Пыл уявне Шаран район администраци пуçлăхĕн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ Марат Тимерханов, Мичуринск ял Канашĕн пуçлăхĕ Владимир Корочкин, районти пултарулăх ушкăнĕсем, вырăнти хурт-хăмăрçăсем тата ял çыннисем хутшăннă.
Мероприятинче Хурамал ялĕнчи хурт-хăмăр ăстисен - Рима Ларионова (40 вĕлле), Леонид Кузьмин (90 ), Павел Дмитриев (70), Василий Петров (50) тата Анатолий Егоров хăйĕн çемйипе (100 вĕлле) - пыл продукцине тутанса пăхма, туянма май пулнă.
Уява хутшăнакансене Мичуринск ял Канашĕн пуçлăхĕ Владимир Корочкин «Пыл Сăпасĕ – ăнăçу, ĕçченлĕх тата пысăк тухăç уявĕ» тесе ăшшăн саламланă. Марат Тимерханов асăннă праçнике 9-мĕш ĕмĕртех паллă тунине асăрхаттарнă, пысăк тухăç пуçтарса илме суннă.
Мероприяти хăнисене Фидан Шарифуллин, «Ахирэтлэр» (Паскай ялĕ), «Родные узоры» (Дмитриев Поляни), «Девчата» (Мичуринск), «Яшь йорэклэр» (Еремкино) тата «Илем» (Хурамал) уйрăм юрăçсемпе ушкăнсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарнă.
Татьяна Петрова хурт-хăмăрçă вĕлле хурчĕ ĕрчетесси ăруран-ăрăва куçни çинчен каласа панă. Унăн хунямăшĕпе хуняшшĕ - Мефодипе Зинаида Петровсем – хăйсен вăрттăнлăхне ачисене парса хăварнă иккен. Вĕсем килĕнче 50 вĕлле тытнă.
Рима Ларионова пухăннисене вĕри чейпе тата çуллă икерчĕпе хăналанă. Вăл хурт-хăмăр ĕçне пуçăннăранпа 30 ытла çул иртнĕ. Çак ĕçĕн кăткăслăхĕпе ăна мăшăрĕ Юрий Николаевич паллаштарнă.
Районти хурт-хăмăрçăсем тăтăшах СВО паттăрĕсем валли пулăшу туса пыл параçсĕ. Юлашки гуманитари пулăшăвĕпе 50 кг сиплĕ пыл ăсатнă. Вĕсенчен çуррине хурамалсем пухнă. Çав шутра Анатолий Егоров çемйи те.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.