Асăннă мероприяти чăваш халăхĕн наци культурин йăли-йĕркисене упраса хăварас тĕллевпе «Вучах» клубăн пайташĕсене пуçтарнă.
Пукрав кунĕ – чăвашсен уйрăм уявĕ, çак кун тĕлне тухăçа пуçтарас ĕçсем вĕçленеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак уява хатĕрленсе кавăнран, купăстаран е çĕр улминчен кукăль пĕçереççĕ. Клуба çÿрекен хĕрарăмсем хаваспах хăйсем илсе килнĕ апачĕсен рецепчĕсемпе, мĕнле хатĕрлемеллипе пĕр-пĕрне паллаштарнă. Çавăн пекех вĕсем музейри авалхи наци тумĕсене саплас, юсас ĕçе пурнăçланă. Кунта кашни тум авалхи çынсен культурине, хăйне евĕрлĕхне упрать.
«Сĕтел çинчи çăкăра мухтав» Пĕтĕм тĕнчери çăкăр кунне халалланă курав та мероприятие илем кÿнĕ. Фольклор уявĕ пурте пĕрле сĕтел хушшине ларса чей ĕçнипе вĕçленнĕ. Кашни хăйпе пĕрле килĕнче пĕçернĕ апат-çимĕçпе сăйланă, пурнăçра пулса иртнĕ кăсăк историсене каласа панă.
«Пукрав ларăвĕ» авалхи йăла-йĕркесене аса илтерекен, культурăна аталантаракан, çынсен хутшăнăвне çирĕплетекен уяв пек кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртнĕ.
Инга ВАСИЛЬЕВА.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.