Пур хыпар та
Ял аталанăвĕ
26 Кӑрлач , 11:10

Пĕчĕк тăван çĕршывăн патриочĕсем

2021 çулта Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче «Асра тытчăр» проект никĕсĕ çинче ĕçлĕ команда йĕркеленчĕ. Унăн пуçаруçисем – проект авторĕ Борис Гордеев полковник, çак ялта çуралнă Совет Союзĕн Геройĕн Н. С. Павловăн ывăлĕ Анатолий Павлов отставкăри полковник тата 1967 çулта çуралнă, Слакпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă çак йĕркесен авторĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем виççĕшĕ те Пелепей районĕнче пурăнмаççĕ.

Пĕчĕк  тăван çĕршывăн патриочĕсем
Пĕчĕк тăван çĕршывăн патриочĕсем

Шăпа пÿрнипе тата чун хушнипе пулĕ пире хамăр хыççăн ырă ят тата Слакпуç ялĕн çамрăк ăрăвĕ валли пархатарлă ĕç туса хăварасси пĕрлештерчĕ.
«Эпир тумасан тата кам?», – шутларăмăр пĕр командăна пĕрлешсен. Пĕр-пĕрне интернет урлă (хальхи вăхăтра нумайăшĕ çавăн пек тăваççĕ) шыраса тупрăмăр. Çыру çÿретме пуçларăмăр. Эпир пĕр-пĕрне тахçанах, совет самани вăхăтĕнчех, пĕлнĕ.
Анатолий Николаевичпа иксĕмĕр те Слакпуç ялĕнчен – ача чухне кÿршĕллĕ пурăннă тата пĕр шкулта вĕреннĕ. Борис Ефимовичпа унăн Валентина аппăшĕ (1968 çулта унпа пĕрле Пелепейри педучилищĕре вĕрентĕмĕр) тата вĕсен пиччĕшĕ Владимир Ефимович (вăл ун чухне педучилищĕре музыка преподавателĕ пулса ĕçлетчĕ) урлă паллашрăмăр. Унсăр пуçне вăл Слакпуçĕнчи шкулта педпрактика та иртрĕ.
Проект ертÿçи пулнă май Борис Ефимович Слакпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Дмитрий Андреевпа ялта пуху ирттерме калаçса татăлнă. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту Слакпуç ялĕнче XX ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче сÿтнĕ Михайло-Архангел чиркĕвĕн вырăнне çĕнĕ часавай лартасси пулчĕ. Çавăн пекех Мухтав аллейинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин мемориалĕ çумĕнче Совет Союзĕн Геройĕн Николай Павловăн тата Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕн Анатолий Прокофьевăн бюсчĕсене вырнаçтарассине, XX ĕмĕрти чи хăрушă вăрçăн паттăрĕсене пуç таяссине сÿтсе яврăмăр.
Çавăн пекех пухура Слакпуç ялĕнче Асăну паркне тата Совет Союзĕн Геройĕ Николай Павлов ячĕллĕ Çарпа патриот музейне йĕркелеме калаçса татăлтăмăр. Ăна чи илемлĕ вырăнсенчен пĕринче, вăрçă паттăрĕ хăй çемйипе пурăннă вырăнта, чăваш поэзийĕн классикĕ К.В. Иванов ячĕллĕ çăлкуç çумĕнче, лартмалла. Парка та, музея та С.Н. Павловăн ывăлĕ Анатолий Николаевич укçипе никĕслĕç. Парк уçас тата музей туса лартас шухăш унăн пуçĕнче 2017 çултах çуралнă. Анчах та пĕр шухăшлă çынсем сахалрах пулни ĕçе пуçласа яма чарса тăнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ун пек çынсен шучĕ ÿссе, нумайланса пычĕ. «Асра тытчăр» проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ, хăй вăхăтĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ В.П. Павлова педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ял историне тĕпчес ĕçе пысăк тÿпе хывнă таврапĕлÿçĕсем тата вырăнти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Р.М. Петровапа Е.А. Данилова, Р.В. Николаевапа З.М. Юрина тивĕçлĕ канури вĕрентекенсем, çавăн пекех истори учителĕпе шкул директорĕ, вырăнти культура çурчĕн тата К.В. Иванов ячĕллĕ музейĕн методисчĕсем, Слакпуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Ю. Андреев, К.Иванов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи С.В. Афанасьев пулăшса пыма шантарчĕç.
Павловсен çурчĕ ларнă вырăна кирлĕ мар йывăçсенчен тасатас ĕçе А.А. Федотовпа Иван ывăлĕ, Алена мăшăрĕ хутшăнчĕç. Вĕсене Галина амăшĕ хавхалантарса, канаш парса пычĕ. Анатолий Павловăн тăванĕ Елена Андрей мăшăрĕпе, пĕртăванĕн ывăлĕ Алексей те сахал мар тăрăшрĕç. Эпĕ Асăну паркне илемлĕрех те хăтлăрах тăвас тĕллевпе Анатолий Николаевича Ермеккей районĕнче пурăнакан хăй тĕллĕн вĕреннĕ скульпторпа А.М. Ильинпа паллаштартăм. Александр Михайлович йывăç хунавĕсем те илсе килчĕ. 2021 çулхи сентябрь уйăхĕнче Павловсен участокĕнче илемлĕ юмансем, хурăнсем, пилешсем лартрăмăр. 2022 çулхи çуркунне чăрăшсем тата нумай çул ÿсекен чечексем лартма палăртатпăр. Октябрь уйăхĕнче Анатолий Павловăн укçи-тенкипе Совет Союзĕн Геройĕ Николай Павлов ячĕллĕ музее хăпартас ĕç пуçланчĕ. Вăл çăлтăрлă пирамида, совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çĕнтернине пĕлтерекен символ евĕр пулĕ. Музейре Н.С. Павлов çинчен çеç мар, Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Афган, Чечен вăрçисене хутшăннисем çинчен те сведенисем пулĕç. Музей проекчĕн авторĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров. Унпа М.А. Ильин паллашса калаçса татăлнă.
Михаил Архангел чиркĕвне хăпартма попечительсен канашне йĕркелерĕмĕр. Унта «Асра тытчăр» проект пуçаруçисем пурте кĕнĕ. Ку енĕпе Пелепей хулинчи 2№ шкул директорĕ В.Г. Павлов, Е.А. Данилова таврапĕлÿçĕ тата Л.Тимофеева чăваш хастарĕ ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне чиркÿ лартмалли участока тасатса хатĕрленĕ, 2022 çулхи çулла унăн никĕсне хывĕç. М.Н. Николаев (йывăр тăпри çăмăл пултăр), В.Г. Павлов, А.Н. Павлов, М.Е. Григорьева, Д.Ю. Андреев Слакпуç шкул выпускникĕсем тата проект авторĕ Б.Е. Гордеев чиркÿ тума 10-шар пин тенкĕ, хăшĕ-пĕрисем ытларах та, укçа хыврĕç.
Апла пулин те çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, хамăрăн пĕчĕк тăван çĕршыва юратма вĕрентес ĕç хуллен пырать. Историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пысăк ĕçе вĕçлеме укçа-тенкĕ кирлĕ, уйрăмах Михаил Архангел чиркÿне хăпартма. Çавăнпа та Слакпуç ял малашлăхĕшĕн пăшăрханакан пĕр шухăшлă çынсене 2022 çулхи июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче пухăва пуçтарăнма чĕнесшĕн. Тăван яла аталантарас, Пелепей районĕнче историпе культура центрĕ тăвас тĕллевпе пĕр тĕвве пуçтарăнма йыхравлатăп. Çак ĕçе эпир, паянхи ăру, тумасан, тата кам тăвĕ?
Маргарита ГРИГОРЬЕВА. Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в