Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
20 Апрелӗн 2025, 13:00

Мăнкун паллисемпе сăнавсем

Халăх хушшинче Мăнкун паллисемпе сăнавсем те нумай. Чи пĕлтерĕшлисем çут çанталăкпа, выльăх-чĕрлĕхпе, йăла-йĕркепе, юратупа, мăшăрланассипе çыхăннă.

Мăнкун паллисемпе сăнавсем
Мăнкун паллисемпе сăнавсем

* Енчен те Мăнкун кунĕ çанталăк ăшă та çилсĕр, хĕвеллĕ пулсан çу кунĕсем ăшă килĕç, тухăç ăнса пулĕ. Сивĕ те ăмăр кун – çу типĕ килĕ.


* Мăнкун кунĕ сивĕ пулсан тата çичĕ кун сивĕ тăрĕ.


* Мăнкун сĕтелĕ мĕн чухлĕ пуянрах, çулталăк та çавăн пек пуян пулĕ. Çавăнпа та Мăнкун сĕтелĕ пуян пулмалла.


* Авал тулă ăнса пултăр тесе Мăнкун кунĕ пысăк чуччу çинче ярăннă.


* Мăнкун кунĕ çынсене çăмарта тата кулич валеçсе парсан çителĕклĕ те тулăх пурнăç пулать теççĕ.


* Мăнкун кунĕ ватă çынсем çÿçĕсене туранă. Тура çине миçе çÿç пĕрчи лекет, çемьере çавăн чухлĕ мăнук пулать тенĕ.


* Хĕрсем Мăнкун эрнинче пичĕсене хĕрлĕ çăмарта шывĕпе çунă. Шыв çине ылтăн-кĕмĕл эрешсем те янă. Çакă илемлĕ пулма пулăшать тенĕ.


* Мăнкун кунĕ куккук авăтнине илтни мăшăрлă пурнăç телейлĕ пуласса пĕлтернĕ.


* Мăнкун кунĕ ача çураласси пирки ĕмĕтленеççĕ. Йывăр çын пулас тесессĕн пулас ача валли турилкке çине пĕветнĕ çăмартапа кулич лартмалла тенĕ.


* Мăнкун кунĕсенче мăшăрсем Турăран ача ыйтаççĕ, çак кунсенче пĕлĕт алăкĕсем тĕрлĕ ыйтусем валли уçă теççĕ.

Мăнкун паллисемпе сăнавсем
Мăнкун паллисемпе сăнавсем
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас