Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
17 Сентябрӗн 2025, 12:30

Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла

Чăваш халăхĕн ăс-хакăл пуянлăхĕ иксĕлми. Тăван халăхăн авалтан пыракан йăли-йĕркисене кашнинех лайăх пĕлмелле, халăх пуянлăхĕн пĕр тупри те манăçа тухмалла мар, пирĕн кашни уява, йăли-йĕркене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла.

Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла
Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла

Сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи «Пилеш» чăваш халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Валентина Иванова Антунăски (Антоновка) ялĕнчи ĕлĕкхи йăла-йĕрке уявĕсене тĕпчессипе çыхăннă экспедици ĕçне хутшăннă.

Экспедици шайĕнче Уралпа Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсене тĕпчекен Игорь Петров истори наукисен кандидачĕпе тĕлпулу иртнĕ. Игорь Георгиевич темиçе теçетке çул хушши Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенче, Чăваш Енре, Эрĕнпурпа Самар облаçĕсенче тымар янă чăвашсен историпе культурине тухăçлă тĕпчет. Вăл чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне упрас тата аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă.

Çавăн пекех Антунăски ялĕнче пурăнакан Татьяна Васильевапа калаçу иртнĕ. Татьяна Александровна «Сĕрен» авалхи календарь уявне ялта мĕнле паллă туни çинчен тĕплĕн каласа панă. Хĕрарăм экспедици пайташĕсене асăннă уявăн ял пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне уçса панă, унăн йăли-йĕркисемпе паллаштарнă. Каланине вара тĕслĕхсемпе, аса илĕвĕсемпе çирĕплетнĕ. Çакă пухăннисене пирĕн регионта уявлакан «Сĕренĕн» уйрăмлăхĕсене тарăнрах ăнланса илме май панă.       

Кармаскалă районĕ, Антунăски ялĕ. 

Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла
Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла
Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла
Йăла-йĕркесене ахах пĕрчи вырăнне хурса упрамалла
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас