Урал сасси
+17 °С
Дождь
Йăла-йĕрке
14 Июля , 06:00

«Питрав пуххи» - авалхи йăласемпе паянхи пурнăçа пĕрлештерекен уяв

Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Питрав кунне паллă тăваççĕ. Ваттисем сăнанă тăрăх, Питравран куккук авăтма, шăпчăк юрлама чарăнать. Пысăк ĕçсен вăхăчĕ пуçланать. Çавăнпа Питрав хыççăн ĕлĕк çамрăксем вăйă картине тăма та пăрахнă. Чăвашсем така пусса уяв тунă, шăрттан пĕçернĕ. Унтан çавасене туптаса утă çулма тухнă.

«Питрав пуххи» - авалхи йăласемпе паянхи пурнăçа пĕрлештерекен уяв«Питрав пуххи» - авалхи йăласемпе паянхи пурнăçа пĕрлештерекен уяв
«Питрав пуххи» - авалхи йăласемпе паянхи пурнăçа пĕрлештерекен уяв

Ĕлĕкхи ырă йăлана пăрахăçа кăларас мар тесе Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ялĕнче «Питрав пуххи» йĕркелеççĕ. Уяв евĕр, иккĕмĕш хут иртекен мероприяти ялăн визит карточки, халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăвармалли пулăм пулса тăнă.

Пысăк та туслă çемье çулталăкне халалланă уява ситексем кăçал та анлăн паллă тунă. Йĕркелÿçĕсем тĕрлĕ тăрăхран килсе ҫитнĕ хăнасене авалхи йăла-йĕркесене пăхăнса, пысăк хисеппе чыслăн кĕтсе илнĕ. Ку хутĕнче чĕннĕ сумлă хăнасен шутĕнче Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Александр Семенов, ПР чăвашсен Канашĕн сумлă председателĕ Людмила Мурманская, Пишпÿлек тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, районти Халăхсен ассамблейин председателĕ Наиль Гатауллин пулнă. Ĕпхÿрен ПР Туслăх çурĕн директорĕ Эльмира Саматова килни те мероприятие тата та пысăк сум кÿнĕ. Çавăн пекех çак кунхине Ситек ялне Эрĕнпур облаçĕнчи, Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи, Ермеккейпе Пишпÿлек районĕсенчи 13 пултарулăх ушкăнĕ пуçтарăннă. Уява Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамалти Виталий Захаров паллă шăпăрçă та хутшăннă.  

Мероприятие пухăннисене ку тăрăхра ламран лама куҫакан аваллăх пуянлăхĕсемпе, вырăнти ал ĕҫ ăстисен куравĕсемпе паллаштарнă. Тарават ял-йыш тĕрĕшнипе кунта тăван халăх культурине ăша хывма пулăшакан «Асанне арчи» музей (ертÿçи – Иван Григорьев) ĕҫлет. Аваллăх кĕтесне калама ҫук чаплă та пуян йĕркеленĕ.

Чăваш наци апат-ҫимĕҫне тутанса пăхмалли лапам халăхпа лăк тулли пулнă. Уяв сĕтелĕсем тĕрлĕ сăйпа авăнса ларнă. Асăннă мероприяти шайĕнче «Чи тутлă кукăль» конкурс та иртнĕ. Конкурса хутшăнакансем ăруран ăрăва куçса пыракан рецептсем тăрăх пĕçернĕ кукăльсене хăнасене астивсе пăхма сĕннĕ. Жюри членĕсене уяв хăнисенчен суйланă. Вĕсем кукăльсене çисе пăхнă‚ чи тутлă апатшăн сасăланă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх,  «Чи тутлă кукăль» Гран-прие Хушăлкари Елена Дутова çĕнсе илнĕ.

Чи кирли вара  юнашарах курăклă ҫаран вырнаçни. Уяв йĕркелÿçисем хăйсен ăсталăхне кăтартас текенсене ҫавапа çулса пăхма сĕннĕ. Вĕсем çителĕклех тупăннă. Çава сасси таврана ян-ян! кайнă май тин çеç çулнă курăк шăрши сăмсана кăтăкланă. Тен, çав вăхăтра çава сасси пĕрин чунне лăпканă, теприне çĕнĕ юрă кĕвĕлеме тата пурнăçа юратма хистенĕ, виççĕмĕшне утçи саманчĕсене аса илтернĕ… Унсăр пуçне «Питрав пуххин» хăнисем икĕ авăрлă пăчкăпа вутă та касса пăхнă. Çакă вĕсене ĕлĕкхи пурнăçа илсе çитернĕ, асатте-асаннесен пурнăçне аса илтернĕ.

Уявăн чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ Ситек ялне халалланă кĕнекен «История села Малый Седяк. Край родной, ты в сердце навсегда!» хăтлавĕпе çыхăннă. Кĕнекен редакторĕ - пултаруллă журналистка Ева Григорьева. Çĕнĕ кăларăмăн страницисенче ял историне, унăн мухтавлă çыннисен тĕрлĕ енлĕ ĕç-хĕлне туллин çутатса панă.

Пĕр  сăмахпа каласан, «Питрав пуххинче» курса тĕлĕнмелли, илтсе савăнмалли темĕн чухлех пулнă. Унта хутшăнакансем те, куракансем те, хăнасем те кăмăллă юлнă. ПР Туслăх çурĕн директорĕ Эльмира Саматова авалхи йăла-йĕркесем паянхи пурнăçра çирĕпленнине палăртса хăварнă, мероприятипе хавхаланнипе малашнехи уявсене анлă йышпа хутшăнма кăмăл пуррине те пĕлтернĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас