Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
26 Июнӗн 2025, 09:00

Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм

Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Куюргазă районĕнче çурхи ака-суха ĕçне вĕçленĕ хыççăн мĕнпур халăх пĕрле савăнмалли йăлана кĕнĕ уяв – Сабантуй – иртрĕ. Куюргазă район администраци пуçлăхĕ Юлай Ильясов йыхравланипе эпĕ те унта çитсе килтĕм, чунпа та чĕрепе килентĕм.

Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм

Çулĕ вăрăм пулин те хăвăрт çитрĕм. Мана Юлай Талхович администраци çурчĕ умĕнче хăех кĕтсе илчĕ. Калаçу вăхăтĕнче вăл районти чăвашсем пирки сăмах хускатрĕ. Чăвашсем йышлă пурăнакан ялсенчи хуçалăхсем ака-сухана вăхăтлă та тĕплĕ пурнăçлани, вĕсем туслă пурăнни, хăйсен культурипе йăли-йĕркисене типтерлĕ упрани çинчен каларĕ. Ятарлă çар операцийĕнче те чăваш арĕсем паттăр та хăюллă çапăçнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Районти ял хутлăхĕсен хушшинче Кривле-Илюшке ял хутлăхĕ малтисен шутĕнче пулнине те пĕлтерчĕ. Ял Канаш администраци пуçлăхĕ, чăваш хастарĕ Игорь Ворошилов хăйĕн ĕçне пĕлсе тунине, шанса панă тивĕçĕсене туллин тата вăхăтра, пысăк яваплăхпа пурнăçланине палăртрĕ. Çапла сăмах вакланă май сумлă хăнасем килсе çитрĕç. Çакăн хыççăн пурте пĕрле Сабантуй иртекен вырăна çул тытрăмăр.
Ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине çирĕплетекен уявăн чаплă хăнисен шутĕнче РФ Федераллă Пухăвăн Патшалăх Думин депутачĕ З.З. Байгускаров, Пушкăртстан Республикинчи Ветеринари енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ А.С. Зиганшин, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем Ф.Н. Муратбакиевпа Р.Р. Абдрахимов пулчĕç.
Çумăр пĕрĕхни пирĕн кăмăла пăсмарĕ – эпир организацисем лартнă юртăсене пăхса килентĕмĕр. Ерипен çумăр чарăнчĕ, уяртса ячĕ, хӗвел пайӑркисем пурин кӑмӑлне те ҫӗклентерсе, савӑнӑҫлӑн выляма тытӑнчĕç. Пире уйрăмах чăваш картишĕ (ертÿçи – И.Л. Ворошилов) тыткăна илчĕ. Кунта чăваш халăхĕн пурнăçĕпе, ĕçĕпе, йăли-йĕркипе туллин паллашма май пурччĕ. Куюргазă районĕнчи чăваш культура обществин председателĕ Ирина Игнатьева чи пысăк пуянлăх вăл вырăнти чăваш хастарĕсем, ĕçре чи лайăх кăтартусем тунă ĕçченсем, тухăçлă ĕçлекен культура тата шкул ĕçченĕсем пулнине палăртса хăварчĕ. Сабантуй программи пуян та анлă пулчĕ. Пухăннисене Павловка ялĕнчи «Çеçпĕл» тата Кривле-Илюшкери «Янрав» чăваш ансамблĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Мана уяв питĕ килĕшрĕ, Куюргазă районĕнче туслă та хастар чăвашсем пурăннине хам куçпа курса ĕнентĕм. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн чун-чĕререн савăнатăп.
Владимир ЯКОВЛЕВ, Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра  чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Куюргазă тăрăхĕнчи Сабантуйра чăвашсен çитĕнĕвĕшĕн чĕререн савăнтăм
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас