Тырра вырса пĕтерсен, уйра пĕр пĕчĕк лаптăк вырмасăр хăварнă – каҫалăк теҫҫĕ ăна. Ҫак каҫалăка пурте пĕрле вырса пĕр кĕлтене ҫыхнă, ăна хитрелетнĕ. Пуҫламан ҫăкăрпа чакăт пурне те валеҫсе парса хăналанă. Ҫак кĕлте умĕнче пурте пĕрле юрласа, ташласа савăннă.
Хальхи вăхăтра уй-хирте комбайнсем выраççĕ пулсан та йăли-йĕркисем халăхра сыхланса юлнă. Вырма ĕҫĕсем вĕҫленнине халалласа Ҫтерлĕ хулинчи Ю. Гагарин ячĕллĕ кану паркĕнче чăвашсен уявĕ иртрĕ. Мероприяти хулари «Тавах» чăваш халăх эстрадăпа фольклор ансамблĕпе (ертÿҫи – Ольга Иванова) чăваш наципе культура автономийĕ (ертÿҫи - Оксана Федорова) йĕркеленипе савăнăçлăн кĕрлесе иртрĕ. Уява Çтерлĕри чăвашсем кăна мар, Авăркас районĕнчи Шланлăпа Шĕвĕрлĕ, Меселпуç ялĕсенчен, Çтерлĕ тăрăхĕнчи Косяковкăран, Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчен килнисем те хутшăнчĕç. Пухăннисем кăпăклă хăмла сăри, техĕмлĕ курăкран вĕретнĕ тĕрлĕ чей тутанса пăхма пултарчĕç. Çиме-ĕçмене хатĕрлесе килекенсем Наталья Емельянова, Людмила Маркина, Надежда Яковлева пулчĕç.
Сцена ҫинчен уяв ячĕпе чуна уçса юрă хыҫҫăн юрă шăранчĕ. Халăхăн кăмăлне уйрăм юрăçсемпе ушкăнсем çĕклерĕç. Чун апачĕпе тивĕçтерекен «Тавахпа» «Телей» ансамбльсем, Галина Алексеевапа Тамара Карамзина, Арина Артемьевапа Константин Петров юрăçсем тăванлăх юррисемпе чуна тыткăна илчĕҫ. Маттурсем! Куракансем кашнинех тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç, пухăннисен хушшинче ташлакансем те тупăнчĕç. Çынсем пĕр-пĕрне курса савăнчĕç, чунĕсене уçса калаçрĕç. Паллах, ятарлă çар операцийĕ пирки те манман. Тăван тăрăха кĕске отпуска таврăннă Мияки каччине ăшшăн кĕтсе илчĕç. Паянхи кун пĕрле пухăнса калаçни, чуна ыраттаракан ыйтусене сÿтсе явни, сывлăхпа тăнăçлăх сунни темрен те хаклă.
Уяв прогаммине Ĕпхÿри наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн студенчĕсем Ольга Никитинапа Константин Петров ертсе пычĕç. Мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнисене пурне те чунтан тав тăватпăр! Тăнăҫ пурнăҫ пуçланасса шанатпăр, унта вара юррисем те савăнăçлăрах янрĕччĕç, урисем те çăмăлтарах сикĕччĕç. Çĕнтерÿ пирте пуласа пĕлсе тăратпăр, ентешсене пултарнă таран пулăшатпăр. Çĕр çинче уявсем, савăнăҫлă кунсем ытларах пулччĕр.
Ҫтерлĕ хулинчи ЧНКА пресс-служби