Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
18 Ноябрӗн 2025, 12:00

Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ

Автан сӑрипе Ҫурта кунӗ, Кӗр сӑри – пĕр-пĕрин хыççăн ирттерекен кĕрхи йăла уявĕсем. Кĕр сăрине октябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче е ноябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче — уй-хирти ĕçсене вĕçленĕ хыҫҫӑн ҫӗнĕ уйӑхпа ирттереҫҫӗ.

Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ

Чӳклеме йăлине пурнăçлама сӗтел ҫине пӗр витре сӑра ӑсса лартаҫҫӗ. Унтан хӑнасене пӗрер курка сӑра тултарса параҫҫӗ. Тепӗр аллине ҫӗнӗ тырӑран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа тӑвар тыттараҫҫӗ.
Авалхи йӑлана манӑҫа кӑлармасӑр ноябрь уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗ «Кӗр сӑрине» анлӑн паллӑ турĕ. Çак кун пĕрле пуҫтарӑнса ҫӗнӗ ҫӑкӑрпа ҫӗнӗ сӑра тутанса пăхрăмăр.
Ҫтерлӗри «Телей», «Сарпи», «Тавах», Авăркас районӗнчи «Шӑпчӑксем», Гафури тăрăхĕнчи «Вирьялсем», Ҫтерлӗ районӗнчи «Селяночка» фольклор ансамблӗсем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ, ҫӗнӗ тырӑран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа кукӑльсем, йӑва, хуплу, ҫӑмарта хӑпартни, кавӑн пӑтти пĕçерсе, кăпăклă сӑра вĕретсе килнĕ.
Мероприятире чӗннӗ хӑнасем те пулчĕç. Çав шутра: Ҫтерлӗ хула администрацийӗн общество институчӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӑн специалисчӗ Константин Колоколов, Çтерлĕри Общество палатин членӗ Халида Абдрахманова, хулари Культура керменĕн методика пайӗн ертӳҫи, Ҫтерлӗ район администрацийĕн культура пайӗн ертӳҫи Ирина Григорьева, «Все для уюта» магазин сечӗн ертӳҫи Светлана Прохорова, пирӗн яланхи спонсорсем шутланакан ЧНКАри «Пархатар» бизнес-клуб (ертӳҫи – Н.Н. Никифоров), «Шуратӑл» литпӗрлешӗвӗн яваплӑ секретарӗ, сӑвӑҫӑ Геннадий Челпир пулчӗҫ. Вĕсем пуҫтарӑннӑ халӑх ячӗпе нумай ырӑ та ӑшӑ сӑмах каларӗҫ, кураври апат-ҫимӗҫе тутанса пăхрĕç. Чӑваш хӗрарӑмӗн аллисем чӑннипе те «ылтӑн», вăл апат та пĕçерет, тӗрлӗрен алӑ ӗҫӗсем те тăвать.
«Тавах» чăваш халăх фольклорпа эстрада ансамблĕн ертÿçи Ольга Иванова Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнчен килсе çитнĕ Иван Васильевичпа Людмила Исааковна Ефимовсене хисеплесе те тав туса хăй аллипе çыхнă пукан çине сармалли çаврашка кавирсем парнелерӗ.
Уява «Телей» ансамблӗн солисткисем Г.Ф. Смирнова, Н.А. Степанова, Н.В. Никифорова ертсе пычĕç. Вĕсем тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсем ирттерчӗҫ. Пуҫтарӑннӑ халӑх пӗр картана тӑрса, хӗвеле пуҫ тайса юрӑпа хӗвел май ҫаврӑнчӗ. Кашни ансамбль юрӑсемпе савӑнтарчӗ. Çавăн пекех вӑйӑсем те, тупмалли юмахсемпе ташӑсем те пулчĕç. Уява пуҫтарӑннӑ халăх наци тумӗпе (анатри, анат енчи тата вирьялсем) килсе мăн асатте-асаннесен ырӑ йӑлисене пурнӑҫа кӗртрӗ.
Чӑваш наципе культура автономин ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссин ертӳҫи Оксана Бабикова уяв саманчӗсене фото тата видео ӳкерчӗ. Уява йӗркелесе ирттерес ӗҫре Людмила Маркина пысӑк тӳпе хыврӗ, сӑра хатĕрлесе, квас икерчи пӗҫерсе килнисӗр пуҫне укçа-тенкĕ ыйтӑвӗсене те йӗркелесе пычӗ.
Уяв вӗҫленсе пынӑ май автономи ертӳҫи Оксана Федорова курава хутшӑнакансене Тав хучӗсем парса чысларӗ. Пӗтӗм кӑмӑлтан мирлӗ те ырӑ пурнӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма сунчӗ. Паллах, мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн «Южное» кафе ӗҫченӗсене пӗтӗм кӑмӑлтан тав тӑватпӑр. Уяв вӗҫленчӗ, чунра вара ӑшӑ туйӑмсемпе аса илӳсем юлчӗҫ. Часах тепре пуҫтарӑнасса шансах тӑратпӑр, пирӗн паттӑр салтаксем ыррӑн-сыввӑн, Ҫӗнтерӳпе таврăнасса кĕтетпĕр.
Çтерлĕ хулинчи ЧНКАн пресс-служби.

Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Çтерлĕре «Кĕр сăри» кĕрлесе иртрĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас