Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Октябрӗн 2018, 18:46

Çĕнелнĕ объект хăй патне туртать

Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнче «Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕ ООО тăрăшнипе реконструкци тунă хыççăн сĕт-çу ферми хута янă.

Фермăна тĕпĕ-йĕрĕпе юсанă май, вăл 240 пуç сăвакан ĕнесене вырнаçтармалли пысăк комплекса çаврăннă. Çурт тăррин пĕр пайне профнастилпа витнĕ, тепĕр пайне çутă ÿкме витĕр курăнакан материалпа ăсталанă. Çавăн пекех 45 пластик чÿрече вырнаçтарнă, урайне бетон сарса тикĕсленĕ. Ĕнесем тăмалли вырăнсене ятарласа резинăран хатĕрленĕ кавирсем сарнă. Паянхи пурнăç ыйтнă пек сĕт юхмалли пăрăхсемпе вентиляци системи, автоматизациленĕ шыв ĕçмелли хатĕрсем, тирĕс кăлармалли транспортер çинчен те манман. Унсăр пуçне перекетлĕ çутă лампочкисем вырнаçтарни фермăн шалти лаптăкне хăйне евĕр хăтлăх кÿрет. Кашни сăвăм хыççăн пухăнакан сĕт блокĕнче электричество вăйĕпе шыв ăшăтакан котел, савăтсене çума автоматика системи, 10 тонна сĕте сивĕтме танк-охладитель вырнаçтарнă. Ферма çурчĕпе юнашарах выльăхсене уçăлса çÿреме карта тытса çаврăннă.
- Пурне те хамăрăн укçа-тенкĕпе, хамăр вăйпа тунă, - пĕлтерчĕ хуçалăх ĕртÿçи Василий Федоров.- Чăн малтан хамăр çынсенченех строительсен бригадине йĕркелерĕмĕр. Реконструкци ĕçне июнь уйăхĕ вĕçĕнче пуçларăмăр та мĕнпур ĕçсене виçĕ уйăх çурă хушшинче вĕçлерĕмĕр. Пĕтĕмĕшле 9 миллион тенкĕ тăкакланă. Ырансенче кунта 200 пуç ытла голштинская текен ăратлă ула-чăла ĕнесене вырнаçтаратпăр.
Çак объект, «Салават» ОООра юлашки çулсенче хута янисен хушшинче, шучĕпе тăваттăмĕш шутланать. Çÿлерех палăртнă мелпелех Нукасакра икĕ, Кăтаймасра пĕр ферма туса пĕтернĕ.
- Тавах Василий Ивановича, пире хăйĕн хуçалăхне йышăннăшăн. Маларах кунта пурте юхăннăчĕ: стенасем хуп-хураччĕ, çÿлтен шыв каятчĕ, йĕри-тавра тасамарлăхпа нÿрлĕх хуçаланнă… Вăхăтра ĕç укçи те илеймен. Халĕ вара пачах урăх ÿкерчĕк. Пур çĕрте те пăхма кăмăллă. Дояркăсем çапла пулса тухасса шанман та, - тет ферма тата пĕр вăхăтрах «Салават» ОООн çак ялти уйрăм ертÿçи Николай Алексеев. - Çавăнпа та тăрăшса ĕçлесси çеç юлать.
Чăн та, савăнса вăй хума мĕнпур условисем туса панă. Фермăра ĕçлекенсен йышĕ пысăк мар, пилĕк доярка тата икĕ выльăх пăхакан. Вĕсем вăтамран 20 пин тенкĕлесе шалу илеççĕ. Ĕç йĕркине производствăри пекех графикпа пурнăçлаççĕ: 6 кун ĕçре, иккĕшне канаççĕ. Ĕне фермин йăла (бытовой) секцинче специалистсем валли тунă пÿлĕмсем: выльăх тухтăрĕпе ĕнесене пĕтĕлентермелли операторăн, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кану вырăнĕ.
Кăçалхи çул уйрăмах, ытти çулсемпе танлаштарсан, выльăх апачĕ запаспа хатĕрленĕ - 70 центнер ытла апат единици. Николай Давыдович каланă тăрăх, хатĕрленĕ утă, сенажпа силос виçĕ çула çитмелле.
- Сирĕн мĕнпе мăнаçланмалли пур. Эсир туни чĕрере хисеппе хăпартлану туйăмĕ çуратать,- терĕ район администраци пуçлăхĕ Зуфар Идрисов, фермăна уçма килнĕ чухне Василий Ивановича куçран пăхса, строительсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем умĕнче ирттернĕ тĕлпулура.
Валерий АЛЕКСЕЕВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: