Урал сасси
+17 °С
Облачно
Йăла-йĕрке
1 Августа , 10:00

Апачĕ тутлă пултăр!

Çулла – улма-çырла вăхăчĕ. Пылак çимĕçсенчен тĕрлĕ десертсем хатĕрлеме, кукăльсем пĕçерме пулать.  Сире Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен наци кухнинчи хăш-пĕр рецептсемпе паллаштарăпăр. Вĕсене пĕçерме кирлĕ ингредиентсен йышĕнче улма-çырла тĕп вырăн йышăнать.

Апачĕ тутлă пултăр!Апачĕ тутлă пултăр!
Апачĕ тутлă пултăр!

Хуран кукли

Чăваш наци кухнинчи апат-çимĕçе ытларах чухне тăпăрчăпа ешĕл суханран, çăмартаран е ирнĕ çĕр улмине çупа хутăштарса пĕçернĕ. Çулла вара хуран кукли ăшне улма-çырла хума пулать.

Кирлĕ ингредиентсем:

Чуста валли: 300 г çăнăх, 3 çăмарта, 25 гр сахăр, пĕр чĕптĕм тăвар, 1 стакан шыв.

Ăшĕ валли: 250 гр тăпăрчă, улма-çырлапа сахăр.

Çăнăха сахăрпа, тăварпа тата çăмартасемпе хутăштармалла. Çакăн хыççăн çур стакан ăшă шыв ямалла, хытă чуста çăрмалла. Хуран куклийĕн ăшĕ валли тăпăрчăпа сахăра тата улма-çырласене пĕрлештермелле, кăштах услам çу хушма та пулать. Хатĕр чустана йĕтĕрпе сармалла, 6 см диаметрлă çаврашкасем туса касмалла. Вĕсем çине хуран кукли ăшĕ валли хатĕрленĕ хутăша хумалла та хупмалла, чуста хĕррине çăмартапа сĕрмелле. Шыв çинче пĕçерсе кăларнă хуран куклисене хăймапа е ирĕлтернĕ услам çу сĕрсе çимелле.   

Сейэле май

Пушкăрт апачĕ шăратнă çупа чиерен тăрать. Ялсенче ăна чие пиçсе çитсен, ĕнесем нумай та çуллă сĕт панă чухне пĕçернĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан пылака пĕçересси хăйне евĕрлĕ ритуала çаврăннă. Халĕ хăш-пĕрисем чие вырăнне ытти улма-çырлапа усă кураççĕ. Сăмахран, хĕрлĕ хурлăхан е хура хăмла çырли (ежевика).

Кирлĕ ингредиентсем: 500 гр шăратнă çу, 400 гр шăмăсăр чие, 200 гр сахăр.

Эмальленĕ кастрюль ăшне шăратнă çу, сахăр ямалла та хутăша пĕчĕк çулăм çинче вĕретме кĕртмелле. Сахăрпа çу ирĕлсе пĕтсен чие е ытти улма-çырлана хушмалла, пăтратмалла, 5-10 минута кастрюль хупкăчĕпе витмелле. Çакăн хыççăн çăва тăтăшах пăтратса сивĕтмелле, çу чиесене витерĕ. Апата холодильникре усрамалла. 

Татлы

Тутар халăхĕн пылак апатне улма-çырла пастилинчен, пылпа мăйăрсенчен, чĕрĕ е типĕтнĕ улма-çырларан хатĕрлеççĕ. Асăрхаттару - çÿхе йышши пастила кирлĕ пулĕ.  

Кирлĕ ингредиентсем: 2 пастила, 100 гр ăшаланă аçтăрхан мăйăрĕ, 100 гр пыл, 50-шар гр хура сливăпа иçĕм, курага, 70 гр услам çу.

Иçĕмпе хура сливăна тата курагана мясорубкăпа е блендерпа вĕтетмелле. Улма-çырла хутăшĕ çăра пăтă евĕр пултăр тесен кăштах шыв хутăштармалла, 10 минут тăратмалла.

Мăйăрсене вĕтĕ туса турамалла, типĕтнĕ улма-çырлапа тата пылпа хутăштăрса лайăх пăтратмалла. Маларах холодильникрен кăларнă услам çăва типĕтнĕ улма-çырлапа, мăйăрсемпе хутăштармалла.

Пастила çине улма-çырлапа мăйăр хутăшне хĕррисенчен икшер сантиметр хăварса сĕрмелле. Çакăн хыççăн пастилана майĕпен кăлпасси евĕр çавăрттармалла. Хатĕр татлые холодильнике пĕр сехете лартмалла. Çу шăннă хыççăн пылак апата çÿхе татăксем çине касмалла. 

Апачĕ тутлă пултăр!
Апачĕ тутлă пултăр!
Апачĕ тутлă пултăр!
Апачĕ тутлă пултăр!
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас