Урал сасси
+16 °С
Дождь
Йăла-йĕрке
15 Июля , 10:30

Питрав – çу варри

Питрав кунĕ, ăна июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче паллă тăватпăр, çу варри, утăçулмалли вăхăт шутланать. Питрав хыççăн çанталăк кĕр енне çаврăнать теççĕ. Июль уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Питрав кунĕ умĕн, Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче хăнасем йышлă пухăнчĕç. Мероприяти вырăнти культура çурчĕн илемлĕхпе пултарулăх ушкăнĕн хастар пайташĕсен пуçарăвĕпе иртрĕ. Ăна Л.М. Петровапа П.В. Тимофеев ертсе пычĕç.

Питрав – çу варриПитрав – çу варри
Питрав – çу варри

«Питрав пуххин» географийĕ чылай анлă сарăлнă. Питрав уявне вырăнти «Тăван кĕвĕсем», «Шурă хурăн» (Пишкайăн), «Ĕмĕт» арçынсен ансамблĕ, «Пилеш» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи -  В.Г. Иванова, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ) хутшăнчĕç. Уяв алла-аллăн тытăнса пĕрлештернĕ пысăк вăйă картинчен пуçланчĕ. Çакă авалхи йăла çĕнĕрен вăй илнине аса илтерет.

Йĕркелÿçĕсем мероприятие хатĕрленсе чăн та пысăк ĕç тунă. Культура çурчĕ çумĕнчи пысăк лаптăк çинче тĕрлĕ площадкăсем йĕркеленĕ.

Шланлă пур енĕпе те пултаруллă. «Ăстасен хули» лапамра вырăнти алă ăстисен Т.Николаеван, М. Петрован, З. Петрован, В. Никифорован, З. Яковлеван ĕçĕсене курава тăратнă. Зоя Яковлеван алăпа тĕртнĕ паласĕсем, Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари историпе культура центрĕн ертÿçин Светлана Матвееван шăрçасенчен тунă ĕçĕсем, тĕрĕ ăстисен эрешĕсем куçа илĕртеççĕ.

 Чăваш наци апат-çимĕçне тутанса пăхмалли лапам умĕнче халăх йышлă пуçтарăннăччĕ. Унта сурăх ашĕнчен  пĕçернĕ яшкапа сăйлатчĕç. Вут çинче пиçнĕ апатăн тути хăйне майлă. Сурăхне  Шĕвĕрлĕ ялĕнче пурăнакан 75 çулхи Михаил Петров пусса тирпейленĕ пулсан, вучахне Е. Еремеев асăрхаса тăчĕ, апатне Н. Петрова, В.Федорова, А.Федорова, А. Тимофеева пĕçерсе сăйларĕç.

Ертсе пыракансем пурне те çуллахи эстрада патне чĕнчĕç. Уявăн официаллă пайĕ пуçланчĕ. Семен ял Канашĕн специалисчĕ Р.Р. Бикташева чăваш культурине аталантарас ĕçе  пысăк тÿпе хывнă Викторпа Татьяна Тимофеевсен çемйине пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ ятпа саламларĕ, культура тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн П.И. Федорова, Н.П. Артемьева Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Çуллахи эстрада çинче куракансене Шланлăри «Тăван кĕвĕсем»  тата «Кĕмĕл» чăваш юрă ансамблĕсем, Пишкайăн тата Тинĕскÿл пултарулăх коллективĕсем хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Куракансем алă тупанĕсене хĕрхенмесĕр алă çупрĕç. Питрав пуххи питĕ кăмăллă та усăллă иртрĕ. 

Людмила МАРКИНА.

Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.    

Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Питрав – çу варри
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас