Урал сасси
+20 °С
Облачно
Йăла-йĕрке
9 Апреля , 07:00

Мăнкун куличĕ

Ăна хатĕрлеме 0,5 л ӑшӑ сӗт, 6 ҫӑмарта, 200 г услам ҫу, 1-2 стакан сахӑр, 1 стакан иҫӗм ҫырли, 50 г чӗрӗ е 16 г типӗ ҫӗпре (2 пакет), 1 чей кашăкĕ тӑвар, ванилин, 2-3 апат кашăкĕ ÿсен-тăран çăвĕ, 1,5 кг ҫӑнӑх кирлĕ пулĕ.

Мăнкун куличĕМăнкун куличĕ
Мăнкун куличĕ

Ҫӗпрене çур стакан ӑшӑ сӗт çине ямалла, унтах 1 апат  кашăкĕ ҫӑнӑх, çавăн чухлех сахăр хушмалла. Пурне те лайӑх пӑтратмалла та йӳҫӗтме айккинелле лартмалла. Çӑмартана сахӑрпа пăтратмалла, сӗтре услам çу ирӗлтермелле те кăшт сивӗтсе хутăштармалла. Хутăша маларах шĕветнĕ çĕпре, иҫӗм ҫырли, ҫӑнӑх ямалла та чуста ҫӑрмалла. Савăтри чустана ал шăллипе витсе 5-6 сехете хăпарма лартмалла. Чуста кирлĕ таран хăпарсан ăна кулич пĕçермелли савăтсене çупа сĕрсе вырнаçтармалла, вăл формăн 1/3 пайне йышăнмалла. Савăтсенче пĕр сехет ларнă хыççăн духовкăра 45 минут пĕçермелле.

 

Кулич валли глазурь

Ăна хатĕрлеме пĕр стакан сахăр, 10 г желатин, 50 г шыв, 1 апат кашăкĕ лимон сĕткенĕ кирлĕ.

Желатин çине икĕ кашăк шыв  ярса 10 минут лартмалла. Сахăра юлнă шывпа тата лимон сĕткенĕпе хутăштармалла та вăйсăр çулăм çинче ирĕличчен тытмалла. Унтан çулăм çинчен илсе желатин ярса шураличчен пăтратмалла. Куличсене çиелтен кашăкпа ямалла е киçтĕкпе сĕрмелле, тĕрлĕ тĕслĕ дражепе, цукатсемпе илемлетмелле.

 

 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас