юрӑсем юрларĕҫ. Ялти хăш-пĕр çынсем вара пиччесене килĕсен умĕнчех кĕтсе илчĕҫ, ал шăллине те урамрах çакса ячĕҫ, «салтак чупакансене» урамрах хăналарĕҫ.
Енчен те хăйсен килне кĕртсе кăларас текенсем нумай пулсан «салтак чупни» е «салтак юрлани» пĕр куна çеç пымасть. Хăш чух икĕ е виçĕ кун та çÿреççĕ, кÿршĕ ялсенче пурăнакан çывăх тăванĕсем те (салтакăн ашшĕпе амăшĕн пĕр тăванĕсем) хӑнана чĕнсе илеççĕ. Кĕме палăртнă килсене кĕрсе тухсан, ял урамĕсене çаврăнса пĕтерсен салтак ачисемпе ҫамрӑксем клуба пухăнчĕҫ. Юлашки çулсенче йĕркеленнĕ йăлапа кунта вĕсене культура ĕçченĕсем ырă сăмахсем каласа пиллерĕҫ, парне пачĕҫ, унтан салтака каякан пиччесемпе пĕрле мĕнпур халăх ташларĕ. Клуба килте юлнă аслăрах çулхи çынсем те тухрĕҫ. Паллах, кунта ялти ытти çынсем те пухăннӑччĕ, вĕсене те чăваш ташшине ташлаттарчĕҫ. Ташланă хыççăн каллех пирĕн киле пуçтарăнчĕç, пурте салтаксене ырӑ сӑмахсем каласа пиллерĕҫ. Ир енне çеç килĕсене саланчĕҫ. Пиччесем вара юлташĕсемпе калаçса ларчĕҫ, ташларĕҫ, ирчченех куç хупмарĕҫ.
Ирхине каллех ҫывӑх тӑвансем пирĕн киле пухăнчĕҫ. Пиччесем çинче пĕр ал шăлли çеç хӑварчĕҫ. Ку анне чи малтан çыхса янă ал шăлли. Атте-анне пилленĕ хыççăн çамрăксем карталанса пÿртрен юрласа тухрĕҫ. Вĕсем хыççăн ыттисем те урамалла утрĕҫ. Урам хушшинчи çынсем те вĕсемпе пĕрлешрĕҫ. Çапла ял вĕçне çитиччен кайрĕҫ. Унта мĕнпур ял-йыш пуçтарăнса салтак ачисене, манӑн пиччесене, каялла чипер таврăнма, салтак вăхăтне лайăх ирттерме сунчĕҫ. Ăсатма тухнă çынсене сăрапа хăналарĕҫ. Пирĕн ялăн йăлипе ĕлĕкрех салтака ăсатнă чухне амăшĕ те, ашшĕ те килтен тухман, вĕсен чÿречерен те пăхма юраман иккен. Хальхи вӑхӑтра вара атте те, анне те çар комиссариатне ытти халăхпа пĕрле машина çине ларса Толбаза кайрĕҫ. Çар комиссариатне кĕриччен вара салтаксене ăсатма тухнисем кунта юрласа ташларĕҫ, асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕк те ÿкерчĕҫ. Çар комиссариатне шала кĕмелли хушу пулсан пиччесен ал шăллийĕсене салтса илчĕҫ те çамрăксем вĕсене алă çинче çĕклесе кĕчĕҫ.
Акӑ, пиччесен сӑн ÿкерчĕкесем ҫине пӑхатӑп та вĕсемпе мухтанатӑп. Паттӑр, вӑйлӑ, маттур тата ҫирĕп салтаксем! Тав ҫырӑвĕсене анне вулать те куҫҫулĕсене манран пытарать. Унӑн шухӑшĕсене тавҫӑрса илетĕп: тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ, ҫемье ятне яман, пилленĕ сӑмахсенчен иртмен...
Арина АРТЕМЬЕВА,
Степановка вăтам шкулĕн 10 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.