Пур хыпар та
Ял илемĕ - çынсенче
6 Мартӑн 2019, 14:41

Сывлăхлă пурнăç йĕрки – савăнăçлă ватлăх

Тимеш ялĕ питĕ чаплă ял. Унăн кашни кĕтесĕ хăйне евĕрлĕ илемлĕ. Яла кĕнĕ май тавралăх хăйĕн илемĕпе илĕртет: пĕр енчен сăртсем черетленсе тăсăлса выртаççĕ‚ тепĕр енчен – хирсемпе вăрмансем. Хăнасем кирек хăш тăрăхран килсен те курни вĕсен асĕнче вăрахчен тăрса юлать. Тавралăх илемĕпе‚ пуянлăхĕпе киленме тепĕр хут килни те пулать.

Пирĕн ялăн тĕп илемĕ - çынсем. Хамăн статьяна ялта пурăнакансене‚ пĕр ял çыннисене - аслă ăрăва халалласа çыратăп. Вĕсем пирĕншĕн‚ çамрăксемшĕн‚ сумлă çынсем тата пурнăçра ырă тĕслĕх вырăнне шутланаççĕ.
Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнă педагогика ĕçĕн ветеранĕсем уйрăмах пысăк хисеппе тата авторитетпа усă кураççĕ. Вĕсем тунă ĕçĕн тĕп пайне тăван шкула халалланă. Шел пулин те‚ эпир‚ çамрăксем‚ вĕсен ĕç-пуçне сыхласа хăвараймарăмăр. Шкул пурнăçĕ вĕрентÿ программинчен кăна тăман‚ вăл вĕренекенсен тата вĕрентекенсен хушшинче класc тулашĕнче ирттерекен мероприятисемпе пуян пулнă. Вулавăшра иртекен тĕлпулусенче ĕнерхи вĕрентекенсем иртнĕ вăхăт çинчен хавхаланса калаçаççĕ‚ хыçа юлнă пулăмсене ăшшăн аса илеççĕ. Аслă ăрăвăн тĕп тĕллевĕ - сывлăхлă пурнăç йĕрки тытса пырасси. Вĕсем çемье çавăрнă‚ ача-пăча çуратнă‚ вĕсене юратупа тимлĕх туйăмĕсен ăшшинче пăхса çитĕнтернĕ. Çав вăхăтрах хăйсем те аталаннă‚ пултарулăхра çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсем тунă‚ категорийĕсене ÿстернĕ‚ хушма пĕлÿ илнĕ. Пĕр сăмахпа каласан‚ аслă ăру çыннисем обществăпа хăйсене аталантарас‚ ырă тăвас ĕçре нумай вăй хунă. Хальхи вăхăтра ачисем ÿссе çитĕннĕ‚ ура çинче çирĕп тăраççĕ. Çавăнпа вĕсем васкамасăр‚ кашни кунпа киленсе пурăнма пултараççĕ. Вĕрентекенсенчен нумайăшĕ çулĕсене пăхмасăр (60-70 çултисем) интернетпа усă кураççĕ.
Сăмахран, Т.Н.Григорьева тĕнче курса çÿреме юратать‚ ун çинчен кăсăклине пĕлме тăрăшать, техника аталанăвĕпе интересленет‚ интернетпа çăмăллăн усă курать.
Н.И.Семенова кĕнекесемпе тĕрлĕ кăларăмсене вулама питĕ кăмăллать‚ вĕсемсĕр хăйĕн пурнăçне курмасть. Вăл тĕрлĕ шайра иртекен конкурссенче вăй виçет‚ вĕсенче малти вырăнсене йышăнни те пулнă. Хăй ирĕкĕпе ял историне тĕпчес ĕçе те хастар хутшăнать.
М.П.Трофимова - ал ĕçĕсен ăсти. Унăн ĕçĕсен куравне вулавăшра та йĕркеленĕччĕ‚ «Урал сасси» хаçатра та пичетленĕччĕ. Ăстаçă хĕрарăм яланах хăйĕн тăванĕсемпе çывăх çыннисене хăй аллипе тунă парнесем парнелет. Унăн парнисем хаклă та асăнмалăх.
Е.Н.Сергеева апат-çимĕç пĕçерме питĕ ăста. Вăл та интернетпа усă курма вĕренсе çитнĕ‚ тĕрлĕ рецептсем тăрăх тутлăран та тутлă апат пĕçерет. Елена Сергеева хатĕрленĕ апата тутанса пăхмасăр чей ĕçесси иртмест.
В.И.Яковлева - культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ĕçне хастар хутшăнакан çын. Май килнĕ вăхăтра хушма хуçалăхра тăрăшать: килти выльăх-чĕрлĕхсене пăхать‚ çĕр çинче ĕçлет‚ пахчине илем кÿрет.
З.Г.Филиппова садра ĕçлеме юратать‚ тĕрлĕрен чечексем ÿстерет. Вăл акса çитĕнтернĕ чечексен калчисем ялти обществăлла вырăнсене илем кÿреççĕ. Зинаида Филиппова нумай çул хушши шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕн заведующийĕ пулса вăй хунă. Çĕр ĕçне юратас туйăмĕ çулсерен вăй илсех пырать‚ çултан çул илемлĕрех‚ тĕлĕнтермĕш чечексем ÿстерет.
И.Р.Филиппова ача садĕнче повар пулса ĕçлет. Вăл питĕ пултаруллă çын тесен те йăнăш пулмасть. Мĕншĕн тесен ташлама та‚ юрлама та питĕ ăста. Хĕрарăм ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» тата «Пилеш» халăх фольклор ушкăнĕсене çÿрет.
Р.В.Михайлова вара тĕнче курса çÿреме тарават‚ интернетпа та ирĕклĕ усă курать‚ «Çăлкуç» фольклор ушкăнăн юрă-ташă ăсти шутланать.
З.А.Никитина - питĕ ăста юрăçă. Вăл кил хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă май мăнукĕсемпе юрăсем вĕренет. Пушă вăхăт тупса пирĕнпе те пулма тăрăшать.
З.К.Чуркина - илемлĕ пултарулăха активлă хутшăнакансенчен пĕри. Хĕрарăм çĕр ĕçĕсене питĕ кăмăллать‚ çакă уншăн хобби тесе калама та пулать. Вăл пахча çимĕç‚ чечексем ÿстерет.
З.Ф.Ефремова - илемлĕ пултарулăх ушкăнĕн аккомпаниаторĕ. Чылай вăхăт хăй ирĕкĕпе ушкăн ертÿçи пулса ĕçлерĕ. «Пилеш» ушкăнри çынсем сĕнÿсемпе асăрхаттарусене тивĕçлĕ шайра йышăнаççĕ.
Вероника ЛЕОНТЬЕВА‚
тĕп библиотекарь.
Мияки районĕ‚ Тимеш ялĕ.
Малалли хаçатăн 10№.