Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
12 Ноябрӗн 2025, 09:00

Ĕлĕкхи йăласене малалла илемлĕн тăсаççĕ

Иртнĕ кану кунĕсенче Пелепей районĕнчи Сименкке ялĕнчи культура çурчĕн пултарулăх ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ, çулсерен йĕркелесе ирттерекен нимене пухăннă. Ниме вăл – килти кайăк-кĕшĕке пусмалли йăла-йĕркепе çыхăннă пĕр-пĕрне пулăшмалли пĕр шухăшлăхпа пĕрлĕх уявĕ.

Ĕлĕкхи йăласене  малалла илемлĕн тăсаççĕ
Ĕлĕкхи йăласене малалла илемлĕн тăсаççĕ

Ялти чи кăмăллă ĕçсенчен пĕрне хутшăнакансем хаваспах халăх туслăхне сăнлакан ĕçе пуçăннă. Пухăннисем ушкăнсем çине пайланса хур нимин пĕр-пĕр тапхăрне хăй çине илнĕ: пуснă хурсене вĕри шыв ăшне чиксе кăларнă‚ вĕсене çакăн пек «пĕçернĕ». Унтан нимеçĕсем кайăк-кĕшĕкĕн тĕккисене çăлнă. Çапла майпа пухăннă тĕксене сарса типĕтме хунă. Типнĕ хыççăн вĕсене чĕрсе тÿшек-минтер тума пулать-çке. Хĕрарăмсем пÿртри ĕçсене вĕçлесен йышпах хурсене çума кайнă.

Халăх ташшисемпе вăййисем хур нимине хăйне евĕрлĕ уяв сĕмĕ кĕртнĕ. Юрăсем шăрантарса, пĕр-пĕрне интереслĕ пулăмсем каласа парса ĕçленĕрен, ăшă та кăмăллă лару-тăру пулнăран хастарсем ывăннине те туйман.

Мероприятин тĕп пайĕ вĕçленсен нимеçĕсем тутлă хур ашĕпе хăналаннă. Кунта кашнийĕ çак кун валли ятарласа пĕçернĕ килти апата тутанса пăхнă.

Кĕрхи йăла-йĕркепе çыхăннă уяв çынсен çыхăнăвне çирĕплетме, халăх эткерлĕхне тата пуянлăхне сыхласа хăварма пулăшассине, кăмăл-сипет пулăшăвне, пурнăç тĕревне туйса илме май панине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.

Ĕлĕкхи йăласене  малалла илемлĕн тăсаççĕ
Ĕлĕкхи йăласене  малалла илемлĕн тăсаççĕ
Ĕлĕкхи йăласене  малалла илемлĕн тăсаççĕ
Ĕлĕкхи йăласене  малалла илемлĕн тăсаççĕ
Ĕлĕкхи йăласене  малалла илемлĕн тăсаççĕ
Ĕлĕкхи йăласене малалла илемлĕн тăсаççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас