Пур хыпар та
Ячĕ чĕрере
26 Нарӑсӑн 2020, 14:38

Пуян çынран мул ‚ ырă çынран ят юлать

Хальхи вăхăтра Владимир Озеровăн хайлавĕсем илемлĕ литературăшăн çеç мар‚ историшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Унăн сăввисемпе калавĕсем тата юррисем тăван ялĕн пулни-иртнипе çыхăннă.

Хальхи вăхăтра Владимир Озеровăн хайлавĕсем илемлĕ литературăшăн çеç мар‚ историшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Унăн сăввисемпе калавĕсем тата юррисем тăван ялĕн пулни-иртнипе çыхăннă.
Владимир Иванович хăйĕн пурнăçĕнче чăн-чăн патриот пулнă. Ĕмĕр тăршшĕпе вăл сăмах искусствине парăнса ĕçленĕ‚ Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшнă. Çын Çĕр чăмăрĕн хăш енче пулсан та уншăн чуна çывăх та хаклă вырăн пур‚ вăл – тăван кĕтес.
Кашни ял хăйĕн хисеплĕ çыннисемпе паллă. Владимир Иванович Озеров Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ Володьăна пĕчĕкренех ĕçе‚ яваплăха‚ хушнине тума хăнăхтарнă. Ĕçлĕ пурнăçĕ те унăн ир пуçланнă. Вун çичĕ çул тултарсан Владимир вăрçа тухса кайнă. Фронт çулĕ вăл асфальт тăрăх сехетне 60 çухрăм хăвăртлăхпа иртесси мар. Вăл куççуль çырми‚ юнпа пĕвеннĕ тинĕс тата пинĕ-пинĕпе татăлнă‚ арканнă çын пурнăçĕ.
Шăпа тени ăçта кăна илсе çитермен-ши ăна? Вăл Эстонири Чудское кÿлĕ çывăхĕнче Тарту хулине нимĕç хапсăнчăкĕсенчен хăтарнă. Унтан вĕсен полкне кăнтăр енне‚ Украина фронтне куçарнă. Каярах Польшăра çапăçнă. Вĕсем тăшмансем çĕнсе илнĕ хуласене‚ Освенцим вилĕм лагерьне тыткăнран хăтарнă. Владимир Иванович тăшманăн ирсĕр ĕçĕсене хăйĕн куçĕпе курнă. Фашистсем çынсене çунтарнă‚ каснă‚ выçлăхпа тертлентернĕ‚ чĕрĕллех пытарнă...
Владимир Озеров тăнă полк тăшмана тĕп туса малтан малалла ыткăннă. Хăвăртрах Берлина çитме ăнтăлнăскерсене нимĕн те чарайман. Анчах та пĕрре Владимир Ивановича снаряд осколокĕ пуçне лексе амантнă. Каярах вăл тата та суранланнă‚ контузиленнĕ‚ фронтри çар госпиталĕнче сипленнĕ.
Çĕнтерÿ кунне Владимир Озеров Эльба юхан шывĕ çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Америка салтакĕсемпе тĕл пулни асра тарăн йĕр хăварнă. Берлин хули тăрăх утса тухнă Владимир Иванович рейхстаг колонни çинче алă пуснă. Анчах та уншăн вăрçă çакăнпа вĕçленмен. Вĕсене Хĕвел тухăçне Япони самурайĕсене хирĕç кĕрешме янă. Пĕтĕмĕшле вăл çар службинче 8 çул тăнă. В. И. Озеров гварди сержант вăрçă шăпине çителĕклĕ курнă‚ ăна медальсемпе наградăланă.
Кам пĕлет‚ мĕнле пулĕччĕ-ши Владимир Ивановичăн пурнăçĕ вăл литературăпа искусство патне туртăнман пулсан? Çтерлĕ хулинчи культпросвет училищинчен вĕренсе тухсан‚ культура ĕçченĕн дипломне алла илсен Кекен ялĕнче клуб заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Вăл хут купăспа каланă‚ юрланă‚ ташланă. Пĕр сăмахпа калансан хăй ĕçĕн ăсти пулнă. Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар çав. Шăпа тени Владимир Ивановича Вăтам Азине‚ Душанбе хулине, илсе çитернĕ. Унта вăл аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕр вăхăт В. И. Ленин ячĕллĕ университетра педагогика кафедрин лаборанчĕ пулса ĕçленĕ. Анчах та Тăван çĕршыв асран тухман‚ хăйĕн патне куçпа курăнман вăйпа туртнă. Пурăна киле Владимир Иванович Пушкăртстана таврăннă‚ Çтерлĕ хулинчи шкула учитель пулса вырнаçнă. Кунтах çемье çавăрнă‚ мăшăрĕпе пĕрле ачисене ура çине тăратнă‚ тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта тăрăшнă.
Вăрçă ветеранĕ уйрăмах1980-2000çç пултарулăх анинче хастар ĕçленĕ. Вăл «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕ‚ чылай калавсемпе пьесăсен‚ сăвăсемпе юрăсен авторĕ пулнă. Ун хайлавĕсем тăван тăрăхăн иртнĕ тата хальхи историйĕпе‚ хăй пурнăçĕпе çыхăннă. 1996 çулта вăл тăван Тимеш ялĕн гимне çырнă‚ кĕвĕлекенĕ - В. Музыкантов.
Владимир Иванович пултарулăх çăлкуçне тăван тавралăхра‚ ун историйĕпе йăли-йĕркисенче тупнă.
Д. Н. Ушаковăн «Вырăс чĕлхин ăнлантару словарĕнче» патриот – хăйĕн халăхне парăннă‚ Тăван çĕршывне юратакан‚ уншăн терт тÿсме‚ паттăрлăх кăтартма хатĕр çын тенĕ. Апла пулсан Владимир Иванович Озеров – чăн-чăн патриот.
«Пурнăçра вăл сăпайлăччĕ‚ хăй ĕçне тишкерекен ĕçтешĕсене‚ юлташĕсене ялан итлеме пĕлетчĕ. Пире тăван тавралăхпа киленме‚ юратма‚ çынпа çын пек‚ ырă кăмăллă пулма вĕрентнĕ»‚ – аса илет ашшĕ çинчен писатель ывăлĕ.
Владимир Иванович – пуян шăпаллă‚ ĕмĕр тăршшĕпе Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнă çын. Пуян çын вилсен мул юлать‚ ырă çын вилсен унăн ырă ячĕ ыттисен чĕринче упранать. Владимир Ивановичăн чĕри 2005 çулхи январь уйăхĕн 22-мĕшĕнче тапма чарăннă. Ăна Тимеш ялĕнче пытарнă. Анчах та унăн ырă ячĕ сăввисемпе калавĕсенче тата юррисенче яланах асра.
Людмила ИВАНОВА‚
Кекен шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.
Мияки районĕ.