Ваттисем каланă тăрăх, Çăварни эрнинче хĕллепе çуркунне тĕл пулаççĕ, тавлашаççĕ, вăй виçеççĕ. Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче пурăнакансем çак кун пуçтарăнса уяв юррисене шăрантарнă, ташланă, икерчĕ пĕçернĕ. Аслисемпе ачасем спорт вăййисенче те ăмăртнă: вĕрен туртнă, михĕпе пĕр-пĕрне çапса ÿкерес енĕпе вăй виçнĕ, ярăннă. Икерчĕ — хĕвел палли пулнăран ватти те, вĕтти те тутлă апатпа хăналаннă. Чир-чĕртен тасалма çăварни карчăкне çунтарнă. Вырсарни кун — Каçару кунĕ пулнă май, кашни пĕр-пĕринчен каçару та ыйтнă.
Чăваш Кăпавĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем Чăваш Кăпавĕнчи ял Канашĕн пуçлăхне А.А. Тимофеевана, районти культура пайĕн ертÿçине Л.У. Абубакирована, П.И. Коваленко шкул директорне ял халăхĕ валли пысăк уяв йĕркелеме пулăшнăшăн, Çтерлĕ хулинчен килнĕ «Сарпи» чăваш фольклор эстрада ансамбльне, «Пилеш» чăваш халăх тата «Народный праздник» вырăс халăх ушкăнĕсене илемлĕ те хаваслă юрăсемшĕн, шкулпа ача садĕнче вăй хуракан хĕрарăмсене тутлă та çуллă икерчĕпе вĕри чейшĕн, «Вместе мы сила» штаба пуян курав йĕркеленĕшĕн, халăх пултарулăхĕн выставкине хатĕрленĕ Н.С. Исаевана, Тавтиман ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченне О.Н. Васильевана вăйăсемпе интереслĕ мастер-класшăн чунтан тав тăваççĕ.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.