Каçран вара мунча хутнă. Ирхине уяв тумне тумланнă, ытларах çĕннине тăхăнма тăрăшнă. Хĕрарăмсем йăла-йĕркепе килĕшсе тăракан апат пĕçернĕ: хуплу, хăпарту (омлет), чăх ашĕ, чăкăт, икерчĕ, йăва, çăмарта сăрланă. Ачасем тăванĕсем патне çитнĕ. Халĕ вара вĕсем ытти çуртсене те кĕрсе тухаççĕ. Ялтан тухса кайнисем Мăнкун кунне хăйсен ачисене аслашшĕ-асламăшсем патне илсе килнĕ. Унта вĕсем килĕрен çÿресе апат-çимĕç пуçтарнă. Çак кун ачасемшĕн чăн-чăн уява çаврăннă. Вĕсене çăмартасемпе, пылак çимĕçпе, мăйăрсемпе, йăвасемпе хăналанă. Кăнтăрла тĕлне тăван-хурăнташ çемьепе пуçтарăннă. Кашни çул Мăнкунра та, Ваттисен кунĕнче те вĕсем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ. Тĕп апат вырăнĕнче – автан ашĕ тата унтан пĕçернĕ яшка. Паян та çак йăла сыхланса юлнă-ха. Апатланасси кĕлĕрен пуçланнă. Кил хуçи иртнĕ çулшăн тав тунă, çĕннинчен ырлăх ыйтнă, вилнисене асăннă. Çакăн хыççăн пухăннисем черетлесе тăванĕсем патĕнче хăнара пулнă. Ачасем кăнтăрла урамра вылянă, ятарласа тунă пысăк чуччу çинче ярăннă. Чăвашсем Мăнкун умĕн кашни урамрах чуччу лартнă, вĕсем çинче ачасем кăна мар, аслисем те ярăнса савăннă. Халĕ хутран-ситрен чуччу лартаççĕ. Каçсерен çамрăксем уçăлса çÿренĕ. Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи çамрăксем ĕлĕк кăнтăрлахи апат хыççăн вăрман уçланкине пуçтарăннă. Унта пысăк чуччу (чуччу таканĕ) тунă. Паянхи кун сăвăссем тапăнасран хăраса вăрмана та сайра-хутра каяççĕ.
Вăхăт та, асăннă праçнике уявласси те улшăннă. Мĕн ачаранпах çакна астăватăп. Ир-ирех анне çурта çутатчĕ, икерчĕпе йăва пĕçеретчĕ. Пире вăрататчĕ те: «Тăрăр, çăмартасăр тăрса юлатăр», - тетчĕ. Мĕне пĕлтернĕ-ха çакă? Йăла тăрăх, ачасем ирех тăрса килĕрен çăмартасемпе пылак япаласем пуçтарма кайнă. Кашни çурта кĕрсе: «Христос чĕрĕлнĕ», - тесе кăшкăрнă. Хуçисем вара: «Чăн чĕрĕлнĕ», - тенĕ. Çакă халĕ те сыхланса юлнă. Кашни Мăнкунра анне пире виçсĕмĕре те (мана, йăмăка тата шăллăма) мăнкун миххисем, çĕнĕ кĕпесем çĕлесе паратчĕ. Пирĕн ача чухне килĕрен çÿреме юраман. Эпир хамăр тăвансем патне çеç шăппăн кайса килнĕ. Шкула кайсан вара пачах çÿреме пăрахнă. Анне парти йышĕнче тăнă, вĕсене ачисем çăмарта пуçтарса çÿренĕшĕн вăрçнă. Паян пĕр-пĕрин патне хăнана çÿрекен çемьесем çукпа пĕрех. Çак уява ытларах килте паллă тума тăрăшаççĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем килĕрен ку таранчччен çÿреççĕ-ха. Çакă питĕ аван! Мăнкун – вĕсемшĕн чăн-чăн праçник, мĕн чухлĕ пылак япала пуçтараççĕ.
Апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче Суук-Чишмара иртенпех ачасем çÿрерĕç, вылярĕç. Кашни çурта кĕнĕ май, урамран: «Христос чĕрĕлнĕ», - тесе кăшкăрчĕç. Вĕсене кашниех кĕтсе тăчĕç: çăмартасем сăрланă, канфетпе пылак кучченеçсем хатĕрленĕ. Çынсем кăнтăрлахи апатчен ачасем килессе кĕтрĕç, кайран вара хăйсем хăна тăрăх çÿрерĕç. Вĕсене кашни килĕре тенĕ пек хуплу тата сăра кĕтрĕ. Урамра пĕр-пĕр çынна тĕл пулсан сăрланă çăмарта парса саламларĕç. Каçхине тăван-хурăнташ пуçтарăнчĕ. Юрăсем юрларăмăр, вилнисене асăнтăмăр.
Светлана МАТВЕЕВА.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.