

«Солнышко» ача-пăча лагерĕнчи кашни отряд наци апачĕсенчен тăракан уяв сетелĕ хатĕрленĕ. Ачасем воспитательсемпе пĕрле шухăшласа килтенех хатĕрлесе килнĕ наци апачĕ шутланакан техĕмлĕ апатсене сĕтел авăничченех лартса тухнă. Кунта сăваплă апатсăр пуçне наци тĕррипе илемлетнĕ ал шăллисене, наци тумĕсене тумлантарнă пуканесене курма пулнă. Кашни сĕтел чăн-чăн ÿнер хайлавне çаврăннă. Уяв юрă-ташăсăр иртмест. Хăтлав вăхăтĕнче ачасем халăх юррисене юрланă, сăвăсем каланă, ташланă.
Акатуй – илемлĕ те хаваслă уяв, вăл вăйăсемпе тата конкурссемпе пуян. Лагерьте канакансем хаваспах тĕрлĕ конкурс-ăмăртусенче хăйсен çаврăнăçулăхне, ăс-тăн çивĕчлĕхне, хăвăртлăхĕпе вăйне тĕрĕсленĕ: михĕпе тата кашăкпа çăмарта йăтса чупнă, чÿлмек ватнă. Уйрăмах эстафета вăййисем ачасен кăмăлне кайнă. Вĕсем ăмăртăвăн кашни тĕсне хастар хутшăннă.
Çак илемлĕ уяв ачасене савăнăçлă кăмăл-туйăм парнеленĕ. Вăл унта хутшăнакансен асĕнче вăраха юлĕ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.