

Йăла-йĕрке уявĕ хăй тавра чылай çын пухнă. Сумлă хăнасен шутĕнче Куюргазă район администрацийĕн культура пайĕн ертÿçи Ляйсан Нуриахметова, «Йэшлек» районти культура керменĕн режисерĕ Александр Тарасов, «Агинэй» районти пушкăрт хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Тамара Малбаева, Куюргазă районĕнчи Обществăлла палатăн председателĕ Эльза Васильева, Ермолаево салинчи «Красноусольск хĕрĕсем» («Красноусольские девчата») чăваш вокал ушкăнĕ пулнă.
Мероприяти программи пуян та анлă пулнипе уйрăлса тăнă. Кривле-Илюшке культура çурчĕн ĕçченĕ Ольга Федорова тематика лапамĕсемпе паллаштарнă. Лариса Никонова алĕç ăсти татăк-кĕсĕк пирсемпе усă курса çĕлемелли меслетĕн вăрттăнлăхĕсене уçса панă, Василя Габбясова хăй аллипе тунă çи-пуçсене курава тăратнă. Çавăн пекех Николаевсемпе Амекачевсем хăйсен йăх-несĕл йывăççисемпе паллаштарнă. Николаевсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, подполковник званине тивĕçнĕ çывăх çыннипе чунтан мăнаçланаççĕ.
Уявăн тĕп пайĕ Аслă Çимĕк историйĕпе тата йăли-йĕркисемпе çыхăннă. Вырăнти «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ Çимĕк уявĕн вырăнти йăли-йĕркин пĕр пайне кăтартса панă. Çак уяв питĕ пĕлтерĕшлĕ, ăна ирттерме малтан темиçе кун пÿрт-çурта тасатнă, апат-çимĕç хатĕрленĕ, пӗтӗм тăвана хӑнана пуçтарнӑ, вăйă юррисене юрлама хатĕрленнĕ.
Меропрятие йĕркелекенсем пĕчĕк ачасем валли те вăйă лапамĕсем йĕркеленĕ. Унсăр пуçне пухăннисем «Вырсарни чейĕ» дегустацие хутшăнма пултарнă. Вырăнти курăксенчен вĕретнĕ тутлă чей шăршипе илĕртнĕ.
Уяв Кривле-Илюшке ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Игорь Ворошилов «Çемье» район фестивалĕн штандартне Отрадинский ял Канаш администрацине панипе вĕçленнĕ.