Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
29 Октябрӗн 2018, 14:41

Выльăх тухтăрĕ

Пишпӳлек районĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Гордеева мĕн пĕчĕкренех выльăх-чĕрлĕхе питĕ юратнă. Çапах та вăл пĕрре те выльăх тухтăрĕ пулма ӗмӗтленмен. Шкул вĕренсе пĕтерсен 17 çулхи хĕр Cитекпуçĕнчи ял ферминче ĕне сăвакан пулса ĕçлеме тытăннă. Ун хыççăн вăл 4 çул пĕчĕк пăрусене пăхнă.

2002 çулта Татьяна Геннадьевна Пишпÿлекри ветеринари курсне вĕренсе тухнă. Çав çулах ăна выльăх тухтăрĕн яваплă ӗçне шанса панă. Тăрăшуллăскер алă усса ларман - килĕшнĕ. Пĕлÿ шайне ӳстерес тесе Татьяна Гордеева Акçунри ял хуçалăх техникумĕнчи ветеринари уйрăмĕнче те 2 çул вĕреннĕ. Паянхи кун вăл тĕрлĕ ветеринари семинарĕсене хутшăнать. Унта выльăх тухтăрĕсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашаççĕ. 2016 çулта Татьяна Геннадьевна Пушкăртстан Республикин Ветеринари управленийĕ пулăшнипе выльăх ĕрчетекен регионсем хушшинчи семинарта «Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри çивĕч те кăткăс ыйтусем» темăпа сертификата алла илнĕ.
2009-2013çç. тăрашуллă хӗрарăм выльăх тухтăрĕ пулса ĕçленисĕр пуçне колхозри склад заведущийĕн ĕçне те туса пынă. Паян та вăл икĕ ĕçре вăй хурать: фермăри ĕнесене пăрулаттармалли уйрăмра ĕçтешĕсене пулăшать тата юратнă ветеринар тивӗçӗсене пурнăçлать. Унăн колхозри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 33 çула çитет‚ вĕсенчен 16 çулне выльăх тухтăрĕнче тăрăшнă. 2017 çулта Татьяна Геннадьевна Гордеевăна Пушкăртстан Республикин Ветеринари управленийӗ нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕ парса чысланă.
Выльăх тухтăрĕн çулталăкăн хăш вăхăтĕнче те ĕçĕ нумай. Хĕлле ĕнесем пăруланă вăхăтра хăш чухне ĕнен çилли шыçса каять. Мазьсемпе массаж меслечĕсем пулăшмасан ветеринар пулăшĕвĕ кирлĕ - укол тумалла. Çут тӗнчене килнӗ чирлĕ пăрусене тĕрĕс диагноз лартса ура çине тăма пулăшмалла. Кĕрхи тата çурхи кунсенче шултăра мăйракаллă выльăхсене ерекен чирсенчен вăхăтлă прививка тумалла. Çулла та ĕçĕ тупăнсах тăрать. Сăмахран‚ хальхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхсене чипсем лартса паллă тăваççĕ. Чипсемлĕ çухалнă выльăхсене часах шыраса тупма пулать. Çак ĕçе те Татьяна Геннадьевна вăхăтлă туса пырать. Вăл фермăри выльăхсене кăна мар‚ ял çыннисенне те вăхăтлă пулăшу парса ĕлкĕрет. Ветеринар хăйĕн ĕçне тĕрлĕ енчен пурнăçлать: выльăх-чĕрлĕх продукцине пасарта сутма çынсене справка‚ килти выльăх чирлесрен профилактика ирттермелли сĕнÿсем парать...
Татьяна Гордеева ветеринари ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Паянхи кун ял кĕтĕвĕнче вăкăрсем сахал. Çавăнпа Татьяна Геннадьевна ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерни ял хуçалăхĕнче пысăк вырăн йышăнать.
- Ĕнесемпе тынасем пĕтĕ пулса юлни‚ ун хыççăн çамрăк выльăх çут тӗнчене килни чуна савăнтарать, - каласа парать ял ветеринарĕ. Татьяна Геннадьевна ĕнесемпе тынасене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессипе çыхăннă республика конкурсĕсене те хутшăнать. Хастар пулнине унăн тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем çирĕплетеççӗ. Тĕслĕхрен‚ 2016 çулта ӗнесемпе тынасене искусственнăй майпа пĕтĕлентернĕ ХХIV республика конкурсĕнче Хисеп хутне тивĕçнĕ.
- Тĕрĕссипе каласан‚ выльăх тухтăрĕн ĕçĕ – хӗрарăм ĕçĕ мар. Вăй нумай кирлĕ пулин те хам профессипе кăмăллă‚ ăна суйласа илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, - тет выльăхсен Айболичĕ. Чăн та‚ çаврăнăçуллăскер инкеке лекнисене телефонпа канаш парать, чĕннĕ çĕре юрлă çумăрне‚ кунне-çĕрне пăхмасăр вăхăтра çитме тăрăшать‚ чирлĕ выльăхсене сыватма пулăшать. Ветеринар ĕçĕ – арçын ĕçĕ пулнине çак тĕслĕх те çирĕплетет: хытă чирленĕ е вăйран хавшаннă выльăхсене Татьяна Геннадьевна хăех пусать.
Кассан турпас‚ калаçсан сăмах тенĕ пек‚ Ситекпуç ялĕнче миçе шултăра мăйракаллă выльăх пулнине те ыйтса пĕлтĕмĕр. Выльăх тухтăрĕ ĕçлеме пуçланă тапхăрта нумай пуç шутланнă‚ халĕ вара ялĕпе те 24 ĕне кăна.
- Шел‚ ялсенче ĕне усракан сахаллансах пырать. Выльăх усрама‚ паллах‚ çăмăл мар‚ тупăшĕ вара куçа та курăнмасть. Пĕрисем вăй-хал çитменнипе тытмаççĕ‚ теприсем вара кахала тухнă, - хăйӗн шухăшне пăшăрханса пĕлтерчĕ ветеринар.
Паянхи кун Татьяна Геннадьевнăпа мăшăрӗ, Сергей Григорьевич, пысăк та илемлĕ çуртра иккĕн çеç пурăнаççĕ. Вĕсем пĕрлешни 33 çул çитнӗ. Упăшки те колхозра нумай çул водитель пулса вăй хунă. Çартан таврăнсанах машинăпа çÿренĕ‚ унтан автобуспа ĕне сăвакансене турттарнă‚ каярах КамАЗпа ĕçленĕ. Ачисем‚ хĕрĕсем‚ ÿссе çитӗнсе ашшĕ-амăш килĕнчен тухса кайнă. Аслă хĕрĕпе кĕçĕнни Ĕпхÿре çемйисемпе пурăнаççĕ. Вăтам хĕрĕ - Крымра. Вăл амăшĕ суйласа илнĕ профессине малалла тăсаканĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпӳлек районӗ.
Малалли хаçатăн 44№.
Читайте нас: